Автанран та иртерех тăрать

«Тăван Ен» хаçатăн юлашки номерĕсенче Ленин ячĕллĕ СХПК-колхозра дояркăра ĕçлекен Анастасия Владимировăн хушаматне темиçе хутчен асăнма тиврĕ пулин те унăн ĕçĕ-хĕлĕ патне тепĕр хутчен таврăнни ытлашши пулмĕ, сăлтавĕ чăннипех те пур.

Анастасия Владимирова çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. 25 çултискер хальхи саманан авăрне кĕрсе ÿксе чылай хĕрпе яш пек шкул сакки хыççăнах аслă пĕлÿ илме васкаман, шăпа ăна хăех пурнăçри вырăнне тупма пулăшнă. Веçех мĕнрен пуçланнă-ха? Анастасийăна çамрăклах çемье çавăрса ача амăшĕ пулса тăма пÿрнĕ. Декрет отпускĕнче пĕррехинче унăн амăшĕ патне ветеринар шăнкăравланă та Настьăна ĕçлесе пăхма сĕннĕ. Çамрăк пуçĕнче пултараймастăп тесе шухăшланă пулин те амăшĕн сăмахĕнчен иртмен. Ун чухне хĕрарăм хĕрне «санран пулать» тени тÿрре тухнине Анастасия халĕ лайăх ăнланать ĕнтĕ. Чăн та, пирваях йывăр пулнине вăл пытармасть. Кăткăс самантсене парăнтарса пырса сисмен те дояркăра ĕçлеме пуçлани 3 çул иртсе те кайнă. Çак вăхăтра вăл осеменатор дипломне илме тата чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕме мехел çитернĕ, куçăмлă майпах тата! Тепĕр икĕ çултан вăл зоотехник дипломне алла илĕ.

Пытармасăр каласан, унăн характерĕнче ыттисен çук хăйне евĕрлĕх пурах. Кунашкал режимпа пурăнмашкăн, чăн та, кашни пултараймĕ. Анастасия ирхи 3 сехетре тăрать те фермăна васкать, 7 сехет иртсен ĕçсене пĕтерсе аслă шкула вĕренме чупать, кăнтăрла хыççăн килне таврăнса каçа хирĕç каллех ĕне сума каять, унта каçхи 8 сехетре çеç ĕç вĕçленет. Кунсăр пуçне вăл – амăшĕ тата мăшăр, хĕрарăмăн кил-хуçалăхра та ĕлкĕрсе пымалла. Халь шухăшласа пăхăр – кашниех пултараять-и çакăн пек? Иккĕленетĕп…

Анастасия, паллах, ку ĕçе амăшĕ хистенипе кăна суйламан, выльăх-чĕрлĕхе юратман, шалти чун туртăмĕ пулман тăк дояркăна ĕçлеме каяс çукчĕ. Ялта ÿснĕскер мĕн ачаран выльăх патне туртăннă вăл, 6-7-мĕш классенче пĕрремĕш хут ĕне сунине те лайăх ас тăвать. «Выльăхсемпе ĕçлеме юрататăп. Çав вăхăтрах ĕне сăватăп, çавăнтах кушака пуçĕнчен ачашласа сĕт ярса паратăп», – чĕлхесĕр янаварсем патне мĕнле туйăмсен пулнине сăмахпа ăнлантарать доярка. Кашнин хăйĕн характерĕ пулнине, кашнин патне «подход» тупма пĕлмеллине те палăртса хăварать: пĕри çепĕç сăмахсене кăмăллать иккен, теприне вара патак юнаса кăтартни кăна пулăшĕ. Унăн шухăшĕпе, кашни хĕртен ĕне сăвакан пулаймасть, выльăхсене кăна килĕштерни çителĕксĕр, çирĕп характерлă тата пиçĕ кĕлеткеллĕ пулмалла – фермăра ĕçлемешкĕн сахал мар вăй кирлĕ.

Ĕçне юратнипе унран киленĕç илет те вăл. Пĕрремĕш хутчен чунтанах савăннине те аса илмесĕр хăвармарĕ. Хăш чухне осеменатора ылмаштаркаланă. «Поилка» ĕнене пĕтĕлентертĕм, анчах та кайран ун пирки манса кайнă. Вăхăт çитсен пăрулаттартăм. Документсене тĕрĕслесе пăхрăм та – эпĕ чуптарнă иккен ăна!» – паян та ун чухнехи пекех хĕпĕртесе аса илчĕ Анастасия. Темиçе ĕнерен унăн кăна хырăмĕ юлнă-мĕн, çакăн пек тухăçлă ĕçленĕшĕн питĕ савăннă вăл.

Вăл хăйĕн специальноçĕ пирки çав тери вăйлă хавхаланупа каласа парать – унпа калаçнă май çакă питĕ лайăх сисĕнчĕ. Çултан-çул ăна ытларах та ытларах юратса пырать тесен те йăнăшмăпăр. Малтанхи вăхăтра хăйĕн профессийĕ пирки кăшт именсе калаçнă пулсан халĕ мăнаçлансах ун пирки пĕлтерет, пĕрле вĕренекенсем кăшт йĕкĕлтеме тытăнсан вара вĕсене туххăмрах вырăна лартать-мĕн. «Учитель-и, доярка-и, кирек мĕнле ĕçре те вăй хумалла, эпир мар тăк халăха сĕтпе кам тивĕçтерĕ? Эсир чунтан юратакан печенире те сĕт пур-çке», – хăть хăш профессие те хисеплемеллине палăртса татса хурать вăл. Кунашкал хурав панă хыççăн чĕнекенсем урăх тупăнмаççĕ вара. Ыттисенчен кунашкал йĕкĕлĕве хутран-ситрен çеç илтме пулать, чылайăшĕ вара, аслă шкулти преподавательсем, тус-юлташĕсем Анастасийăн ĕçĕпе мăнаçланаççĕ, маттур тесе мухтакансем те пур.

Çитес çулсенче ĕç вырăнне улăштарасси пирки тĕлĕк те тĕлленмест çамрăкскер, пачах урăхла, вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе выльăх ĕрчетес ĕçе çамрăксене явăçтарасшăн, унăн шухăшĕпе, каччăсемпе хĕрсене кунта мĕнле те пулин илĕртсе килмеллех. Çавăнпа та вăл хăйĕн профессине май пур таран рекламăлать. Машинăпа ĕне сăвакансен конкурсне хутшăнни хăйне евĕр пропаганда пулса тăчĕ ĕнтĕ: тивĕçне лайăх пĕлнĕрен, чуна парса ĕçленĕрен çамрăксен йышĕнчен Анастасия республика конкурсĕнче иккĕмĕш хут мала тухрĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости