Атте-анне патне шăнкăравлаттаракан фильм

Майăн 25-мĕшĕнче Тутаркассинчи пултарулăх çурчĕ Шупашкарти вак халăхсен хушшинчи кинофестиваль хăнисене йышăнчĕ. Ярославльти çамрăк режиссер Владимир Вобликов «Старики» фильма Чăваш Ене пĕрремĕш çул кăна илсе килмест. Сеанс хыççăн куракансемпе хаçат журналисчĕн ыйтăвĕсене хуравлама вăхăт тупрĕ.

– Владимир Сергеевич, «Старики» фильм ÿкерес шухăш мĕнле çуралчĕ?

– Сергей Фетисов (фильмра Гастрит старик рольне вылякан) Алексей Дударевăн «Вечер» пьесипе Орел хулинчи театрта тăватă çул ытла сцена çинче выляни çинчен каласа панă хыççăн. Анчах кино ÿкерме чи малтанах укçа-тенкĕ кирлĕ. Хам пурнăçра икĕ хут кăна курнă инвестор пĕр миллион тенкĕ парса пулăшнипе фильм кун çути курчĕ.

– Фильм сюжечĕпе паллаштарăр-ха.

– Виçĕ ватă çын (Мультик, Гастрит тата Анна) район центрĕнчен 10 çухрăмри манăçнă ялта пĕчченлĕхре пурăнаççĕ. Хăйсем пирки аса та илмен ачисем хăçан та пулсан тăван килĕсене таврăнасса шанаççĕ. Кашни сăнарăн хăйĕн шăпи. Ватăсем тавлашаççĕ те, килĕштереççĕ те. Тахăш самантра шăпана хăйсен аллине илме хăюлăх çитерсе çапах та шанчăк пуррине ĕнентереççĕ. Пурнăçра лайăххине сахал курнăскерсем ыттисене ырă тăвассишĕн тăрăшаççĕ. Анчах ватăсем çак çĕр çинче ытлашши. Ачисене курас ĕмĕчĕ татăлнă хыççăн вĕсене валли çĕр çинче вырăн юлмасть…

– Фильм – ватăсен пĕчченлĕхĕ çинчен-и?

– Сăнарăр пулсан, çакăншăн яланах ачасем айăплă мар. Çак айăп ашшĕ-амăшĕнче те пур. Ашшĕ-амăшĕпе ачисен пĕр чĕлхе тупса пурăнмалла. Çамрăксен вара тăван йăваран çунатланса вĕçсе тухса кайсан та ашшĕ-амăшне яланах шăнкăравласа тăмалла, вĕсем патне килсе çÿремелле.

– Шухăша яракан фильм…

– Çапла. Чылайăшĕ кино вĕçĕнче ашшĕ-амăшне шăнкăравлас туйăм çурални çинчен пĕлтерет. Фильм тĕллевĕ çакă пулнă та. Камăн ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă – чиркÿре çурта лартса, çăва çине кайса асăнмаллах. Атте-аннене пурăннă чухне хисеплемелле. Эпир вĕсен умĕнче нимпе виçейми парăмра. Ватлăх кашнине кĕтет, вăл мĕнле пуласси вара харпăр хăйĕнчен килет.

– Фильма ăçта ÿкернĕ?

– Ярославль хули çывăхăнче, 60 çухрăм аякрах. Лавккари сценăсене Пысăк салара ÿкернĕ. Тĕп сьемкăсем вара сценарири пекех район центрĕнчен 10 çухрăмран аякра иртнĕ. Ялта нимĕн те улăштарман, ÿкерÿ ушкăнĕ киличчен мĕнле пулнă – фильмра та çав вырăнсемех. Кадрта Гастрит шăйăрăллă чĕркуççисемпе пысăк йывăç хăвăлĕ çине ларнă самант пур. Съемка вырăнĕсене маларах пăхма килнĕ чухне пысăк хыр йывăççиччĕ унта. «Питĕ лайăх, çак хыр патĕнче ÿкеретпĕр», – тесе йывăç çумĕнче мĕнле сценка ÿкерессине те палăртрăмăр. Каярах çиçĕм çапнипе хăвăлĕ çунса кайнă унăн. «Вăт, ку татах лайăх!», – тесе шухăшларăмăр. Ялта мĕн пуррине май килнĕ таран усă курнă.

– Ял çыннисем кадрсене лекрĕç-и?

– Пĕр мыскараллă самант пулнăччĕ. Лавккана ракета «лекнĕ» вăхăтра унтан арçынсем эрех-сăра тата ытти япала йăтса тухнине сăнлакан сценăна ÿкерме пуçланăччĕ. Унта сутуçă кăлпассипе вĕсем хыççăн чупса тухать. «Кино ÿкеретĕр-и?», – кăсăкланчĕ пĕр карчăк. – Эпĕ сирĕнпе!». Ватă çынна пирĕн артистсем пур тесе мĕнле ăнлантарăн. Вăл вара площадкăнах кĕрсе каять. Çапла артистсем чупса иртсе кайнă чухнехи сценăра ун валли те пĕчĕк роль тупăнчĕ. Темиçе дубль хыççăн эпир ун патне тав сăмахĕ калама пытăмăр. «Тархасшăн, тархасшăн. Гонорар!» – çине тăчĕ ватă. Мĕн тăвас? Гонорар пама укçа-тенкĕ çук пирĕн. Эпĕ сутуçă аллинчи кăлпассие илтĕм те ăна тыттартăм. «Тавах», – тесе кайрĕ ватă. Тепĕр виçĕ кунран каллех лавккана пынăччĕ. «Ăçта сьемкăсем пыраççĕ, эпĕ актриса», – тесе икĕ кун çÿренĕ çак карчăк.

– Сьемкăсем мĕн чухлĕ вăхăт йышăнчĕç?

– Виçĕ эрне кăна. Стаханов хăвăртлăхĕпе съемкăн пĕр смени 12-14 сехетшер пычĕ. Артистсене çут çанталăк çапла ырă витĕм кÿнĕ-ши, канмасăр тата темиçе сехет те кадрта вăй хума хатĕр пек туйăнатчĕ.

– Съемка вăхăтĕнче ăçта пурăннă эсир?

– Съемкăсем пынă ялтах. «Стоп! Снято!», – тенĕ хыççăн вĕрсе хăпартмалли матрассене кăларса çĕр çине сарса хураттăмăр та вĕсем çинче çывăраттăмăр. Унта çывăрнисем телейлисем. Ыттисем йывăç кровать çине выртатчĕç. Хăш-пĕр артиста юнашар ялти хăна çуртне çĕр каçма илсе çÿреттĕмĕр.

– Шел те, фильмра Гастрит рольне вылякан артист иртнĕ çул пурнăçран уйрăлса кайрĕ…

– Вăл çак фильма питĕ юрататчĕ. «Айтăр фильм пăхатпăр», – тесе ăна тĕрлĕ вырăнта кăтартатчĕ. Кайран ман пата шăнкăравласа çынсемпе калаçма ыйтатчĕ. Сергей Фетисова районсенче хытă юрататчĕç. Паян та вăл кунта килес шухăшлăччĕ… Больницăна лексен эпĕ ун патне шăнкăравларăм. Уçăмсăр калаçнипе унăн инсульт тесе шухăшларăм. «Çитет больницăсенче выртса, аьтăр ухмахланма чарăнăр», – тесе ăна хавхалантарма тăрăшрăм. «Юрать, юрать», – тесе çунатланса хуравларĕ вăл. Унăн пуçĕнче шыçă пулнă, операци те ăнăçлă иртнĕ, анчах вăл наркозран тухайман.

– Сергей Фетисов фильмра вылянă сăнар пекех, пурнăçра та пĕччен çын пулнă-и?

– Вăл яланах Гастрит пекех мăкăртатса çÿретчĕ. 2014 çулта Шупашкара пĕрремĕш хут килнĕ чухне автобусра пĕрле ларса килтĕмĕр. Ун чухне те вăл е ку килĕшмест тесе мăкăртатса пычĕ. Мĕншĕн вăл хăйне çапла пысăк артист вырăнне хурать-ха тесе шухăшланăччĕ ун çинчен. Анчах унпа çывăхрах паллашсан вăл пĕччен çын иккенне хам куçпа курса ĕнентĕм. Унăн ашшĕ-амăшĕ тахçанах çĕре кĕнĕ, ачисем пулман. Орел хулинче пĕччен пурăнса вырăнти театрта вăй хурса 12 пин тенкĕ илсе пурăннă вăл. Кĕленче парса пуçтарнă укçапа Мускава кастингсене хутшăнма çÿренĕ. «Старики» кастинг ирттернĕ чухне эпĕ ун патне театра килнĕччĕ. Çакăн хыççăн вăл хăйĕн патне килне чĕнчĕ. Ун пек чухăн пурăннине эпĕ тахçанах курман. Вăл мана сăйланă чашăк-тирĕкпе, чăннипе каласан, эпĕ йытта та апат лартса памăттăмччĕ. «Ăçта ман гримерка», – тесе сьемка площадкине кĕрсен патша пек çÿретчĕ вăл. Çамрăк артистсем те вăл хăйне мĕншĕн çапла тытнине ăнланмасăр тарăхатчĕç. Каçпа хăна çуртне кайсан ун пурнăçĕ пирки каласа патăм… Тепĕр кун пурте ăна сырса илчĕç, кунĕпех хăпмарĕç. Сергей Фетисов чăннипе те тава тивĕçлĕ артистчĕ, ун пек пултаруллă вылякансене халĕ хатĕрлемеççĕ.

– Владимир Сергеевич, тавтапуç ырă калаçушăн.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости