Амăшсен кунне – икĕ юптару

Атăлъял ял клубĕнче савăнăçлă уяв иртрĕ. Ял çыннисем Амăшĕсен кунне паллă тума йышлăн пуçтарăнчĕç.

Чи малтанах сцена çине ялти «Атăл хумĕсем» пултарулăх ушкăнĕн çамрăк хунавĕсем – ачасем – тухрĕç. Пĕр саслăн «Анне» пĕрремĕш сăмах» юрра шăрантарчĕç вĕсем. Кăçалхи çул – Литература çулталăкĕ. Çавна май ачасем аслисене тăтăшах юмахпа, юптарупа савăнтараççĕ. Нумай пулмасть кăна-ха сцена çинче Корней Чуковский юмахне кăтартнă пулсан, халĕ вара тепĕр 2 юптарупа тухрĕç куракан умне. Даниил Толстов, Маша Суркина, Андрей Иванов, Кирилл Суконкин, Марина Матюшкина, Павел Моисеев пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Петр Семенов купăсçă вара ачасене пулăшса кĕвĕ каларĕ.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости