Асăмрах присяга кунĕ

1984 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕ. Кĕрхи призывпа çар ретне тăракан çамрăксем Кÿкеçри Çар комиссариачĕ умĕнчи автобуспа Канаша çул тытрăмăр. Пурнăçри пĕрремĕш вăрăм çул çÿрев Хусантан Киев, Пархим, Франкфурт, Перлеберг, Хагенов хулисем витĕр выртрĕ.

Вăрăм çул

Эпĕ 280-мĕш командăна – чикĕ леш енне каяканнисен ретне – лекрĕм. Кино кăтартрĕç, çул çине кашни çамрăка 3 тенке яхăн укçа пачĕç. Октябрĕн 28-мĕшĕнче пире Хусана илсе çитерчĕç. Аслисем пире танкистсен училищин спортзалне вырнаçтарчĕç. Ирхи апат хыççăн медкомисси витĕр тухрăмăр, унтан салтак тумне тăхăнтăмăр. Стройпа утса çÿреме вĕрентĕмĕр, апатланма курсантсен столовăйне илсе каятчĕç. Спортзалтах çывăрнă.

Ноябрĕн 3-мĕшĕнче 158 чăваш каччи самолетпа Германи еннелле вĕçсе тухрăмăр. Самолетăн хăрах моторĕ çĕмĕрĕлнĕрен Киев хули çывăхĕнчи Борисполь аэропортне анса лартăмăр. Хĕвел пăхать, атăсене хывса урасене çемçетрĕмĕр, курăк та типменччĕ. Тепĕр кунне çав самолетпах Германие вĕçсе кайрăмăр. Ун чухне ГДР-та Варшава договорĕпе Совет çарĕсен ушкăнĕ тăнă. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче пире аэропортран машинăсемпе Пархим хулинчи чаçе илсе çитерчĕç, тепĕр кун пуйăспа Одер юханшывĕ çинчи Франкфурта. Çул çинче, пĕр станцире чарăнсан нимĕçсемпе калаçса илме май килчĕ. Шыв ĕçрĕмĕр, юлташсене туртмалли те тупса патăм. Нимĕçсем хăйсен чĕлхипе калаçакансене хисеплени сисĕнчĕ, шкулта та, училищĕре те çак чĕлхене алла илни мана малашне те нумай пулăшрĕ.

Пирĕнпе пĕрле Сархурăнтан виçĕ каччă пурччĕ. Николай Бондарева Франкфурт хулинчи чаçрех хăварчĕç. Вăхăт 2 сехет хушши уйрăмлăхпа шăвать. Ноябрĕн 7-мĕшĕнчи уява Пархимрах кĕтсе илтĕмĕр. Тепĕр 2 кунтан тин машинăсем çине ларса çула тухрăмăр. Владимир Иванов Пархимри чаçрех юлчĕ. Çул йĕри-тавра йывăçсем, ретĕн-ретĕн улмуççисем. Эпир Перлеберг хулине çитсе чаçри клубра вырнаçрăмăр. Салтаксене типĕ апат пачĕç, чейпе шур çăкăр çитерчĕç, клубра кино кăтартрĕç. Геннадий Кузьмина Перлебергри чаçе хăварчĕç.

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче 13 чăваш каччи малалла тапрантăмăр. Берлин хули витĕр тухса кайрăмăр, пăхса пыратпăр кăна уçă тент витĕр. Пур çĕрте те тăррисене черепица витнĕ чулран тунă çуртсем лараççĕ, чечексем ешереççĕ. Нимĕçсем хĕлле те, çулла та велосипедпа çÿреççĕ. Тинех Шверин округĕнчи Хагенов хули çывăхĕнче вырнаçнă Гвардеецсен 283-мĕш полкне килсе çитрĕмĕр. Вăл ун чухнехи ФРГ чиккинчен 18 км-та вырнаçнăччĕ. Вăрçă вăхăтĕнче кунта фашист летчикĕсен казармисем пулнă. Эпир Етĕрне районĕнчи Виктор Владимировпа 1-мĕш батальонри минометчиксен 1-120 батарейине лекрĕмĕр. Мана аслă вычислитель пулма, Виктор Владимирова дальномерпа ĕçлеме вĕрентрĕç. Шкулта математикăпа лайăх вĕренни те пулăшрĕ. Салтак кунĕ çапларах: 6-ра – зарядка, ирхи апат, стройпа утма вĕренни, физподготовка, кăнтăрла иртни 2 сехетре – кăнтăрлахи апат, ленкомнатăра политзанятисем, присяга тытма хатĕрленни. Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Совет çарĕн Артиллери кунне çарта 1-мĕш хут паллă туни халĕ те асра.

Автомата çупăрласа

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче 283-мĕш гварди полк музейĕнче кăкăр çумне автомата хытă чăмăртаса çар присягине йышăнтăмăр. Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хамăрăн пурнăçа та шеллеместпĕр тесе тупа турăмăр. Эпĕ управлени взводĕнченчĕ, батарейăра чи малтан присяга йышăнса рядовой пулса тăтăм. Сăн ÿкерчĕкре шинельпе, кăкăр умне автомат çакса çар присягине вуланă самант сăнланнă. Хыçра – батарея командирĕ Карапетян аслă лейтенант, полк командирĕ Рябшев подполковник. Шел те, пĕртен-пĕр çак кадр кăна сыхланса юлчĕ.

Пирĕн батарейăра тĕрлĕ халăх ывăлĕ пурччĕ: вырăссем, азербайджансем, армянсем, казахсем, тутарсем, дагестанецсем, пушкăртсем те т. ыт. Управлени взводĕнче 7-ĕн: 3 чăвашран пĕри Виктор Александров кĕçĕн сержант Тутар Республикинчен, Виктор Владимировпа иксĕмĕр Чăваш Енрен, водитель Андрис Ривч Ригăран, эрмен çынни Степанян, Баймет Шарипов таджик тата Мамаев дагестанец. Взвод командирĕ Юрий Рядинский лейтенант Украинăран, унăн пулăшуçи Марат Байтуганов сержант – Пушкăртран. Дисциплина çирĕп пулнă вăл вăхăтра: «Тĕнчере чи тутли мĕн?» – тесе ыйтсассăн «салтак апачĕ» тенĕ пулăттăм.

Ноябрĕн 28-мĕшĕнче ир енне пире «тревогăпа» вăратрĕç. Пурне те автоматсем, салтак кутамккисем, противогаз салатса парчĕç. ФРГ чикки патĕнчи вăрманта запаслă район пурччĕ. Вăрманĕнче талккăшпех хырсем, нимĕçсем сухăр пухаççĕ иккен. Эпир вырăна çитсе окопсем йĕркелерĕмĕр, кивĕ çĕр пÿрте йĕркене кĕртрĕмĕр. Машинăпа апат-çимĕç илсе килчĕç. Юр пулмасан та çанталăк сивĕ тăрать. Каçхине палатăра сивĕ пулнине тата тĕтĕм тулнине пула кăвайт умĕнчех автомата ыталаса çывăрмалла пулчĕ. Тепĕр кун пире, тин çеç салтак атти тăхăннă çамрăксене, каялла 18 км парăнтарасси çăмăл пулмарĕ.

Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕн ленкомнатăра чăрăш илемлетрĕмĕр. 1985 çулхи уяв сĕтелĕ çинче пепси-колăсем, паштетсем, пĕремĕк-печени, канфет, торт, кăлпасси пулчĕç. Телевизор та куртăмăр, музыка кĕрлерĕ. Çĕнĕ Çул каçĕнче юр çуса лартрĕ.

1984-1986 çулсенче çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра эпĕ минометчик, аслă вычислительсĕр пуçне радиотелефонист пулнă. 1985 çулхи хĕлле Варшава договорĕнчи çĕршывсем ирттернĕ пĕтĕмĕшле çар ученийĕнче те пулма тÿр килчĕ. Тĕрлĕ полигонра – Пархим, Потсдам, Магдебург, Людвигслуст, Перлеберг, Видстокра артиллеристсен ученийĕсенче пултăмăр. 1985 çулхи кĕркуннехи ученинче минометран тĕл пенĕшĕн пире, 10 артиллериста, икĕ эрнелĕх отпуск пачĕç. Пуйăспа Польша, Беларуç çĕрĕсем урлă тăван яла килсе кайрăм. Полк тăнă вырăнта халĕ те пире ас тăвакан хырсем кашлаççĕ пулсан, манăн чĕрере вара салтак кунĕсен аса илĕвĕсем упранаççĕ.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ, АТĂЛЪЯЛ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости