Алăра – калча, енчĕкре карта

Дача маршручĕсем çула ансатлатрĕç-и?

Кашни кун Шупашкартан Кÿкеçе ĕçе 162-мĕш маршрутлă автобуспа çÿретĕп. Чарăнусенче маршруткăна çурăм хыçне пысăк кутамкка çакнă, алла пахча çимĕç калчисемпе сумккăсем йăтнă çынсем кĕрсе тулаççĕ. Уйрăмах канмалли кунсенче автовокзалта халăх хĕвĕшет кăна. Дача сезонĕ уçăлнă май унăн хуçисем пахча çимĕçе вăхăтра лартса ĕлкĕресшĕн.

Коллективлă садсене васкакансем хăйсен йăранĕсем çинче экологи тĕлĕшĕнчен таса пахча çимĕç, улма-çырла лартса ÿстерессишĕн тăрăшнине ăнланмаллах. Пысăках мар çĕр лаптăкĕсем çинчех туса илнĕ пахча çимĕçпе хăйсене хĕлĕпех тивĕçтереççĕ вĕсем. Çамрăксем дачăна хулари хĕвĕшÿрен канма çÿреççĕ пулсан, аслăрах çултисемшĕн çĕр ĕçĕ чун киленĕвĕ.

«Виктория» коллективлă садри пĕр участока арендăна илнĕ Клара Исянова дачăна хулари автовокзалтан Сарапакассине çÿрекен автобуспа çитет. Самуккасси ялĕ çумĕнче анса юлса уй витĕр унта утса тухать. Коллективлă садра курăк айне путнă лаптăксене те асăрхарăмăр. Апла пулин те чылайăшĕн пахчисене пăхса ытармалла мар. Çĕр лаптăкĕсене тасатса тирпейленĕ, çурăлнă чечексем те участока илем кÿреççĕ. 77 çулти хĕрарăм эпир çитнĕ чухне йăран чавма хатĕрленнĕччĕ. Купăстапа помидор калчисене лартса та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ вăл. «Килте ахаль ларасран çăлать дача тата пахчара ĕçлени хăйне майлă физкультура маншăн», – тет ватă.

Галина Ивановăн та çак коллективлă садрах лаптăк пур. Паян унта вăл çăмăл машинăпа ларса килнĕ. Анчах ытти чухне дачăна хула çумĕнчи вокзалтан Шорккана тапранакан 193-мĕш маршрутлă автобуспа çитет. Коллективлă садра шыв пăрăхĕсем çуккипе йăрансене юнашарти пĕверен е çумăр шывĕпе шăварма тивни пирки калать хĕрарăм. Çавăнпа кашни çулах пахча лартма май килмест унăн. «Канмалли кунсенче вара халăх икĕ маршрутка тулли пухăнать», – тет хĕрарăм.

«161-мĕш автобусра электрон картăпа усă курса 11 тенкĕ сахалрах тÿлетпĕр», – калаçăва хутшăнать Шупашкарта пурăнакан Волгинсен çемйи. Сарапакассинчи «Автотранспортник №1» дачăри лаптăк çинче 30 çул пахча çимĕç ÿстереççĕ вĕсем. Эпир çула тухнă кун автовокзалтан 237-мĕш маршрутпа çитрĕç. Çакăн пек рейссем пуррипе кăмăллине пытармаççĕ дача хуçисем.

Сезон вăхăтĕнче дачăсем патне автотранспорта пĕр чăрмавсăр çÿреттермелли пирки Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци ведомствисен территорири органĕсен ертÿçисемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура та каланă. Кашни çул çынсене çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пахча лаптăкĕсем патне илсе çитерме тахçанах чупакан автотранспортсăр пуçне тата хушма сакăр маршрут уçни пирки Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Алексей Тимофеев пĕлтернĕ. Кунсăр пуçне çуркуннехи-çуллахи тапхăрта 21 хула çумĕнче тата 5 хулара çÿрекен маршрутсене те «сад» маршручĕсен йышне кĕртме пулать. Мĕншĕн тесен çак транспортпа тĕпрен илсен дачниксем ларса çÿреççĕ.

Çăмăллăхсемпе усă курма ирĕк пур граждансем асăннă «сад» маршручĕсемпе çÿренĕ чухне тăкакланă укçа-тенкĕн пĕр пайне каялла тавăрма пултараççĕ. Тăкаксене саплаштарма республика бюджетĕнче ятарласа укçа-тенкĕ пăхса хунă. Кунсăр пуçне апрелĕн 21-мĕшĕнчен дачăсем патне çитерекен маршрутсемпе çÿреме çул çÿрев билечĕсене сутма пуçланă. Май уйăхĕнче çынсем транспортпа пĕр уйăх тÿлевсĕр ларса çÿреме ирĕк паракан 600 билет туяннă. Республикăра хула тулашĕнче тăтăшах çÿрекен маршрутăн çул çÿрев билечĕн хакне миçе çухрăм каймаллине кура çирĕплетеççĕ. 30 çухрăма çити каякан машрутăн уйăхлăх билетне 761 тенкĕрен пуçласа 3500 тенкĕ таран тÿлесе туянма пулать. Маршрут 30 çухрăмран ытла пулсан ытти кашни çухрăмшăн 90 тенкĕ хушăнать.

Хула çумĕнчи автобус маршручĕсем çинче сад юлташлăхĕсем тĕл пулнине шута илсе майăн 25-мĕшĕнчен Çĕнĕ Шупашкартан тата Шупашкартан çÿрекен муниципалитетсен хушшинчи 28 маршрут çине те çул çÿрев билечĕсене сутма пуçлаççĕ. Кунта Çĕнĕ Шупашкартан Сутчево садне тата Кÿкеç таран çÿрекен маршрутсем, Шупашкартан «Союз», «Романтика», «Сундырский» коллективлă садсене, Шоркка, Полянка, Тăрăн таран çÿрекен маршрутсем кĕреççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «Содружество» ОАО тунă килĕшÿ тăрăх хула çумĕнчи чукун çул маршручĕсен йышĕ те чакмалла мар.

Пĕлсе тăма

Дачăсене çÿрекенсем чи тăтăш усă куракан маршрутлă автобус – тĕп хулари «Привокзальная» автостанцирен Шорккана çÿрекен 193-мĕш номерлĕ маршрут.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости