Аварисем чакаççĕ

«Чăваш Республикин транспорт тытăмĕн 2013-2022 çулсенчи аталанăвĕ» программа республикăра ăнăçлă пурнăçланать пулин те çак кăтартусемпе çыхăннă ĕçе вăйлатмалла. Çакăн пирки Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев майăн 10-мĕшĕнче иртнĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче каланă.

«Çул çинчи инкексен тата вĕсенче вилнĕ çынсен шучĕ чакать, анчах та регионсен хушшинче федерацин Атăлçи округĕнчи çак кăтартусем çававах пысăк юлаççĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар районĕнче те çулйĕр çинчи аварисен шучĕ чакнă. Акă çулталăк пуçланнăранпа январьапрель уйăхĕсенче çулсем çинчи инкексен шучĕ пĕлтĕрхи çак тапхăпа танлаштарсан 35,7% сахалрах. Çакăн пирки çулйĕр патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ Юрий Поляков пĕлтерчĕ.

Ларура ЧР транспорт тата çулйĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов 2016 çулта «Чăваш Республикинчи транспорт тытăмĕн аталанăвĕ» патшалăх программи пурнăçланнипе паллаштарнă. Автоçулсем çинче транспорт шучĕ тата вĕсен юхăмĕ ÿснипе, çавăн пекех çул çинче куçса çÿренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса парасси те программа ĕçнех кĕрет. Ун шайĕнчех çулйĕр çинче хăрушсăрлăха ÿстерес, транспортра ГЛОНАСС тытăмне вырнаçтарса навигаци инфраструктурине аталантарас, çут çанталăк газне мотор топливи вырăнне усă курассине анлăлатас ĕçсене малалла пурнăçламалла.

2016 çулта программăпа килĕшÿллĕн республикăра регион (муниципалитетсен хушшинчи) пĕлтерĕшлĕ 139 км автоçула юсанă, район территорийĕсенче – 10,3 км, ялсенче – 74,5 км. 46 ялсалара вак чул хунă, кунсăр пуçне 43 км автоçул сарнă. Шĕвĕ нефть газĕпе ĕçлекен 280 техникăна çут çанталăк газĕпе чупаканни çине куçарнă.

АНЖЕЛИКА ФАДЕЕВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости