Аллисем кăна мар, чĕри те ăшă

Кинемейсемпе мучисем ырă пурнăçранах ваттисен çуртне каймаççех ĕнтĕ. Сăлтавĕ тĕрлĕрен – хăшĕсем тăр-пĕччен тăрса юлаççĕ, теприсене йывăр лару-тăрăва лекни патшалăх учрежденине çул тыттарать. Виççĕмĕшсене вара тăванĕсем çителĕклĕ тимлĕх уйăраймаççĕ. Мĕн пытармалли, ватăлнă ашшĕ-амăшне пăхас теменнисем те сахал мар. Юрать, патшалăх пăрахмасть ун пеккисене…

20 çул ытла

Социаллă сферăра тимлекенсен ĕçне пĕртте çăмăл тесе калама пулмасть. Вĕсем ватăсемпе инвалидсене канлĕ ватлăхпа тивĕçтерессишĕн, çемье ăшшине парса вĕсен пурнăçне кăшт та пулин çăмăлрах тăвассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ. Халăха социаллă хÿтлĕх паракан тытăмра кашниех вăй хураймасть, чунпа парăннисем вара çак профессие нихăçан та алăран ямаççĕ.

Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче 198 çын хÿтлĕх тупнă, вĕсенчен 188-шĕ инвалидсем, ыттисем вара ватлăх кунĕнче ниçта кайма çуккипе кунта килнĕ. Чи аслă çын – 98 çулта. Ырă кăмăллă, ыттисен нушине чĕре çывăхне илсе пулăшма пултаракан ырă чунсем тăрăшаççĕ Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче. Вĕсенчен пĕри – Надежда Александрова социаллă ĕçчен. Вăл çак сферăра вăй хума тытăннăранпа 20 çул ытла ĕнтĕ.

Кашнинех – ăшă сăмах

Шĕнерпуç тăрăхĕнчи Вăрманкас пики 9 класс пĕтерсен хулари çип арлама вĕрентекен училищĕре вĕренет. Практика вăхăтĕнче машинăсен ĕçне курсан шикленсе ÿкет: станоксемпе ĕçлесси — унăн мар. Фабрикăна каймасть 17 çулти хĕр, Кÿкеçре ĕç шырама тытăнать – ача çуртне, ваттисен çуртне килсе пăхать. «Кунта станоксемпе мар, çынсемпе ĕçлеме тивет», – ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхне палăртса калать ваттисен çурчĕн директорĕ. Пике йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнать. Ватăсене, сусăрсене пăхасси (вĕсен хушшинче вырăнпа выртакансем те пур) çăмăл мар. Чи кирли вара – кашни валли ăшă сăмах тупасси. «Кашнинех хăйĕн характерĕ. Пирĕн, социаллă хÿтлĕх сферинче ĕçлекенсен, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене хавхалантарма, пулăшма пĕлмелле», – палăртать Надежда Игоревна. Тÿрĕ кăмăлпа, чун-чĕрери ăшăлăхпа пулăшма тăрăшать те социаллă ĕçчен. «Коридорпа утса пыратăн та – пÿлĕмсенче пурăнакансем чĕнсе илеççĕ. Тав тăваççĕ, питĕ савăнатăп», – чунне уçать специалист.

Вĕсемсĕр эпĕ – эпĕ мар

Надежда Игоревна 2002-2007 çулсенче куçăмсăр майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Халĕ вăл – социаллă ĕç специалисчĕ. Унăн тивĕçĕсен шутне ытларах документсемпе ĕçлесси кĕрет пулин те вăл аслă ăрури çынсемпе тата сусăрсемпе пуплеме вăхăт тупатех.

Ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупнисене пурăнма кунта пур услови те пур – кунне 6 хутчен апатлантараççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттерме библиотека алăкĕсем уçă. Шашка-шахмат вăййине кăмăллакансене сĕтел яланах хапăл, концертсене, экскурсие те тухса çÿреме мехел çиттереççĕ. «Ватăсемпе сусăрсем хăйсене хÿтлĕхре, тимлĕх уйăрнине туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн ĕç – вĕсене алăсен ăшшине кăна мар, чун-чĕрери ăшăлăха парнелесси те», – пĕлтерчĕ шухăш-кăмăлне Надежда Игоревна.

Çак çăмăл мар профессие суйласа илнĕшĕн хăçан та пулин ÿкĕннĕ-ши пысăк опытлă специалист? «Нихăçан та, – татăклăн хуравлать Надежда Игоревна. – Эпĕ урăх çĕрте ĕçлеймен пулăттăм. Вĕсемсĕр эпĕ – эпĕ мар».

Кунта пурăнакансем те ăна ырăпах тавăраççĕ. Чи пысăк парне мĕн-ши вăл социаллă ĕçченшĕн? «Тав сăмахĕ илтнинчен хакли урăх нимĕн те çук», – тет специалист.

ВЕРА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости