Ача вăхăта епле ирттерет?

Е чыса çамрăкран упра

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси членĕсен мĕнле кăна тĕслĕхпе тĕл пулма тивмест пулĕ?! Акă пĕр ялта ашшĕ-амăшĕ «симĕс çĕлен» серепине лекнĕрен тĕпренчĕкĕсем выçăллă-тутăллă, тирпейсĕр çÿреççĕ, тепĕр ялта аслисем ĕçре чухне ачисем усал ĕç тунă çĕре хутшăннă, поселокра авă, çул çитменнисем тем пайлайман – çапăçса кайнă, пĕрин сывлăхне самаях сиен кÿнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене çителĕклĕ тимлĕх уйăрса тĕрĕс çултан пăрăнма ан паччăр, çемье институчĕ çирĕпленсе пытăр, закон чаракĕ урлă ярса пусакансем хăйсен йăнăшне вăхăтра ăнланса илччĕр – çак тĕллевсене тытса пырать те çул çитменнисемпе ĕçлекен комисси. Иртнĕ эрнере унăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.

Ишлей салинчи 2 ултă çулхи арçын ача çăвăр автансем пек çапăçса кайнă – пĕр-пĕрне чышнă, çыртнă… Пĕри чăмăрĕпе пуçран лектернĕ – «юлташĕн» пуç мими кисреннĕ. Арçын ачасем кăшт вăхăт иртсен мирлешнĕ-ха, çапах та хирĕçÿ шухăшлаттармасть мар. Пуç мими кисренни малашне сывлăха тата ытларах сиен кÿме пултарни кăна мар, 6-7 çултисем сиксе тухнă тавлашăва чышкăпа татса пама тăни хăратать. Ÿснĕçемĕн вĕсем тата харсăрланасси, закон чаракĕ урлă каçасси шиклентермелле. Комисси членĕсем ашшĕ-
амăшне çителĕклĕ тимлĕх уйăрасси пирки хытарсах каларĕç, ачасене спорт секцисене явăçтарма сĕнчĕç.

Çатра-Лапсар шкулĕнче вĕренекенсем те палăрнă. Мĕнпе тетĕр-и? Лайăххипе мар çав. Иртнĕ çулсенче Мăнал çамрăкĕсен «чапĕ» кĕрленине вулакансем ас тăваççĕ-тĕр. Пĕр-пĕр лайăх ĕçпе мар, дачăсене çаратса çÿренипе палăрчĕç çăмăлттайсем. Çатракасси ачисем те вĕсенчен тĕслĕх илме шутланă тăр. Çул çитменскерсем пĕр çурта кĕрсе кайса япаласене аркатнă. Тĕкĕре, тумбочкăн кантăкне çĕмĕрнĕ, телевизора та хĕрхенсе тăман. Алла мĕн лекнĕ – пĕтĕмпех аркатнă, япаласене сапаласа пĕтернĕ. Юлашкинчен пĕрле сăра кĕленчи тата апат-çимĕç илсе тухса кайнă. Арçын ачасем ют çын кил-çуртне пĕр хутчен кăна мар кĕнĕ иккен. Комисси членĕсен умĕнче вĕсем йăнăшне йышăнчĕç, малашне усал ĕçпе çыхланмасса шантарчĕç-ха та. Сăмахне тытĕç-ши?

Комисси членĕсем ют кил-çурта вăрă-хурахла кĕнĕ ачасене учета тăратасси пирки йышăну турĕç, ашшĕ-амăшĕсене ачисене контрольлесе тăмалли, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерме явăçтармалли пирки асăрхаттарчĕç.

Чăрăшкасси тăрăхĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен С. вара шкуллпа туслă маррипе уйрăлса тăрать. Кашни чĕрĕкрех чылай урок сиктерет иккен, нумай чухне вĕсем пĕтмесĕрех шкултан тухса каять. Паллах, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймасть. Çакна арçын ача вĕрентекенпе пĕр чĕлхе тупайманнипе, сывлăхĕ хавшаккипе сăлтавлать. Анчах та больницăна каяс, тухтăрсемпе канашлас, вĕсен сĕнĕвĕсене итлесе сипленес шухăшсем çук ун. Амăшĕ те тирпейлĕхпе уйрăлса тăмасть, кил-çуртра санитари нормисене пăхăнмаççĕ. Комисси членĕсен умне те амăшĕпе ывăлĕ таса мар тумтирпе тухса тăчĕç. Арçын ача çитĕнсен автомеханик пулма ĕмĕтленет, анчах вĕренÿсĕр малалла кайма май çуккине ăнкараймасть-ши?

Комисси членĕсем çав кун 18 ĕç пăхса тухрĕç, 4 ачана учета тăратма йышăнчĕç. Кукăр çул çине тăнă çамрăксем хăйсен йăнăшĕсене ăнланса илчĕç-ши? Питĕ шанас килет…

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости