Актуаллă ыйтусем

ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ирттернĕ Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ пулнă В. Иванова «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăланă. В. Иванов ЧР Правительствин йышĕнче 5 çул ĕçленĕ, халĕ И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧПУ-ра ректор тивĕçĕсене пурнăçлать.

М. Игнатьев ялсенче вырнаçнă вĕрентÿ учрежденийĕсенче физкультурăпа, спортпа туслашмашкăн условисем туса памашкăн муниципалитетсене хушма инвестицисем – 23 млн та 80 пин тенкĕ – пайласа парассине пĕлтернĕ. Çакă 2014-2016 çулсенче ялти шкулсенчи 100 спортзала капиталлă юсама май парать.

Ял хуçалăх темине те хускатнă. Пахалăхлă пĕр кг сĕте сутнăшăн тухакан тăкаксене саплаштармашкăн ял хуçалăх таварне туса илекенсене валли 141,8 млн тенкĕ уйăрма планланă. «Пахалăхлă сĕтшĕн ял хуçалăх организацийĕсене, хресченпе ферма хуçалăхĕсене укçа-тенкĕ уйăратпăр», – палăртса хăварнă Пуçлăх.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В. Доброхотов ведомствăн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Çулсен пахалăхне ÿстерес тĕллевпе пĕлтĕр 112 км çула, 158 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 113 вырăна юсанă, 30 км çул сарнă, 9 ял-салана хытă сийлĕ автомобиль çулĕпе çыхăнтарнă. 2015 çулта аварисен – 16,5%, вĕсенче вилнисен – 15%, суранланнисен йышĕ 10% чакнă.

ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков каласа панă тăрăх, çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли программăна пурнăçлама 2015 çулта 360 млн тенкĕ уйăрнă, социаллă тÿлев илмешкĕн 544 çамрăк çемьене свидетельствăпа тивĕçтернĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости