«Айăплă» паспорт

10 çул авланайман, çара каяйман

Кишĕр вăррине йăран çине акрăм, анчах темшĕн шăтмарĕ. Телевизорпа пĕр сюжет ахаль кăтартмарĕç пулĕ: виçĕ упаковкăран пĕрне улталаса сутаççĕ-мĕн. Йăрана пушă вырттарас мар тесе ир-ирех Кÿкеç пасарне çул тытрăм. Суту-илÿ аван пырать: пурте ăшă çанталăкпа усă курса пахча çимĕç вăхăтра лартса хăварасшăн. Пасарта кам хăяр, кам помидор, кам купăста калчи туянать. Кÿкеç Ишлей мар, кунта нумайăшĕ чăвашла калаçма тăрăшать. Анчах пĕр яштака хĕрарăм майралла тăхăннă та вырăс чĕлхипе çеç пуплет. Сăмах хыççăн сăмах… Эпĕ çак хĕрарăм Кÿкеçе епле лекнине тĕпĕ-йĕрĕпе ыйтса пĕлтĕм.

Çĕнĕ пурнăç чикки

Ăна Анна Ивановна тесе чĕнеççĕ. Вăл Хусанта 8 класс пĕтерсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Туркестана ĕçлеме тухса каять. Совет Союзĕн тапхăрĕнче кун пек тĕслĕх самай пулнă. Сăмахран, мана та Шупашкарти строительство техникумне пĕтерсен Казахстана ĕçлеме янăччĕ. Аня Ашхабатра медсестрана вĕренсе тухать. Офицера вĕренсе тухса Туркестан тĕп хулине çар тивĕçнĕ пурнăçлама килнĕ каччăпа паллашса туй туса пĕрлешеççĕ. Виçĕ ывăл çуралать вĕсен.

Анчах кĕтмен çĕртен пысăк пăтăрмах сиксе тухать – Совет Союзĕ сапаланса каять. Анна Ивановна аса илĕвĕнчен Ашхабатри халăх тарават пулни, пĕр-пĕрне хисеплени, курмассерен сывлăх сунни паллă. Пасара мĕн те пулин илме кайсан унти сутăçсем кашни çынпа кăмăллăн калаçаççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланаççĕ. Хĕрсемпе хĕрарăмсене «джань» тесе чĕнеççĕ. Чăвашла куçарсан «чиперкеçĕм» тени пулать ĕнтĕ. Вăл вăхăтра Туркмен патшалăхĕ электричествопа тата газпа халăха тÿлевсĕрех тивĕçтерсе тăнă. Анна Ивановнăн упăшки те çар службин картлашкипе ăнăçлă хăпарать. Ăна полка ертсе пыма шанаççĕ – полковник звание тивĕçет. Хăнара темле лайăх пулсан та темшĕн чун килех туртăнать. Тата радиопа та, телевизорпа та вырăсла калаçакан çынсене Раççее таврăнма час-часах чĕнсе калама пуçлаççĕ. Çавăнпах мăшăрĕ 2002 çулта арăмĕпе тата кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле Кÿкеçе амăшĕ патне таврăнма пуçтарăнать. Анчах вĕсене Туркмен чиновникĕсем Раççей чикки урлă каçма документсем памаççĕ. Пĕр çулталăк пирĕн ентешсене шар кăтарнă хыççăн аран пĕри пуçлăхсем курман чух чикĕ урлă каçмалли справка евĕр вăрттăн хут çырса парать. Пур-çук япаласене йÿнĕ хакпа сутса алăри кĕпе-йĕм чăматанĕпе хăвăртрах Раççей çĕрĕ çине çитме васкаççĕ. Тем те пĕр курни çакăнпа вĕçленчĕ тесе шухăшлатăр пулсан йăнăшатăр. Ентешсене валли чи йывăр саманасем пуçланаççĕ кăна-ха.

Хĕсмет кĕтмест, ĕçе илмеççĕ…

Шупашкарти миграци служби вĕсене Раççей паспорчĕ памасть. Документсăр никам та ĕçе илмест. Çулталăк пуçлăхсен алăкĕсен умĕнче кĕлмĕçленсе çÿренинчен те усси те çук. Юрать-ха мăшăрĕн амăшĕ пенси илет. Çав укçапа пурнăçа шайлаштарса пыраççĕ. Пĕррехинче пирĕн чăваш кинĕ телевизорпа пĕр чăрсăр политик сăмахне илтет те çав каçах ун патне электрон почтипе хăйсен пурнăçĕ çинчен кĕскен çырса пĕлтерет. Тепĕр икĕ кунтан миграци пуçлăхĕ хашкаса Кÿкеçе персе çитет те пирĕн статья персонажĕсене паспортсем тыттарать. Тин чăнлăх çĕнтерчĕ пуль тесе эсир хаш! сывласа ятăр пул. Шел те, апла мар. Нуша пурнăç малаллах тăсăлать. Мĕншĕн тесен Анна Ивановнăпа унăн упăшки Раççейре çуралнă пулсан, кĕçĕн ывăлĕ – Туркмен çĕршывĕн гражданинĕ. Раççей этемĕ пулас тесе вăл тĕрлĕ пуçлăх патне çитет. Çар комитетĕнче хăйне салтак ретне кĕртме ÿкĕтлет, завод директорĕсене ĕçе илме тархаслать. Пĕтĕмпех кăлăхах. Юрать, Мускав çĕрĕсенче шапашкăна çÿрекенсенчен документ ыйтсах каймаççĕ. Кунта вăл 10 çул таран вак-тĕвек ĕçсем тунă çĕрте вăй хунă хыççăн каменщик-монолитчик профессине алла илет. Нумай шухăшланă, куляннă пирки тата паспортсăр çынна никам хĕрачи те качча пыма килĕшмен сăлтавпа çамрăк каччă çÿçĕсем çамрăклах шуралса лараççĕ.

Икĕ çул каялла миграци служби пирĕн качча патшалăх пошлини тÿленĕ хыççăн вырăс чĕлхипе экзамен тытма ирĕк парать. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнăскер Раççей паспортне тинех тивĕçет. Çав çулах мăшăр тупса çемье çавăрать. Çавăн пек паха вăл, Раççей гражданинĕн ячĕ.

Николай Платонов, Шоркка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости