А­тăльял ис­то­рие кĕр­се юлĕ

Кă­çал Раççей­ри Ки­но çул­та­лă­кĕн ша­йĕн­че Шу­паш­кар ра­йо­нĕн­че те ан­лă ме­роп­рия­ти­сем ирт­рĕç. Иртнĕ эрнере акă Атăлъялти эт­но­парк­ра ки­но ÿке­рес­си­не пĕл­сен ха­лăх йыш­лăн пу­хăн­чĕ.

Кĕ­пе ар­ки­се­не вĕл­кĕш­тер­се çу­ран ута­кан  пи­ке­сем­пе пра­вур яш­сем – «Шу­рăм­пуç» (Шу­паш­кар­кас­си, Лео­нид За­ха­ров ерт­се пы­рать), «Па­лан» (Çÿл­ти­кас­си, В­ла­ди­мир Мартья­нов), «Ка­ли­нуш­ка» (Нел­ла Бе­лаш), «А­тăл ху­мĕ­сем» (А­тăлъял, Крис­ти­на Се­ме­но­ва) – пар­ка пу­хăн­чĕç.

Мал­та­нах ра­йон­ти пĕ­тĕ­мĕш­ле клуб­сен пул­та­ру­лăх енĕ­пе ĕç­ле­кен ди­рек­то­рĕн çу­мĕ Ксе­ния Демья­но­ва филь­ма «Я люб­лю Чу­ва­шию» проект­па ÿкер­ни çин­чен ка­ла­са кă­тарт­рĕ. «Фильм ÿке­рес­си­не Оль­га Ма­ти­на ерт­се пы­рать. Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин Наци те­ле­ви­де­ни­йĕ рес­пуб­ли­кăн ыт­ти ра­йо­нĕн­че фильм­сем ÿкер­нĕ, ха­лĕ пи­рĕн ра­йон­та та ÿке­рет. Икĕ кун­ра опе­ра­тор­сем Шĕ­нер­пуç све­ти­ли­щи­пе  Апаш­ри кур­ган­сен, «Заим­ка» хă­на çур­чĕн, «Оль­деевс­кий» аг­ро­фир­мă­па «Ат­ла­шевс­кий» СХКа, ра­йон­ти  тĕр­лĕ предп­рия­ти тер­ри­то­ри­йĕ­сен­че ĕç­ле­нĕ, çа­вăн пе­кех Иш­лей му­зе­йĕ­пе чир­кĕ­вĕн­че, Çÿл­ти­кас­си чир­кĕ­вĕн выр­сар­ни шку­лĕ­пе Ча­ка­нар­ти Ни­ко­лай Фо­ми­ря­ков ăс­та­çă па­тĕн­че, Атăлъял­ти та­та Станъя­лĕн­чи эт­но­парк­сен­че авал­хи йă­ла­се­не сăн­ла­са па­ра­кан фильм­сем ÿке­рĕç», – те­рĕ Ксе­ния Демья­но­ва. Мал­та­нах пул­та­ру­лăх уш­кă­нĕ­сем Шу­паш­кар­кас­си клуб ер­тÿ­çи Лю­бовь Ива­но­ва ерт­се пы­ни­пе пу­лас сце­на­ри­пе пал­лаш­рĕç. Çак ху­шă­ра эт­но­пар­ка кĕт­нĕ хă­на­сем На­талья Его­ро­ва ре­жис­сер­па Игорь Улья­нов опе­ра­то­р кил­се çит­рĕç. Павел Ирит­ков опе­ра­тор ик­кĕ­мĕш кунхине эс­та­фе­тă­на ăна па­нă.

Чă­ваш ту­мĕ тă­хăн­нă илем­лĕ хĕр­сем çăл­куç умĕн­че кач­чă­сем шыв тул­тар­нă вит­ре­се­не кĕвен­те­сем­пе йăт­са хă­парчĕç. Ун­тан шы­ва «­çу­лăм кер­ме­нĕн­чи» чул çи­не сап­са авал­хи та­са­лăх йă­ли­не кă­тарт­рĕç. Пул­та­ру­лăх уш­кă­нĕ­сем кар­та­лан­са тăр­са кер­мен та­та йăх­сен юпи­сем тав­ра  çав­рăн­чĕç. Ун­тан опе­ра­тор хĕр­пе кач­чă­сем пĕве­ре ки­мĕ­пе ярăн­ни­не ÿкер­чĕ. Ки­но­филь­ма сен­кер эк­ран­сем çин­че те­пĕр икĕ эр­не­рен кă­тар­тĕç.

 Ни­ко­лай Смир­нов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости