Шелсĕр рельссем

Социаллă сайтсенче вырнаçтарса тантăшĕсене хăйсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе тĕлĕнтерме шкул ачисемшĕн истори палăкĕ е пĕр-пĕр «çăлтăрпа» юнашар ÿкерĕнни сахал халĕ. Çак тĕллевпе ăçта кăна çитмеççĕ, ăçта кăна хăпарса каймаççĕ вĕсем. Модăна вирхĕнсе кĕнĕ «селфишĕн» пурнăçпа тÿлеме тивсен те.

Паян чукун çул çинче вĕсемпе куллен пулса иртекен инкекшĕн те ашшĕ-амăшĕпе танах çав гаджетсем айăплă. Çитĕннисем ăнлантарманни, ачисем камсемпе çÿрени, пушă вăхăта мĕнле ирттерни пирки кăсăкланманни — пĕрремĕшĕ, иккĕмĕшĕнчен, ачасем чукун çул урлă çакна валли ятарласа уйăрнă вырăнтан каçманнине те тăтăшах курма пулать. Çакăн пек чухне хăлхисене хытă кĕрлекен наушниксемпе хупласан, телефонпа калаçса утсан хăрушлăх темиçе хут ÿсни пирки асăрхаттараççĕ юлашки вăхăтра çак туртăм анлă сарăлнине чуна ыраттарса сăнакан хăрушсăрлăх службисем. Пуйăсăн локомотив бригадин сигналне ачасем илтмесен те пултараççĕ.

Горький чукун çулĕн – филиалĕн хăрушсăрлăх службин сехĕрленĕвĕ сăлтавсăр мар. Çĕршывра рельссем çинче çулсерен пĕр пин кăна мар çын вилет. Горький чукун çулĕсем çинче кăна пĕлтĕр 217 çын аманнă. 151 çын пурнăçне çăлайман. Çулталăк пуçланнăранпа вара инкек 128 çын пурнăçне сăтăр кÿнĕ. Вĕсенчен 15-шĕ – 8-17 çулсенчи ачасем. Республикăра пурăнакансем саккăрăн шар курнă, çав шутра – пĕр çамрăк. Çакăн пек инкек пĕлтĕр районта çул çитмен пĕр çамрăк пурнăçне илсе кайнăччĕ.

Кăçалхи çулла Чулхурлара 15 çулти хĕрача сăн ÿкерĕнес тĕллевпе Уста станцийĕнче цистерна çине хăпарса кайнă. Пысăк вольтлă электролини шкул ачине айккинех ывăтса янă. Пиçсе суранланнăскерĕн пурнăçĕшĕн тухтăрсем реанимацире талăкĕпех кĕрешнĕ. Унччен маларах çĕршыври массăллă информаци хатĕрĕсем Çĕнĕ Мускав хулинче электричка çине селфи тума хăпарса кайнă çамрăк ÿксе вилни пирки пĕлтернĕччĕ. Чукун çул çинчи юлашки синкерсен сводкине Калугăра 16-ри арçын ачапа пулса иртнĕ инкек те çапла майпа кĕчĕ. Электропровода перĕннĕ хыççăн ăна та айккине ывăтса янă.

Юрамасть!

 Çывхаракан пуйăс умĕпе çул урлă каçма;

 Чукун çул çывăхĕнче выляма;

 Чарăннă пуйăс вакунĕсемпе цистернисем тăррине хăпарма: çыхăну сечĕсенчен 27 000Вт напряжениллĕ электроток витĕмĕн хăрушлăхлă зони вилĕмлĕ шутланать;

 Чукун çулпа пынă е ун урлă каçнă чухне телефонпа калаçма, наушникпе кĕвĕ итлеме.

Сăмах май

Шупашкар районĕнче пурăнакансем чукун çул урлă каçмалли 9 вырăнпа усă кураççĕ.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости