Асаплă вăрçă çулĕсене аса илсе

Майăн 5-мĕшĕнче Ишекри ваттисен çуртне вăрçă ачисемпе тыл ветеранĕсем тĕл пулăва килчĕç. Уявра районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ Любовь Ананьева, Ишек ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Максимов тата ыттисем пулчĕç. Унта вырăнти ветерансен канашĕн членĕсем Н.А. Кудрганова, Д.А. Дмитриев, В.П. Быков, Г.Г. Шарова, Чăрăшкасси ял тăрăх ветеранĕсен канашĕн председателĕ В.С. Синельников та уява çитрĕç. Мĕн чухлĕ ăшă сăмах янăрамарĕ çак кун ветерансен ячĕпе!

Тĕлĕнмелле кăмăллă иртрĕ уяв. Мăн Марка клубĕ çумĕнчи «Кăмăл» ансамбль артисчĕсем ăна тĕрлĕ юрăпа илемлетрĕç. Ишекри шкулта ăс пухакан 4-мĕш класс ачисен чăвашла вуланă сăввисем ватăсен чунне тиврĕç. Уйрăмах 5-мĕш класра вĕренекен Лолита Трофимова уçă сассипе куракансене тыткăнларĕ.

Концерт хыççăн ватăсем сĕтел хушшинче вĕри чейпе тата тĕрлĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç, вăрçă çулĕсенчи юрăсене аса илчĕç. Кашни ватăн куçĕ хурлăхлăн курăнчĕ çав самантра, мĕншĕн тесен юнлă вăрçă кашнинех пырса тивнĕ, чунне амантса хăварнă, ĕмĕчĕсене татнă.

Екатерина Григорьева, Мăн Марка

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости