Алăк Карантая «кайĕ»

Ытти парне те хуçисене шыраса тупрĕ

Эрнекун, январĕн 22-мĕшĕнче, кăнтăрла тĕлне Кÿкеçри «Бизнес-центр» çурчĕ умне çынсем пухăнма тытăнчĕç. Вĕсене кунта Евгений Николаевпа Елена Ялушкина клуб ĕçченĕсем шăрантаракан хаваслă юрă-кĕвĕсĕр пуçне тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм – «Тăван Ен» хаçата 2016 çулти 1-мĕш çур çуллăха çырăнса илекенсем хушшинче ирттернĕ лотерея вылявĕ – пĕр çĕре пухрĕ.

Аса илтерни вырăнлă: район хаçачĕ хăйне юратса вулакансен хушшинче кашни çур çултах лотерея ирттерет. Унта хутшăнас текенсен хаçат çырăннине çирĕплетекен квитанцин копине редакцие çырупа ярса памаллаччĕ е илсе çитермеллеччĕ. Лотерейăна хутшăнас текенсен йышĕ çулран-çул нумайлансах пыни савăнтарать – кăçалхи çур çулта вĕсен шучĕ 280-на çитрĕ.

Питрен сивĕ чĕпĕтнине пăхмасăрах лотерейăна хутшăнма хапăл тунă çынсем кĕленче савăта чĕркесе хунă хутсене турта-турта кăларса «ăнăçуллисен» ячĕсене вуласа пачĕç. Парнесене çаксем тивĕçрĕç: Альцина Осипова (Çырмапуç) кĕпе-йĕм якатмалли сĕтел; П.Ф. Федоров (Лапракасси ялĕ), Клавдия Иванова (Пранькка ялĕ) – кĕпе-йĕм чÿхемелли кондиционер; Римма Алексеева (Кÿкеç), Лариса Арсентьева (Шупашкар), Татьяна Иванова (Кÿкеç) – сахăр савăчĕ; Клавдия Устимова (Кÿкеç), Игнатьева (Çатракасси ялĕ) – стакансен наборĕ; Елена Захарова (Кÿкеç), Зоя Павлова (Эсеккасси ялĕ), Ксения Михайлова (Арккасси ялĕ), Маргарита Мишкина (Курак Чурачăк ялĕ) – апат-çимĕç пĕçермелли «çанă»; Маргарита Муравьева (Толик Хураски), В. Миронова ветеран – аптечка; Владислав Григорьев (Апаш), Сергей Архипов («Теплоэнергосети» ООО), Михаил Григорьев (Паçпак ялĕ), Клавдия Васильева («Теплоэнергосети» ООО) – «Биолан» тасатмалли хатĕр; Эльвира Иванова (Хыркасси ялĕ), Иван Смирнов (Хураçырма ялĕ), Юрий Смородинов (Апаш), Александр Александров (Тренккасси ялĕ), С. Григорьева ветеран – шăл тасатмалли паста; Николай Васильев (Анаткас-Тăрăн ялĕ), Николай Иванов (Çĕнъял ялĕ), Ирина Александрова (Сарапакасси ялĕ) – хуçалăх перчеткисен наборĕ; Е. Харитонова (Мăн Мамăш), Сергей Яковлев («Теплоэнергосети» ООО), В. Плотников (Хорнсор ялĕ) – шампунь; Зинаида Мушлаева (Ишлей сали), Лидия Николаева (Шăнкас ялĕ), Николай Сорокин (Кÿкеç) – супăнь наборĕ; Антонина Иванова (Карантай ялĕ), Вера Семенова (Тимой Мамăш ялĕ), Наталья Синина (Кÿкеç) – крем-супăнь; Валентина Генералова (Кÿкеç), Алевтина Павлова (Карантай ялĕ), Алексей Елимов (Тутаркасси) – душ валли гель; Татьяна Степанова (Вăрманкас ялĕ), Михаил Васильев (Шăнкас ялĕ), Ирина Шалебина (Ишлей сали) – унитаз тасатмалли хатĕр; Руфина Бородова (Шăнкас ялĕ), Г. Лукина ветеран – «Биолан» бальзам; Николай Михайлов (Шупашкар) – çăмăл машинăна сивĕтмелли шĕвек; Е. Швецова (Кÿкеç), Рена Русакова (Кипечкасси ялĕ) – шыв тасатмалли «Аквафор»; Маргарита Васильева (Шăнкас ялĕ), Мария Богданова (Çатракасси ялĕ) – электрочайник; Ирина Беляева (Шăнкас ялĕ), Зинаида Третьякова (Карантай ялĕ), Алевтина Исаева (Çатракасси), Геннадий Козлов (Кÿкеç) – витре.

Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ! Чи хаклă парнесенчен пĕрне – мультиваркăна – Эсеккасси ялĕнчи Николай Иванов çĕнсе илчĕ. «Зодчий» компани те хаçат çырăнакансене валли пĕлтерĕшлĕ парне хатĕрленĕ – алăксен комплектне туянма май паракан 8 пин тенкĕлĕх сертификат. Акă кĕленче савăтран телейлĕ çăлтăр айĕнче çуралнă çын ятне туртса кăларчĕç! Алăк комплекчĕ Карантай ялĕнчи Ираида Семенова кил-çуртне кайĕ.

Ăнăçу хальлĕхе алă паманнисене кăмăла хуçма сĕнместпĕр. «Тăван Ен» хаçатăн çуллахи лотерейинче ăнăçатех!

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости