А​сам Кÿ​кеç çĕ​рĕ​сен​че çÿ​рет…

Шу​паш​кар ра​йо​нĕн​че са​вă​нăçлă пу​лăм​сем че​рет​лен​сех пы​раççĕ. Ла​йăх чы​лай ул​шă​ну вĕ​рен​тÿ ты​тă​мĕн​че пул​са ирт​ни​не па​лăрт​ма уй​рă​мах кă​мăл​лă. Ата​ла​нă​ва эпир чи мал​та​нах çи​тĕ​не​кен ăру​па, ача​сем​пе çы​хăн​та​рат​пăр-çке-​ха. Çав​на май тун​ти​ кун кÿ​кеçсем​шĕн чăн-​чăн уяв пул​са тă​чĕ – ст​рои​тельст​во ĕçĕ​сем тах​çа​нах вĕçле​нес​се кĕт​нĕ ача са​чĕ ти​нех хă​йĕн алă​кĕ​се​не уçрĕ.

Уяв вар​кă​шĕ уч​реж​де​ни хап​хи умĕн​чех си​сĕн​чĕ. Кун​та ача​се​не тĕр​лĕ юмах​ри пер​со​наж​сен ту​мĕ​се​не тă​хăн​нă ха​вас​лă ар​тист​сем кĕт​се ил​чĕç, çыв​хар​са ки​ле​кен Çĕ​нĕ çул ячĕ​пе са​лам​ла​рĕç. Са​вă​нă​çа кÿ​кеçсем​пе пай​ла​ма сум​лă хă​на​сем те кил​се çит​рĕç – ЧР Ми​нистр​сен Ка​би​не​чĕн Пред​се​да​те​лĕ Иван Мо​то​рин, ЧР «Е​ди​ная Рос​сия» пар​тин ре​гион​ри уй​рă​мĕн сек​ре​та​рĕ – ЧР Пат​ша​лăх Ка​на​шĕн пат​ша​лăх ст​рои​тельст​ви, хăй ты​тăм​лăх енĕ​пе ĕçле​кен ко​ми​те​чĕн пред​се​да​те​лĕ Ни​ко​лай Ма​лов, ЧР Ача​сен пра​ви​сем​пе упол​но​мо​чен​нăй Вя​чес​лав Ра​фи​нов.

Ра​йад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕ Геор​гий Его​ров ме​роп​рия​тие уçнă май çак ку​на вăл хăй те аш​шĕ-а​мă​шĕн​чен кая мар чă​тăм​сăр​рăн кĕт​ни​не па​лăрт​рĕ. «А​ча сад​не кă​çал уçас те​се мĕн пур вăя ху​тă​мăр», – те​рĕ вăл.

Чăн та, са​ди​кĕн пĕр​ре​мĕш чул​не ху​нă​ран​па аш​шĕ-а​мă​шĕ​сен са​хал мар пă​шăр​хан​ма тив​рĕ: ст​рои​тельст​вă​на ук​çа-​тен​кĕ​пе пу​лă​шас​си​не чар​са ларт​ни пир​ки те сас-​ху​ра тух​нăч​чĕ, ăна тă​вас​си​не вĕçле​ме тÿр кил​мес​си тавра та…

Геор​гий Ива​но​вич ЧР Пуçлă​хĕн Ми​хаил Иг​натье​вăн шан​та​рăв​не аса ил​се ача сад​не ту​ма ук​çа-​тен​ке тул​лин усă кур​ни​не пĕл​тер​чĕ. Унч​чен ма​ла​рах па​лăрт​нă под​ряд ор​га​ни​за​ци ĕçе пур​нăçлас​си​не вă​ра​ха тăс​нă пир​ки са​ди​ке па​лăрт​нă вă​хăт тĕл​не уçма май кил​мен, гра​фи​ке те​ми​çе хут та ул​шă​ну кĕрт​нĕ. «Ст​рой​сер​вис» ООО ди​рек​то​рĕ Ана​то​лий Ил​ла​рио​нов ва​ра аук​цион хыççă​нах ĕçе кÿ​лĕн​се, чăн-​чăн ст​рои​тель пек, уч​реж​де​ние ача​се​не йы​шăн​ма икĕ уйăх хуш​шин​чех ха​тĕр​ле​се çи​тер​чĕ. Çа​вăн​па та Ана​то​лий Лео​ни​до​ви​ча сум​лă ла​ру-​тă​ру​ра Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​цин тав ху​чĕ​пе чыс​ла​рĕç.

«К​ре​пыш» – вă​хăт, шан​чăк​лăх тĕ​рĕс​лев​не тÿс​се ирт​тер​се пат​вар​рăн çĕк​лен​се лар​ни​не па​лăрт​ма çа​кăн пек ят па​нă ăна. Иван Бо​ри​со​вич шкулч​чен​хи çак вĕ​рен​тÿ уч​реж​де​ни​йĕ рес​пуб​ли​кă​ра çĕк​ле​не​кен са​дик​сен​чен чи ну​май хĕн-​хур тÿс​ни​сен шу​тĕн​чен пул​ни​не аса ил​чĕ. РФ Пре​зи​ден​чĕн, ЧР Пуçлă​хĕн Указĕ​сем​пе ки​лĕ​шÿл​лĕн пур​нăçла​на​кан проек​та тÿ​рĕ мар кă​мăл​лă под​ряд ор​га​ни​за​ци​йĕн явап​сăр​лă​хĕ ура ху​ни пир​ки ăн​лан​тар​ма кир​лех-​ши ха​лĕ тин? «Чи пĕл​те​рĕш​ли – кун​та пу​рă​на​кан 240 ача пу​тев​кă​на ал​ла ил​чĕç, вĕ​сен шкул умĕн​хи пĕ​лĕве ил​ме, вос​пи​та​тель​сен ку​çĕ умĕн​че çи​тĕн​ме май пу​лĕ», – те​рĕ премьер-​ми​нистр.

Ни​ко​лай В​ла​ди​ми​ро​вич паян Чă​ваш Ен Пуç­лăх​не тав ту​мал​ли са​мант çит​ни​не пĕл​тер​чĕ – ку​наш​кал ача са​чĕ​сем шă​пах «Е​ди​ная Рос​сия» пар​тин ре​гион​ри уй​рă​мĕ та​та рес​пуб​ли​ка Пра​ви​тельст​ви çи​не тă​ни​пе уçă​лаççĕ. «К​ре​пыш» – пар​ти проек​чĕ​пе рес​пуб​ли​кă​ра ту​са ларт​нă 15-​мĕш ача са​чĕ», – аса ил​тер​чĕ вăл.

Вя​чес​лав Викторович хă​йĕн са​лам сă​ма​хĕн​че ен​те​шĕ​сем​шĕн чун​тан са​вăн​ни​не пы​тар​ма​рĕ. Омбудс​мен ку ача сад​не çул та​кăр​ла​та​кан шă​пăр​лан​сем пур​нăç çу​лĕ тăрш​шĕ​пех ăнă​çул​лă пу​лас​са шан​ни​не ка​ла​рĕ.

Са​дик алă​кĕ ма​лаш​не ача​сем​шĕн уçă пул​ни​не çи​рĕп​лет​се хă​йă​ва кас​нă хыççăн хă​на​сем вы​ля​мал​ли, çывăр​мал​ли пÿ​лĕм​се​не та​та апат-​çи​мĕç блок​не пăх​са çав​рăн​чĕç. Кун​та пĕ​тĕм​пех вĕр çĕ​нĕ – ка​вир​сем​пе са​вăт-​са​па​ран пуçла​са сĕ​тел-​пу​кан та​ра​нах. Каш​ни вак-​тĕве​ке шу​та ил​нĕ. Сă​рă шăр​ши те тин кă​на сĕв​рĕл​се пĕт​нĕ-​ха.

Вă​йă, юрă-​та​шă за​лĕ​се​не çĕ​нĕ йыш​ши обо​ру​до​ва​ни​сем​пе пуян​лат​нă, урам​ри вă​йă пло​щад​ки​се​не те ку вă​хăт ый​та​кан май​сем​пе ту​нă, бас​сейн пур. Юлаш​кин​чен „К​ре​пыш“ ача са​чĕн заве​дую​щи​йĕ Ок​са​на Мо​ча​ло​ва пур​не те тав ту​са сă​мах ил​чĕ.

Са​вă​нăçлă те​пĕр са​мант ик​кĕ​мĕш та​та ун хыççăн​хи ача​сем​шĕн амă​шĕн ка​пи​та​лĕн фе​де​ра​ци сер​ти​фи​кат​не, виççĕ​мĕ​шĕ​шĕн – рес​пуб​ли​ка сер​ти​фи​кат​не па​ни​пе çы​хăн​нăч​чĕ.

Уяв акт за​лĕн​че Кÿ​кеçри ыт​ти ача са​чĕн шă​пăр​ла​нĕ​сем ха​тĕр​ле​нĕ са​вă​нăçлă кон​церт​па ма​лал​ла тă​сăл​чĕ. Поселокра пурăнакан На​талья Ка​за​ко​ва кун​та пĕ​чĕк ывă​лĕ​пе та​та кĕ​çех çул​та​лăк тул​та​ра​кан хĕ​рĕ​пе кил​нĕ. «Сăн ÿкер​чĕк​сен​че кур​са​нах пи​ре ача са​чĕ пи​тĕ ки​лĕш​рĕ. Пы​сăк​лан​нă çĕ​ре хĕ​рĕ​ме çа​кăн​тах çÿ​ре​ме пÿ​рес​се тем пе​кех ша​нас ки​лет», – хă​йĕн шу​хăш-​кă​мăл​не пай​ла​рĕ пи​рĕн​пе çам​рăк амă​шĕ.

​ВИК​ТО​РИЯ ВЫ​ШИНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости