Алăри турăшпа – çĕнтерÿ патне

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче район чиркĕвĕсенче Казански Турă амăшĕн турăшĕн ячĕпе праçниксем иртеççĕ. Хусанта 1579 çулта тĕлĕнмелле майпа тупнă Çветтуй турă амăшĕн сăнне хисеплесе, юратса çапла калаççĕ.

1552 çулта Иоанн Грознăй Хусан ханлăхне Руçпе пĕрлештернĕ. Çакă 60 пин вырăс çыннине тыткăнран хăтăлма май панă. Анчах та 1579 çулта хăрушă пушар Хусана çĕрпе танлаштарнă. Çакăн хыççăнах тăххăрти Матронăна, купса хĕрне, тĕлĕкре курăнса Турă çурт ишĕлчĕкĕсен айĕнче хăйĕн сăваплă турăшĕ выртнине пĕлтернĕ. Христиан тĕнне вăрттăн ĕненекенсем ăна темиçе çул каяллах пытарса хунă-мĕн. Ашшĕпе амăшĕ ĕненмен, Турă амăшĕ виççĕмĕш хут курăннă хыççăн вара шырама, чавма пуçласан Матрона турăша шăп тĕлĕкре кăтартнă вырăнтан туртса кăларнă. Тĕлĕнмелле, ĕненме çук тата сăваплă ĕçсем, турăш витĕмĕпе пулса иртнĕскерсем, çак самантран пуçланнă та. Вĕсене пурне те Ермоген митрополит çырса пынă. Поляксем тапăнса Мускавра пăлхав çĕклесен çак çырăва Дмитрий Пожарский кнеç аллине пама май килнĕ. Çакă Сăваплă Турă амăшĕ вырăс çарне хăйĕн хÿттине илнине пĕлтернĕ. Виçĕ кун типĕ тытни тата Казански Турă амăшĕн сăнĕ умĕнче кĕлĕ вулани Турă кăмăлне çемçетнĕ. Çавăрса илнĕ Кремльте çав вăхăтра вăйран кайнă Элассонский архиепископ выртнă. Çĕр варринче Сергий Родонежский çветтуй ун куçне курăнса ир енне Мускав Пожарский ополченийĕн аллинче пуласса, Раççей ирĕке тухасса пĕлтернĕ. Çакна илтнĕ хыççăн туххăмрах ура çине тăнăскер тĕлĕк пирки вырăс çарне пĕлтерме васканă. Тепĕр кунах ополчени поляксене Китайхуларан хĕссе кăларнă, Кремле хăтарнă. Вырсарникун вара, октябрĕн 25-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе – ноябрĕн 4-мĕшĕ) вырăс çарĕ алăри сăваплă турăшпа, хĕреслĕ çулпа Кремль патне пырса тухнă. Çара сăваплă Турă амăшĕн сăнĕ çĕнтерÿ патне хавхалантарнă тесе шухăшлаççĕ. Мускава хăтарнине халалласа историн çак самантĕнчен Казански Турă амăшĕн, Халăх пĕрлĕхен кунĕсене паллă тăваççĕ. Унăн ячĕпе хисепленекен чиркÿ Шупашкар районĕнче те пур. Алькешре 1746 çулта хăпартса лартнă йывăç çуртăн ĕмĕрĕ вăрăмах пулайман, 1903 çулта вара ун вырăнĕнчех çĕнĕ чиркÿ никĕсне янă. Виçĕ çултан тин унăн чул çуртне хăпартма пуçланă. Пысăк пулăшăва Ехрем купса кÿнĕ. Вăл пулăшнипе укçа-тенке çителĕклĕ пухма май килнĕ. Ватă çынсем Гаврил Алексеевич Карпов маçтăр ятне аса илеççĕ. Строительство ĕçĕсене 1914 çулта вĕçлеме май килнĕ, çулталăкран вăл Турра ĕненекенсене йышăнма тытăннă. Малтанах чиркÿ тăрри улттăллă пулнă, халĕ иккĕ кăна. Тĕп престол Казански Турă амăшĕн турăшĕ ячĕпе хисепленсе тăрать, тепри – Петрпа Павел апостолсен ячĕпе. Священник, тиек тата псалом вулакан службăсем ирттернĕ. Халăх кунта таçти аякри тăрăхсенчен те килсе çÿренĕ теççĕ. 1937 çулта ăна хупнă. Çурта склад вырăнне усă курма тытăннă. Театра та вырнаçтарасшăн пулнă, анчах та актерсем килĕшмен. Куполсене аркатнă, чансене вара тимĕр-тăмăр вырăнне парса янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн тин, 1948 çулта, ăна тепĕр хут уçнă. Ку чиркÿ республика пĕлтерĕшлĕ культура тата архитектура палăкĕ шутланать.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости