Автан кайрĕ Станъяла

Атăлъялти культура çуртĕнче Çĕнĕ çула декабрĕн 30-мĕшĕнче анлăн уявларĕç. Тĕплĕн хатĕрленни яла пырса кĕрсенех курăнчĕ.

Уява ялти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Лидия Фадеева мăшăрĕпе Леонид Фадеев поэтпа ертсе пычĕ. Юр пике Настя Андреева пулчĕ. Уява Атăлъялпа Хорнсор ялĕсенчи садиксене çÿрекен ачасенчен пуç­ласа 12 çулчченхи шкул ачисем хутшăнчĕç. Кристина Семенова ертсе пынипе вĕсем малтанах Шарль Перрон «Золушка» («Кĕл пике») юмахне лартса пачĕç. Халапçă Галина Романова пулчĕ. Рольсене Кĕл пике – Марина Матюшкина, принц –Максим Романов, патша – Андрей Калегин, повар – Андрей Иванов, ырă фея – Лидия Фадеева, çамрăк асамçă – Даниил Толстов, тăван мар амăшĕ – Тамара Шаплина т.ыт. вылярĕç. Ырă фея пулăшнипе кăна Кĕл пике Çĕнĕ çул ячĕпе ирттерекен бала ĕлкĕрет. Сехет 12 çапсассăн хрусталь пушмакне çухатса хăварать. Принца Кĕлпикене тупса хрусталь пушмака  тăхăнтартма Хĕл Мучи пулăшать. Ачасем юрласа, моряксен тата «лĕпĕшсен» ташшисене ташласа, сăвăсем каласа Юр пикепе Хĕл Мучирен пылак кучченеç илчĕç. Пĕтĕмпе уяв кучченеç­не 70 ача тивĕçрĕ. Галинăпа Алевтина Романовăсем сăвă каларĕç. Унтан Çĕнĕ çул лотерейине  йĕркелесе ирттертĕмĕр. 100 ытла ял çынни хутшăнчĕ.  Чи сумлă парнене – автана, пирĕн ялтан Станъял ялне качча тухнă Надежда Пигачева выляса илчĕ. Çапла вара автан кăçал Станъялне «кайрĕ». Кăçал Атăлъялсен Станъялĕнче район «Акатуйне» хатĕрленнĕ çĕрте вăй хума тивессе  пĕлтеретех çак пулăм.                       

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости