Атăлъялти митинг

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раççейĕн, çавăн пекех Никама пăхăнман çĕршывсен (СНГ) ялĕ-хулисенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă уявсем иртрĕç. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Атăлъял ялĕнче те çакна халалланă митинг иртрĕ.

Атăлъялтан юнлă вăрçа 80 килтен 81 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 28-шĕ кăна таврăннă. Çĕнтерÿпе таврăннисем те çулсем иртнĕçемĕн пурнăçран уйрăлаççĕ. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче паянхи куна вĕсем 2-ĕн кăна юлнă: Шупашкаркассинчи Николай Костин тата пирĕн ялти Федор Никитин. Ялти культура çурчĕпе юнашар Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă Мăнаçлă салтак палăкĕ умне халăх йышлăн пухăнчĕ. Муркаш районне кĕрекен Шомик шкулĕнчен учительсемпе шкул ачисем çитрĕç. Уяв программине Шомикри историпе обществоведени предметне вĕрентекен Александр Юнусовпа культура çурчĕн ертÿçи Кристина Семенова ертсе пычĕç. Çак йĕркесен авторĕ, Лазарь Сорокин ĕç ветеранĕ, ялти хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи Лидия Фадеева тата ыттисем сăмах илчĕç. Палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Майăн 9-мĕшĕ савăнăçлă та хаваслă уяв кăна мар, ку вăл ас тăвăм палли те. Вăрман Çĕктер ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Хорасев Федор Никитин вăрçă ветеранне килне çитсех хисеп турĕ – хăй тĕллĕн çÿреймест-мĕн. Каç енне ял çыннисем Çĕнтерÿ паркĕнче паттăр салтаксене асăнса çуртасем çутрĕç. Раççейре иртекен «Ас тăвăм çурти» акцие çапла хутшăнчĕç вĕсем. Унччен, Сергей Сорокин вăрçăра пулнă кашни 81 фронтовик ячĕпе лартнă хыр хунавĕсем çумне вĕсен ячĕсене çырнă таблицăсем вырнаçтарса тухрĕ, ачасем георгий хăйăвĕсене çыхрĕç.

Николай Смирнов, Атăлъял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости