«Шурă вилĕме» çывăха ан яр!

Пуçласа наркоманипе чирлекенсен йышĕ Чăваш Енре чакса пырать. Регионри наркотизаци кăтартăвĕ унăн пĕтĕм халăх йышĕнчен пăхсан федерацин Атăлçи округĕпе танлаштарсан 1,6% пĕчĕкрех.

Наркотиксен закона хирĕçле çаврăнăшĕпе кĕрешекен федераци службин Чăваш Енри Управленийĕн коллегийĕн анлă ларăвĕнче çакăн пирки ведомство пуçлăхĕ Евгений Барсуков пĕлтернĕ. Вăл çавăн пекех 2015 çулта наркотиксемпе çыхăннă преступленисен шучĕ ÿсменнине палăртнă. Çулталăкра наркополицейскисем пĕтĕмпе 858 наркопреступление тупса палăртнă. Уголовнăй ĕç пуçарнă вăхăт тĕлне закона хирĕçле çаврăнăшран пурĕ 29 кг наротик хутăшĕ, психотроплă тата вăйлă витĕм кÿрекен япала туртса илнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости