Асра тытса – 70 тĕм сирень

Майăн 1-мĕшĕ – çуркунне, мир, ĕç уявĕ, Раççей халăх пĕрлĕхĕн тата пĕршухăшлăхĕн символĕ. Вăл паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Районта çак кун уява тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалласа Кÿкеçре демонстраци иртрĕ, Çĕнтерÿ аллейи уçăлчĕ.

Çĕнтерÿ аллейине уçнă çĕре райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров, район пуçлăхĕ Алевтина Исаева, сумлă хăнасем – конкурентлă политикăн тата тарифсен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова, ачасен прависемпе ЧР уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыв чысне хÿтĕленĕ Георгий Свинцовпа Николай Илюшин ветерансем хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿ Аллейĕнчи стендсем çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă çынсем, тыл ветеранĕсем, Çĕнтерÿ кунĕн ÿкерчĕкĕсем сăнланнă. Вĕсем район çыннисене Аслă вăрçăран таврăнайман, çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçне шеллемен ентешсем пирки аса илтерсе тăрĕç. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă ветерансен ячĕсене манăçа кăлармалла мар. Вĕсене асра тытса уява хутшăннисем палăк тĕлĕнче сиренĕн 70 тĕмне лартрĕç.

ВЕРА ШУМИЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости