Ал тупанĕ çинчи паллă

Сцена çине шап-шурă акăш евĕр хĕрсем çыпăçуллăн ярăнса тухрĕç, вĕсен хусканăвĕсем чăннипех те мăнаçлă кайăксене аса илтерчĕç. Шурă тĕслĕ чăваш кĕписем те, пуçĕсенчи тухъясем те çав тери килĕшÿллĕ-çке! Чăваш ташши тата епле илемлĕ! Унра çепĕçлĕхпе мăнаçлăх, пĕтĕм халăхăн кун-çулĕ пĕтĕçсе тăрать тейĕн. Çак ташша лартакансем – Кÿкеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Илем» ташă ансамбльне çÿрекенсем.

Икĕ халăх ачисен туслăхĕ

Асăннă ташă ансамбльне нумай çул хушши ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Евлампьевна Васильева ертсе пырать. Хăйĕн ĕмĕрне ÿнер тĕнчипе çыхăнтарнăскер, вăл 35 çул ытла районти культура çурчĕ çумĕнчи ташă кружокĕн ĕçне йĕркелесе тăнă, çак ташă ансамблĕн балетмейстерĕнче вăй хунă. Пурнăç тăршшĕпех вăл çамрăксене илем тĕнчине юратма вĕрентнĕ. Çулĕсем самаях пулсан та Валентина Евлампьевна çине ăмсанмасăр пăхма май çук, унăн вăй-халĕ темиçе çынна та çитмелле.

Валентина Васильева ертсе пыракан «Илем» ташă ансамблĕ нумай пулмасть Турцири Стамбул хулине çитсе килнĕ, пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсен XXI ача-пăча фестивальне хутшăннă. Тĕнче шайĕнчи çак фестивале нумай çул каялла паллă турккă çынни Туран Язган пуçарса янă. Чи малтанах Турци çĕршывне Чăваш Енри «Эревет» ача-пăча ансамблĕ кайнă, çавăнтанпа вара икĕ çĕршыв ачисем çывăхлансах пынă.

Турккă çемйисенче пурăннă

Турци çĕршывне кайма тивĕçнĕ Элина Иванова, Алена Васильева, Ирина Смирнова, Кристинăпа Анастасия Федоровăсем, Виктория Николаева, Ксения Борисова, Анастасия Егорова тăван тăрăха каялла ятарлă дипломсемпе, парнесемпе таврăннă.

Хĕрачасем каланă тăрăх, вĕсене малтанах çак мероприятие йĕркелекен центра илсе килнĕ. Ытти çĕршывран килнĕ ачасене фестиваль йĕркелÿçисем турккă çемйисене вырнаçтарнă. Шкулти турккă ачисем вăхăтлăха килĕсенче вырнаçтарма чăваш ачисене хăйсем суйланă иккен. Ятарласа уйăрнă учитель ачасене сăнасах, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăклансах тăнă, ыйтусене татса пама тăрăшнă. Турккă тата чăваш халăх хĕрачисем 3 кун хушши пĕр çемьере туслă пурăннă, пĕрле уçăлма çÿренĕ, тĕрлĕ вырăна кайса курнă. «Илем» ташă ансамблĕн хĕрĕсем çĕнĕ тусĕсене чăваш енри пылак çимĕçпе, чăваш юррисен дискĕсемпе, чăваш çĕршывне халалланă сувенир-магнитсемпе савăнтарнă. Хĕрачасенчен пĕри вара парнелĕх çăм нуски те илсе кайнă. Пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлмесен те икĕ халăх ачисем туслашнă. Çакна çирĕплетсе турккă ачисем хăйсен йăли-йĕркипе чăваш хĕрачисен ал тупанĕ çине пĕр уйăхсăр та тасалман хнапа паллă хăварнă.

Парк-музей асра юлнă

Тĕрĕк çĕршывĕнче çамрăксене пуринчен ытла мĕн асра юлнă-ха? Стамбул хулинчи «Миниатюрк» парк-музейра курмалли нумай пулнă иккен. Паркра çакăнти паллă вырăнсен миникопийĕсем. Лавккасенче çÿрени, турккă халăхĕн йăли-йĕрки тĕлĕнтернĕ ачасене.

Фестивальте вĕсем ытти халăх ташшисене курса савăннă, вĕсене вара «чăваш ал ăстисем» ташăпа тыткăнланă. Чăваш халăх кĕписем, шăнкăртатакан тухъя тенкисем, халăх тĕррипе илемлетнĕ ал шăллисем… Çакă пĕтĕмпех çепĕç кĕвĕллĕ ташăра сăнланнă.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости