Автоспорта юратакансем каллех Чăрăшкасси çĕрĕ çинче

Йăлана кĕнĕ «Чăрăшкасси» авточупу – ЧР автомобиль спорчĕн уçă чемпионачĕ, ЧР Пуçлăхĕн Кубокĕн кросĕ – кăçалхипе 5-мĕш хут пулчĕ. Ăна яланхи пекех Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассинче иртнĕ канмалли кунсенче йĕркеленĕ.

Ăмăртăва уçма ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, Шупашкар район администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров килнĕ. Хăнасем ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçлă стартпа лайăх финиш суннă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал авточупăва хутшăнакансем кăшт ытларах – 59-ăн, 2014 çулта 56-ăн пулнă. Хальхинче те таврари регионсенчен çитнĕ: Киров, Самар облаçĕсенчен, Тутарстанран, Мари Элтан. Паллă ĕнтĕ, Чăваш Енрен те.

Автомобильсене кура тĕрлĕ класс палăртнă: «Передний привод СТАНДАРТ», «Задний привод СТАНДАРТ», «Полный привод СТАНДАРТ», «СВОБОДНЫЙ», «Д2-Юниор», «Д2-Классика», «Д2-1600», «Д2-Н» и «Д3-спринт». Машинăсене хăвалама юратакансем темиçе хутчен 5 çаврăмпа çаврăннă, финишра вара 7 çаврăм тума лекнĕ. Трасса тăршшĕ – 26,4 км. Вăл хăйне евĕрлĕ «çирĕп» пулнине палăртрĕç ăмăртăва хутшăнакансем, çавăнпа та пурте пĕр кăлтăксемсĕр финиша çитеймен, аван хатĕрленнисем, техникăна тата хăвăртлăха туякансем кăна малти вырăнсене йышăннă. Автомобилистсем çинчен кăна мар, куракансем пирки те манман чемпионата йĕркелекенсем, пĕр вырăнтан вĕсем пĕтĕм çаврăма, ятарласа тунă трамплина курса тăнă.

Çирĕп тупăшура чи вăр-варрисем çĕнтернĕ. Мала тухакансене тĕрлĕ номинацире палăртнă. «Д2-1600» класс йышĕнче Кÿкеçре пурăнакан Владимир Михайлов мала тухнă. 31-ти арçын 4-мĕш çул ĕнтĕ автоспортпа туслă. Мĕншĕн шăпах унпа-ха? «Вăл мана водитель ăсталăхне аталантарма пулăшать», – хăй мĕн туйнине каласа парать Владимир. Унтан: «Адреналина вăйлатать», – тесе хушса хурать. «Чăрăшкасси» авточупура вăл 4-мĕш çул хутшăннă. Кăçал лайăхрах çăмăл машинăпа чупăва тухнă иккен – «Калинăпа», пĕлтĕр вара «девяткăпа» ыткăннă. Кунта çакна та асăнса хăвармалла, Владимир мала тухнă номинаци чи хăватлисенчен пĕри шутланать. Ăмăрту кубокне вара «Континент» Шупашкар команди тивĕçнĕ.

ЛЮБОВЬ МАН

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости