Александр ФЕДОРОВ: «Балет мана хăй тупнă»

Шупашкар районĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – балет çăлтăрĕ Александр Федоров. «Бичурин тата хальхи самана» музейра Раççейĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ 70 çул тата чăваш балечĕ 50 çул тултарнă тĕле «Балет маçтăрĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ уçăлчĕ. 60 çул каялла çак çуртран (шкул вырăнĕнче халĕ музей вырнаçнă) Федоровсен çемйинчи чи кĕçĕн вуннăмĕш ача балет искусствине ура ярса пусать.

– Александр Федорович, хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ арçын ача балет искусствине мĕнле лекме пултарнă –ăнлантарăр-ха?

– Атте-анне колхозра вăй хунă. Балет артисчĕн профессийĕ пирки нимĕн те илтмен. Чăваш Енре опера театрĕ ун чухне студи евĕр кăна ĕçленĕ. Çĕршыври тĕрлĕ хулари пек, оперăпа балет театрне йĕркелеме шут тытсан вара çакна валли балет артисчĕсем кирлĕ пулнă. Ленинградри хореографи училищинчен ятарласа килнĕ педагог шкулсем тăрăх çÿресе ачасен пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Çакăн пек суйлав хыççăн Кÿкеçрен икĕ арçын ачана уйăрчĕç, вĕсенчен пĕри эпĕ пултăм, тепри – манран пĕр çул аслăрах класра вĕренекен Юрий Свинцов. Хулари суйлав хыççăн Ленинграда 29 ачана илсе кайрĕç. Унта 14-шне кăна, 7-хĕр ачапа 7 арçын ачана, професси юрăхлăхне тĕрĕслесе вĕренме хăварчĕç. Балет искусстви мана хăйĕн авăрне çапла çавăрса илчĕ.

– Ял каччи пысăк хулара мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулать?

– Училищĕре тĕрлĕ наци çынни вĕреннĕ, чикĕ леш енчен те пурччĕ. Паллах, пĕрремĕш çулсенче йывăр килнĕ. Вырăс чĕлхине пĕлменни те ура хунă. Каярах ăна тăван чĕлхерен кая мар пĕлме пуçларăм. Анне чĕлхипе вара хамăр ентешпе Юрий Свинцовпа пуплеттĕм. Занятисем ирхи 8 сехет çурăран пуçласа каçхи 17 сехетчен пыратчĕç. Вĕсем хыççăн – репетицисем.

– 1966 çулта вĕренÿ учрежденине ăнăçлă вĕçлесе эсир ытти вун пĕр ачапа Чăваш Енĕн балет труппин никĕсне йĕркеленĕ…

– Пирĕн ушкăн пултаруллă пулнă. 1966 çулхи кĕркунне Чăваш Енре пысăк концерт программи йĕркелерĕмĕр. Спектакль шайне çитеймерĕ вăл. 1967 çулта, май уйăхĕнче, «Жизель» спектакль тăрăх пĕрремĕш балет кун çути курчĕ. Çак спектакль сцена çинче 200 çултан кая мар кĕрлет. Унта эпĕ тĕп, Альберт граф, рольне вылярăм.

– Мĕншĕн «Жизель»?

– Çак спектакле сцена çинче лартма пĕчĕк труппа та çителĕклĕ. «Жизель» балета эпир, балет артисчĕсем, опера студине çÿрекен (унта тĕрлĕ професси çынни пулнă) артисчĕсемпе пĕрле пурнăçа кĕртрĕмĕр. «Жизель» хыççăн сцена çине урăх спектакльсем те тухрĕç.

– Эсир балетра 40 ытла тĕп тата соло партийĕсене лартнă. Франци, Япони, Кăнтăр Корея, Инди, Германи, Итали, Польша, Эстони, Чили тата ытти ют çĕршывсенче гастрольте пулнă. Унтан хăвăр мăшăрпа пĕрле Галина Барсуковăпа Японире, Египетра, Китайра чылай çул ачасене балет ăсталăхне вĕрентнĕ…

– Ют çĕршывсенче контракт мелĕпе ĕçленĕ. Китайра тĕпрен илсен 13 çул пурăннă. Кашни кун ман витĕр 8 класс тухатчĕ, пĕр заняти 1,5 сехет пыратчĕ. Йывăр ĕç кунĕ хыççăн ют чĕлхе вĕренме кăна мар, хăвăн чĕлхÿне те манма пуçлатăн. Апла пулин те Китай чĕлхипе тĕрлĕ сăмах çаврăнăшĕсене ăса хывнăччĕ. Унсăрăн мĕнле? Куçаруçăсем те пулăшатчĕç. Тĕрлĕ çĕршывра пулнă май француз чĕлхипе те, акăлчанла та кăштах калаçма пултаратăп. Чикĕ леш енчи хула урамĕсем тăрăх çуран çÿреме, архитектурăна сăнама юрататтăм.

– Эсир педагог-репетиторта тăрăшнипе пĕрлех сцена çинче те вылянă. Пурне те мĕнле ĕлкĕрсе пынă-ши?

– Педагог ĕçне училище хыççăнах пуçланă эпĕ. Мĕн чухлĕ нумайрах ĕç тăватăн – çавăн чухлĕ нумайрах ĕлкĕретĕн. Тĕрĕссипе каласан, партире ман пек нумай ташланă çын сайра тĕл пулать. Балетра классика балетне кăна мар, халăх ташшине те выляма пултарнă эпĕ.

– Тĕрлĕ сцена çинче хăвăр ăсталăхăрпа куракан чĕрине çавăрса илме пултарнă эсир. Шупашкар район çĕрĕ çакăн пек талатлă çынсемпе чăннипех те тивĕçлипех мухтанать. Тавах ăшă калаçушăн.

Досье

АЛЕКСАНДР ФЕДОРОВИЧ ФЕДОРОВ, балет артисчĕ, педагог, Раççей Федерацийĕн (1980) тата Чăваш Республикин (1970) тава тивĕçлĕ артисчĕ

çуралнă: 1947 çулта апрелĕн 2-мĕшĕнче

ăçта: Шупашкар районĕнчи Байдеряково (халĕ Кÿкеçри пĕр урам) ялĕнче

вĕреннĕ: Ленинградри А.Я. Ваганова ячĕллĕ академипе хореографи училищин балет ушкăнĕнче

ĕçленĕ: 1966 çултанпа Чăваш музыка театрĕнче классика репертуарĕнче, çавăн пекех наци балечĕсенче («Сарпике») тĕп партисенче, 1971 çултанпа Свердловскри (халĕ Екатеринбург) оперăпа балет театрĕнче, 1972 çултанпа педагог-репетиторта

рольсем: Принц («Золушка», 1972), Банко («Макбет», 1983), Сиплый («Комиссар», 1985). партисем: Альберт, Щелкунчик-

принц, Ферхад, Меркуцио; Тореро («Кармен-сюита»), Пушкин («Пушкин»), Дезире; Труффальдино («Слуга двух господ»). Тĕнче классикине кĕнĕ 40 ытла балетра тĕп партисенче вылянă.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости