Ача çуралассине ÿстерес

Июнĕн 10-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе селекторлă канашлу ирттернĕ, унта 2025 çулчченхи демографи политикин Концепцине пурнăçа кĕртессине сÿтсе явнă. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Раççейре 146,3 млн çын, вĕсенчен 2,3 млн-шĕ – федерацин Крым округĕнче, пурăнать. Ача çуралассине ÿстерес тĕллевпе РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн çĕршыври 69 регионра йывăр шăпаллă çемьесене 2012 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн, 3 çула çитиччен субъектри уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк виçепе тан укçа-тенкĕ тÿлеççĕ. Вилекенсен йышне чакарас тĕллевпе профилактика сăнавĕсем тата диспансеризаци ирттереççĕ.

Канашлура чылай ыйтăва пăхса тухнă, сăмахран, вилнин тĕп сăлтавĕсене чакарас енĕпе эффективлă мероприятисем ирттернине, медицина пулăшăвĕн çитменлĕхĕсене.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости