Акатуйра: патефон та, çĕр çулхи утиял та

«Тăван Ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнче «Тĕлĕнтерĕ халăха Акатуй» тесе анонс пани чăннипех те тÿрре тухрĕ. Уявра пулса курнă кашни çын çакна хăйĕн куçĕпе курса ĕненчĕ. Темиçе уйăх тĕплĕн хатĕрленни июнĕн 13-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Станъял çывăхĕнче пысăк та хитре уява çаврăнчĕ. Вăл чăн та çÿллĕ шайра иртрĕ.

Официаллă самант

Станъял çумĕнчи уçланка халăх ир-ирех килме пуçларĕ. Пысăк уяв умĕн ĕç те нумай ĕнтĕ. Чи малтан куçа илĕртекенни чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне, йăли-йĕркине сăнлакан этноял пулчĕ. Аякран вăл хăйне евĕрлĕ крепоç пекех курăнса ларать, тăватă енче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи 16 ял валли йывăç çурт хăпартса лартнă, тăватă кĕтесре – çÿллĕ башньăсем. «Чăваш ялне» тăвас шухăш ЧНК пайташĕн Эдуард Бахмисовăн пулнă-мĕн.

Кăçал Раççейре Литература, Чăваш Енре вара К. Иванов çулталăкĕ пулнă май уяв программине çак темăсем çине пусăм туса йĕркеленĕ. Пултарулăх коллективĕсен «Атăл çинчи ялăн вăйă картипе» Акатуй пуçланчĕ. Унта Шупашкар район çыннисене тата хăнисене саламлама килнĕ ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, район пуçлăхĕ Алевтина Исаева, райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров та хутшăнчĕç. Тата ытти сумлă хăна та килсе çитрĕ: ЧР тарифсемпе ĕçлекен патшалăх службин пуçлăхĕ Альбина Егорова, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов.

– Пурне те ырă кун! Хресченĕн чи йывăр ĕç: сĕм çĕрле выртса ир-ирех тăмалла унăн. Шупашкар районĕн вăй-хăвачĕ пысăк. Тунă кăтартусене тишкерни ума лартнă тĕллевсене лайăх пурнăçланине кăтартать. Санкцисене пула çĕршывра лару-тăру çăмăл маррине хăвăрах сисетĕр, анчах та çакă хуçалăхсене тата та тăрăшса ĕçлеме, район, республика экономикине аталантарма хавхалантармалла, – палăртрĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламланă май.

Георгий Егоров районăн 2015 çулхи 5 уйăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ, ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетрĕ: «Шупашкар районĕ экономика кăтартăвĕсене пысăклатса пĕр тикĕс аталанса пырать. Юлашки виçĕ çулта тĕш тырă туса илесси 2 хутчен ÿсрĕ. Пухса кĕртекен унăн калăпăшне кăçал 35 пин тонна çитересшĕн. Çурхи ака ăнăçлă вĕçленчĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан кăçал акмалли лаптăка 1700 га ытла ÿстертĕмĕр. Лайăх ĕçленĕ хуçалăхсенчен «Атлашевский» СХКна, «Приволжское» ОАОна, «Чурачикское» ОАОна, Ленин ячĕллĕ колхоз-СХПКна асăнас килет».

Ял хуçалăх ĕçĕнче палăрнисене яланах Акатуйра чыслаççĕ. Хальхинче те çаплах. Тĕрĕссипе вара, награда илекенсем тĕрлĕ сферăра тăрăшакансем пулчĕç. Вĕсен йышĕнче пирĕн ĕçтеш – «Тăван Ен» хаçатăн дизайнер-верстальщикĕ – Марина Иванова та, РФ Çыхăну министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Хисеп тата Тав хучĕсене илекенсем хальхинче чăннипех те нумайăнччĕ, çакă вăл – Шупашкар районĕнче тăрăшуллă çынсем пурăннине лайăх ĕнентерекен паллă.

Наградăсемпе пĕрлех сертификатсем те пачĕç. «Устойчивое развитие сельских территорий на 2014-2017 годы и на период до 2020 года» федераци программипе килĕшÿллĕн ялта ĕçлесе пурăнакан çамрăксене тата çамрăк çемьесене пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн свидетельствăсем пачĕç. «Поддержка начинающих фермеров на период 2015-2017 годы» тĕллевлĕ программăпа ĕç пуçаракан фермера грант илмелли сертификатпа тивĕçтерчĕç.

Официаллă самант тата тепĕр пулăмпа асра юлчĕ. Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн район Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсем Михаил Игнатьева «Шупашкар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ята памашкăн сасăланине вулакансем пĕлеççĕ-тĕр. Шăпах уявра савăнăçлă лару-тăрура ăна хисеплĕ ят парса чысларĕç.

Уява малалла тăсса Михаил Игнатьев этноялпа паллашрĕ. Кашни çурт патĕнчех ăна чăвашсен йăли-йĕркине тĕпе хурса çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан ялсен хăйне евĕрлĕхĕпе кăна кăсăкланмарĕ, тĕрлĕ ыйту та пачĕ. «Продукци чăвашăн-и?» – ăçтан пулнине пĕлесшĕн пулса ыйту пачĕ вăл пĕр лавкка умĕнче. Сутуçăсем туянакансене республикăра туса кăларнă апат-çимĕçе сĕннине пĕлтерчĕç.

Кашнин хăйне евĕрлĕ

Маларах асăннă этноялпа вулакансене те паллаштарар-ха. Каларăмăр ĕнтĕ, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи 16 ялтан кашниех хăйĕн историне, пурнăçне кăтартрĕ. Районти 16 ял тăрăхĕ (Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕсĕр пуçне) вара вĕсем патĕнче хăнара пулчĕ. Сăмахран, Атăлъялта Янăш ял тăрăхĕччĕ. Ытти ялтан мĕнпе уйрăлса тăчĕ-ха Атăлъял? Пуринчен ытла – сăн ÿкерчĕксенчен пуян куравпа. Ялĕнче пулса иртнĕ кашни пулăма, паллă куна фотоаппаратпа ÿкерсе илнĕ. Ку ĕçре пирĕн штатра тăман корреспондентăн Николай Смирновăн тÿпи пысăккине палăртмалла. Вĕсене пурне те тишкерсе пырсан ялăн пурнăçĕ куç умне яр! уççăн тухса тăрать. Вячеслав Семенов художникăн ĕçĕсем те чылайччĕ кунта: йывăçран эрешлесе тунисем, картинăсем.

Тĕрĕссипе, Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи кашни ялăн хăйне евĕрлĕхĕ лайăх сисĕнчĕ, анчах та пурин пирки те тĕплĕн çырса кăтартмашкăн хаçат страници те çитмĕ, çавăнпа та чи курăмлă самантсене çеç асăнар. «Чăваш ялĕпе» пынă чухне Хорнсор ялĕнчен аякран иртме ниепле те май çук. Чи малтанах куç умне утă капанĕ тухса тăчĕ. Утă çулма кайма хатĕрленсе ун çывăхĕнче хресчен çава туптаса ларать. «Тĕпелелле» иртетĕн – тата ытти кĕтменлĕхпе тĕл пулатăн. Хорнсор Атăлтан инçех мар вырнаçнине тĕпе хунă иккен халăх, çавăнпа та ку çурт пулăпа пуян. Çакăнтах типĕтнисем çакăнса тăраççĕ, хуранта пулă яшки пĕçереççĕ, çумĕнчех пулă ăшалаççĕ… Чĕрĕ пулăсем те пур иккен! Вĕсем пичкере ишеççĕ. Пулă тытмалли ĕлĕкхи сеткăсене те илсе килнĕ хорнсорсем. Пÿртре вара – урăх пурнăç. Ал ĕç тăвакансем пĕр çĕре пуçтарăннă. Валентина Плотникова акă уйран уçлать. Икĕ ĕне усракан хĕрарăм маслобойкăпа пачах та усă курмасть, ĕлĕкхиллех услам çу тăвать. «Хăнăхнă та, йывăр мар», – ĕçне малалла тăсса пĕлтерчĕ вăл.

Юнашарти Хыркассисен пурнăçĕ вара урăх пахалăхсем çинче никĕсленнĕ. «Ас тăватăп, хĕрсем ларма çÿретчĕç, çакăн çине пусăм тăвар терĕмĕр», – кĕскен каласа пачĕ Людмила Горшкова. Чăн та, кунта ĕç вĕресе тăрать. Пĕри акă çăм чавать, тепри нуски çыхать… Кунпа кăна вĕçленмест-ха хыркассисен хăйне евĕрлĕхĕ. Ĕлĕкхи пурнăçăн чăнлăхне май пур таран кăтартма тăрăшнă вĕсем, темĕн те пур: 100 çул (!) каялла тĕртнĕ утиял, çăка хуппинчен тунă иртнĕ ĕмĕрти сăпка, мăн асаннесем усă курнă кивĕ утюгсем.

Шупашкаркассисем патне çитсен вара пачах урăх тĕнчене лекнĕн туйăнать – Пăртас кнеç пурăннă ĕмĕре. Чăваш Пăртасне тĕп вырăна хунă та кунта. Çакăнтах – ĕлĕкхи çар çыннин тумĕллĕ «паттăрсем».

Çÿлтикассисем хăйсен ялне «кăтартас» умĕн ял историне тĕпченĕ. Мĕнпе паллă-ха вăл? Ĕлĕкхи шкулпа, чиркÿпе. Çакна сăнлакан вун-вун сăн ÿкерчĕк, картина тата ытти япала кунта. Вĕсен ретĕнче патефон та пур.

Кипечкассисем вара сунарçăсен «пурнăçне» кăтартнă. Кунта пăши мăйраки, хир сыснин пуçĕ, ăсан кĕлетки, упа тирĕ, сунарпа çыхăннă тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк.

Районти ял тăрăхĕсем те ыттисенчен уйрăлса тăма тăрăшнă. Сăмахран, апашсем вăрçă вăхăтне аса илсе вăл вăхăтри пурнăçа сăнланă.

Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи ялсем хăйсен пурнăçне сăнланипе пĕрлех хăнасене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Çак тĕллевпех кашни ял патнех пысăк йывăç сĕтел туса лартнă. Кашниех апат-çимĕçрен тулса тăкăнать. Ытларах ĕлĕкхи апат: какай шÿрпи, пулă яшки, кукăль, килте тунă сыр, сăра… Хонсорсем, тĕслĕхрен, хурăн шывне те юхтарса килнĕ.

Пытармасăр каласан, çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Пурте тăрăшса ĕçленĕ, хăйсен уйрăмлăхне кăтартма ăнтăлнă. Юлашкинчен жюри членĕсем çакăн пек пĕтĕмлетÿ турĕç: Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи ялсенчен Шупашкаркасси – 1-мĕш, Кипечкасси – 2-мĕш, Кайри Ункăпуç 3-мĕш вырăнсене тухрĕ. Ял тăрăхĕсенчен Янăш ял тăрăхĕ – 1-мĕш, Шĕнерпуç – 2-мĕш, Çĕньял-Покровски 3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Кунсăр пуçне тата жюри членĕсем Питтикассинчи картинăсем ÿкерекен çамрăка Марина Николаевăна та палăртрĕç.

Темĕн тĕрлĕ киленĕç

Праçнике йĕркелекенсем район çыннисемпе хăнасене тĕрлĕ енчен савăнтарма тăрăшнă. Тÿперен парашютпа сикни чылайăшĕшĕн ырă кĕтменлĕх пулчĕ. Парашютистсем çĕр çине Раççей, Чăваш Ен ялавĕсемпе, Çĕнтерÿ пирĕпе, тата Георгий хăйăвĕпе анчĕç. Сцена çинчен вара юрă-ташă ушкăнĕсем татăлма пĕлмерĕç. Сăмах май каласан, сценăна та кăçал питĕ меллĕ тунă, вăл – çаврака, кирек хăш енчен те пăхма пулать. «Тăван ен» художество пултарулăх фестивалĕнче ачасен, аслисен пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен талантне кăтартрĕç, чăваш эстрада юрăçисенчен йĕркеленĕ концерт вара дискотекăнах çаврăнчĕ. «Нарспипе» «Сетнерсем» мăшăрăн-мăшăрăн утни тата çăлран шыв ăсни кăна мĕне тăратчĕ?! Спорта юратакансем уявра 10 тĕрлĕ спорт тĕсĕпе тупăшрĕç.

Питĕ интереслĕ иртрĕ кăçалхи Акатуй, праçнике пынă кашни çын хăйĕн валли кăсăклине курма-илтме пултарчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ чылай хăна: «Кун пек Акатуй халиччен курман», – тесе хак пачĕ. Уява пырса курманни вара чăннипех те нумай çухатрĕ.

Сăмах май

Акатуй ирттермешкĕн Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕ 10 млн тенкĕ çĕнсе илнĕ. Унпа усă курса Малти Ункăпуçĕнче клуб, ял тăрăх администраци çуртне тунă, палăксене, çулсене, Çĕктерте ăшă пăрăхĕсене юсанă, шыв башнисене сăрланă.

ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости