Анне – çемье чунĕ, атте – çемье тĕрекĕ

Раççейре 2017 çула экологи çулĕ тесе пĕлтернĕ пулсан, Чăваш Республикинче ку çул – Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ.

Çемьери килĕшÿлĕх, ăшпиллĕх, туслăх нимĕнрен малтан амăшĕпе ашшĕнчен килет, çакă ачасене те тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те типтерлĕ, мал ĕмĕтлĕ ÿсме ырă витĕм кÿрет. Туслă та çирĕп çемье кăна кирек епле йывăрлăха та çăмăллăнах тÿссе ирттерме пултарать. Ырă амăшĕпе ашшĕ ачасемшĕн те паха тĕслĕх. Çавăн пек çемьесенчен пĕри – Мăн Марка ялĕнчи Спортовсем.

Эпĕ урам кĕтессинче вырнаçнă тирпейлĕ çурт умне çитнĕ чух Валериан Петрович юр хыратчĕ, сасса илтсе часах урама мăшăрĕ Нина Николаевна тухрĕ.

Çак çемьене эпĕ 1985-мĕш çултанпах, Мăн Маркари шкулта ĕçлеме пуçланăранпах аван пĕлетĕп. Ялта пурте хисеплекен çемьесенчен пĕри шутланать вăл.

Çамрăксем Нина теплицăра, Валериан, салтакран таврăннă каччă, çакăнтах электрик пулса тăрăшнă вăхăтра калаçма пуçлаççĕ. Çемье 1975-мĕш çулхи май уйăхĕнче, ял урамĕсенче сирень шăрши сарăлнă вăхăтра, чăмăртанать. Çамрăксене Мăн Маркари сельсоветра Николай Захарович Захаров çырăнтарать. Туйне чăваш йăлипе кĕрлеттереççĕ. Çĕнĕ çынсем витре сăрапа, четвĕрт кĕленчепе ял çыннисене хăналаса çÿреççĕ. Эх, çав ĕлĕкхи ырă йăла-йĕркесем пĕтсе пыни чуна хурлантарать-çке! Халĕ туйсене кафесенче ирттереççĕ, туй арăмĕсен уçă сассисем янрами пулчĕç чăваш ялĕсенче…

Нина Çатра Марка ялĕнче 1953-мĕш çулхи декабрĕн 23-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Унсăр пуçне тата 4 ача пулнă. Çемьере асли пулнă май ăна кăшт йывăртарах та килнĕ ĕнтĕ. Ашшĕ, Николай Федорович, çăматă йăвалама маçтăр пулнă. «Сакай тулли çăм çакăнса тăратчĕ. Нÿрĕ çĕрте çакăнса тăрсан çăматă йăвалама лайăх тетчĕ атте», – аса илет ачалăхне Нина Николаевна. Амăшĕ, Екатерина Матвеевна, пурнăç тăршшĕпех вырăнти хуçалăхри фермăра, парникре ĕçленĕ. Нина Мăн Марка шкулĕнче сакăр çул ăс пухнă хыççăн Шупашкарти пĕр завода вырнаçать. Анчах та ăна яла амăшĕ чĕнсе илет. Вара унпа пĕрлех теплицăра ĕçлеме тытăнать, унтан фермăна пăрусем пăхма куçать, кайран Ишек салинче ĕне сунă çĕрте мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хурать. Фермăра ĕçленĕ вăхăтра тăрăшуллă доярка районта машинăпа ĕне сăвакансен хушшинче иртекен конкурсра икĕ çул малти вырăнсене йышăнать. Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть, Чаканарти мамăк фабрикине ĕçе вырнаçать. Унăн ĕç стажĕ 40 çул ытла та пухăннă: вăл – Ĕç ветеранĕ.

Паллах, хĕрарăма çăмăл пулман. «Вăл вăхăта аса илсен хамран хам тĕлĕнетĕп. Фермăна ирхине 5 сехет валли çитмелле. Унччен вуттине хутмалла, ачасем валли апат пĕçерсе хăвармалла, килти ĕнене сумалла… Фермăран таврăнсан 7 сехет валли ачасене автобус çине илсе тухса Ишекри садике хăвармалла. Çуллахи вăхăтра уйра пай илсе çум çумлама та ĕлкĕрнĕ вĕт-ха. Халь пулсан ĕлкĕрес те çук», – ăшă кулăпа аса илет Нина Николаевна. Совхоз укçа тÿлеймен вăхăтра (хаçат вулаканĕсем çав йывăр вăхăтсене ас тăваççĕ-ха) Муркаш районĕнчи Чеменялне тулă авăртма ирхи 3 сехетре те тухса кайма тивнĕ хĕрарăмăн. Арманта халăх нумай пулнă пирки каялла çĕрле çеç таврăннă. Ачасене валли çăкăр пĕçерме çăнăх кирлĕ пулнă-çке.

Çак йывăрлăхсенчен, паллах, юнашар шанчăклă мăшăр пуррипе çеç тухма пултарнă. Валериан Петрович çара кайиччен электрике вĕреннĕ. Унăн Туркмен Республикинче те пурăнма тÿр килнĕ. Пĕр хушă «Слава» совхозри Мăн Марка фермин заведующийĕнче ĕçленĕ. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çемье 1985-мĕш çулта çĕнĕ йывăç çурт лартать, тепĕр çулне юнашарах кирпĕчрен купалать. Ачасем те ÿссе пыраççĕ. Спортовсем 5 ача çуратса ура çине тăратнă: 4 хĕр те 1 ывăл. Асли Людмила строитель ĕçне суйласа илнĕ, Светлана хăйĕн пуласлăхне суту-илÿпе çыхăнтарнă, ывăлĕ Александр – полици лейтенанчĕ, Ольга – çĕвĕç, кĕçĕнни Надежда учителе вĕренсе тухнă. Кашниех çемье çавăрса уйрăм хваттерсенче пурăнаççĕ. Канмалли кунсенче 9 мăнук хăнана килсен Спортовсен икĕ хутлă çурчĕ ачасен сассипе янраса кăна тăрать.

Ĕçчен çемье халĕ те алă усса лармасть, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать. Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕринпе, ачасемпе килĕштерсе пурăнсан çеç пурнăç тума пулать.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости