Академи ректорĕ: тивĕçе кам илĕ?

Паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ректора палăртаççĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕ суйлав валли «Агро-Инноваци» хысна учрежденийĕн директорĕн Николай Васильевăн кандидатурине ырласа йышăннă. Николай Иванович хăй те çак аслă шкула вĕренсе пĕтернĕ, Пĕтĕм союзсен наукăпа сăнав институчĕн аспирантуринче пĕлĕвне тăснă. Биологи наукисен кандидачĕ тата доцент тĕрлĕ вăхăтра академин зооинженери факультечĕн деканĕнче, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕнче, АПК ĕçченĕсен квалификацине ÿстерекен институт ректорĕнче вăй хунă. 2012 çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа декабрь уйăхĕччен – академи ректорĕнче.

Н. Васильева ректор суйлавне хутшăнма Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн вĕренÿ канашĕпе РФ Ял хуçалăх министерствин аттестаци комиссийĕ сĕннĕ. Çав хушăрах, пирĕн информаци тăрăх, федераци законĕ вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисен тĕлĕшĕпе çирĕплетнĕ квалификаци ыйтнине тивĕçтермен кандидат та суйлава хутшăнма кăмăл туни паллă. Çакăн пирки пĕлтерсе прокуратура органĕсене тата суда тавăç çырнă та ĕнтĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости