Аваллăхсăр малашлăх çук!

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, майăн 5-мĕшĕнче, Германи çĕрĕ çинче Совет Çарĕсен ушкăнĕнче хĕсметре тăнă салтаксене асăнса Çĕрпÿ хулинче стела уçăлчĕ. Ăна тăвакансем – Юрий Петровпа Николай Виссарионов. Стелăна Çĕрпÿ хулин Çĕнтерÿ скверне вырнаçтарчĕç. Вăл пĕрлĕхлĕ çурта сăнласа парать – нимĕç çĕрĕ çинче хĕсметре тăнă тĕрлĕ ăрури ветерансене пĕрлештерет. Сулахай енне – СССР, сылтăм енне – ГДР ялавĕсене вырнаçтарнă. «Çĕнтерÿçĕ салтак» ÿкерчĕк айĕнче – «1945-1994 çулсем» – Германи çĕрĕ çинче Совет Çарĕсем тăнă тапхăра кăтартнă. Георги хăйăвĕ айне вырăсла тата чăвашла: «Аваллăхсăр малашлăх çук» тесе çырнă.

Стела умĕнче республикăри тĕрлĕ районтан пухăннă 100 яхăн ветеран строя тăчĕç. Паллă кун ячĕпе пухăннисене Çĕрпÿ райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Алла Волчкова, Çĕрпÿ, Красноармейски, Куславкка тата Вăрмар районĕсен çар комиссарĕ Валерий Буклаков, Атăлçи регионĕнчи ушкăнсен ветеранĕсен ассоциаци ертÿçи Генннадий Кошкин, республикăри пĕрлешÿ ертÿçи Михаил Семенов, Çĕрпÿ районĕн пĕрлешĕвĕн ертÿçи Иосиф Тимофеев, Шупашкар районĕн офицерсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Валерий Смирнов тата ыттисем саламларĕç. Уявра çар юррисем янăрарĕç, çарти куçса çÿрекен кухня та ĕçлерĕ. Ветерансемпе пĕрле ачасем те çар пăттине хаваспах тутанчĕç.

Николай Васильев, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости