Юлташлăх туйăмĕ сыхлать

Хăй ирĕклĕ дружинăсем коллективлă садсенче талăкĕпех хуралта тăраç­çĕ

Пĕлтĕр районти сад юлташлăхĕсенче «хĕрлĕ автан» 6 хут ташланă, кăçал çулталăк пуç­ланнăранпа çав шутра дачăсенче те – 8.

Сăлтав тĕрлĕрен

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн сотрудникĕсем ял тăрăх пуç­лăхĕсемпе эрнесерен рейдсем ирттерсе вут-çулăмпа асăрхануллă пулмаллине аса илтереç­çĕ. Анчах та канмалли кунсенче пушарнăйсен çак ĕçе пурнăç­лама май килмест. Дачăсенче пушарсем хăçан тухнине тишкерни вара шăпах çак кунсенче сад юлташлăхĕсенче вут-çулăм уйрăмах йышлă тухнине кăтартса парать. Акă май уйăхĕнчи канмалли кунсенче кăна 5 дача çуннă. Сăлтав – тĕрлĕрен. «Радуга-1» сад юлташлăхĕнчи пушар ятарласа тивертнипе пулни паллă. Кăмакасене вырнаç­тарас тата усă курас правилăсене пăхăнманни «Автотранспортник-2», «Дубрава», «Нива», «Виктория» сад юлташлăхĕсенче «хĕрлĕ автана» ташлаттарнă, электрооборудование вырнаç­тарас тата усă курас правилăсене пăснипе тухнă пушарсем «Три дуба», «Факел» сад юлташлăхĕнчи дача çурчĕсене çĕрпе танлаштарнă. «Дубрава-1» сад юлташлăхĕнче çын пурнăç­не татнă вут-çулăм вара пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе тухнă.

Сад – иккĕмĕш кил вырăнĕнче

Дачăсенче пушарсен шучĕ ÿснине кура РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактика тата надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕ вĕсенче дачниксенчен ирĕклĕ пушар хуралĕсене йĕркелеме сĕннĕччĕ. Çĕньял ял тăрăхĕнчи «Дубрава-1» сад юлташлăхĕнче çакăн пек тытăм нумай пулмасть ĕç­леме пуç­ларĕ те ĕнтĕ. Хурал председателĕшĕн Наталья Максимовăшăн, кунта çамрăк чухнех ĕç­леме килнĕскершĕн, сад юлташлăхĕ иккĕмĕш кил вырăнĕнчех. Пĕтĕм чун-чĕрипе уншăн «чирлет» вăл. Николай Никифоров тата Анатолий Куприянов – унăн пулăшуçисем. Николай Леонтьевич пенсие тухиччен инженерта ĕç­ленĕ, ирĕклĕ пушар хуралне кĕме сĕнсен шухăшламасăрах килĕшнĕ. Анатолий Куприянович монтажник пушар хуралĕнче ылмаштарма май çук специалист тесен те йăнăш пулмĕ.

Сад юлташлăхĕнчи 1134 участок 58 га çинче вырнаç­нă. Çуртсем çумма çумăн тăнăран пушар тухсан вут-çулăм юнашаррине куçас хăрушлăх пысăккине ăнланни алла талăкĕпех юн таппи çинче тытса тăма хистет. Наталья Максимова дачниксен тирпейлĕхне палăртса вĕсем çÿп-çапа ăç­та-кирлĕ унта пăрахманнине пĕлтерчĕ, дачăна пырса кĕнĕ çĕрте вырнаç­тарнă пысăк контейнера хураç­çĕ. Ăна кашни эрнере турттарса тухса пушатаç­çĕ.

Урамсем таса, шыв пур

Сад юлташлăхĕпе утнă май çул айккинче çÿп-çап выртнине чăн та курмарăм. Курăка та çулса илнĕ. Сарлака та таса çулсем тăрăх пушар машинине е урăх оперативлă служба техникине инкек вырăнне çитме чăрмавлă мар. «Дачниксем урамра хытă каяш, стройматериал çÿп-çапĕ пухса хунине курсанах пуç­тарттаратпăр. Тĕрĕссипе, вĕсем çакна тумаллине каласса та кĕтмеç­çĕ», – тет пушар хуралĕн ертÿçи.

Каç пулсан вара дачниксем автотранспорт иртмелли çула пÿлес мар тесе çăмăл машинисене сад юлташлăхне кĕнĕ çĕрте ятарласа уйăрнă стоянкăна лартаç­çĕ. Транспорт хатĕрĕсен сыхăлăхĕшĕн пуçа ыраттарма тивмест. Кунтах – хуралçă çурчĕ. Çак ĕç­ре вĕсене тăватă ураллă тусĕсем пулăшаç­çĕ.

Вут куç­не шыв теç­çĕ. Вут-çулăм алхасма тытăнсан иккĕмĕшĕсĕр май та çук. Сад юлташлăхĕнче ку енĕпе нимĕнле йывăрлăх та çук. 150 кубла метр шыв кĕрекен виçĕ пичке яланах тулли. Шыв гидранчĕсем вĕсен çумĕнчех вырнаç­нă. Пушар машини валли ăна тарăн яракан насуспа та илме май пур. Сад юлташлăхĕнчи килсене секторсене пайлани шывсăр ларассинчен хăтарать. Кашни сектора ăна палăртнă вăхăтра сехет çурăлăх параç­çĕ. Дачăра пурăнакансемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктажсем тăтăшах ирттереç­çĕ. «Пирĕн уполномоченнăйсем кашни урамра пур. Вĕсене те пушар хуралне кĕртмеллех», – пĕлтереç­çĕ хăрушсăрлăхшăн чун ыйтнипе тăрăшакансем хăйсен речĕ татах туласса шанса.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.


Открыть все новости