Бензоçава хуçи – Хорнсортан

Çĕр ытла çын парнеллĕ пулчĕ

Июлĕн 7-мĕшĕнче «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ пичет кăларăмне 2017 çулăн II-мĕш çур çулĕнче илсе тăма çырăннисен хушшинче лотерея вылявне ирттерчĕ. Парнеллĕ пулас текенсен хаçат çырăннине çирĕплетекен квитанци копине редакцие кĕртсе памаллаччĕ е çырупа çитермеллеччĕ. Вĕсене электрон почтăпа та йышăнтăмăр.

Лотерея вылявне хутшăнас текенсен йышĕ çулран-çул нумайланса пырать, 2017 çулхи I-мĕш çур çулта унта 300 ытла çын хутшăнма кăмăл турĕ пулсан, хальхинче вара парнеллĕ пулас текенсем татах та нумайрах пулчĕç – 500 ытла! Ку хутĕнче ăна редакци «Тăван Ен» хаçатăн 85 çулхи юбилейне халалларĕ.

Чи-чи ăнăçуллисене вулакан хăй палăртрĕ. Евгений Николаев юрăç хăйĕн янăравлă уçă сассипе халăха лотерея пуç­ланиччен маларахах пуха пуç­ларĕ. Кÿкеç­ри «Бизнес-центр» умĕпе васкаса иртекенсем те унăн юррисене чарăнсах итлерĕç. Редакци вырнаç­нă çурт умне халăх йышлă пухăнчĕ. Ытти кун витререн тăкнă пек лÿшкекен çумăр та çак кун чарăнчĕ, лотерея вылявĕ умĕн хура пĕлĕтсем айĕнчен хĕвел йăпшăнса тухрĕ.

Акă, тинех кĕтнĕ самант çитрĕ! Çынсем кантăк савăтри хутсене черетпе турта-турта кăларса телейлисен ячĕсемпе хушамачĕсене вуласа пачĕç. Кăçал кашни 5-мĕш çын валли парне хатĕрлерĕмĕр эпир, укçа-тенкĕ хĕсĕкреххине пăхмасăрах хаçата çитес çур çулта илсе тăма çырăнса тăккаланă укçа-тенкĕ каялла унпа таврăнтăр терĕмĕр.

Чи-чи хаклă парне – бензоçава Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Хорнсор ялне кайрĕ. Çак кунсенче унăн хуçи – И. Албутова редакцие кĕчĕ. Вăл хăй çĕнтерÿçĕ ятне тивĕç­нине ялти çынсенчен пĕлнĕ иккен. «Килтисемшĕн кĕтменлĕх пултăр», – терĕ Ирина Васильевна. Халиччен лотерея вылявне хутшăнманскер савăннине те, тĕлĕннине те пытармарĕ, Кÿкеç­ри строительство материалĕсемпе тивĕç­терекен предприяти ертÿçине Сергей Трофимова тав туса пĕтереймерĕ. Çакăн пек пысăк та ырă чунлă меценатсем пуррипе вăй илсе пырать те пирĕн лотерея. Комод хуçине те палăртрăмăр – телейлисен ретне Иккассинчи Л. Ванюшкина та кĕчĕ. Шыв кулерĕ В. Ивановăна лекрĕ.

Чăрăшкасси ялĕнчи «Стройдвор» пысăк лавккара строительство материалĕсене туянма май паракан пин тенкĕлĕх сертификатсене илме редакцире çак вулакансене кĕтетпĕр:

Л. Мешкова (Олкаш), М. Васильев, М. Ильина (Шăнкас), Ю. Федимиров (Малти Ункăпуç), Л. Софронова (Коснар), М. Власова, Н. Артемьева (Илпеш), Ю. Васькин, Л. Григорьева (Апаш), Л. Груздева, В. Андреев (Атăлъял).

П. Иванов (Кÿкеç), А. Егорова, Л. Семенов (Çырмапуç), К. Мешкова, И. Смирнов (Хураçырма) 2017 çулта хаçатра 100 сăмахран тата сăн ÿкерчĕкрен тăракан тÿлевсĕр салам пама пултараç­çĕ.

Ытти парнене Л. Кондратьева, Е. Митрякова, Н. Лаврентьев, М. Ильина, А. Бородова (Шăнкас), Н. Тагайкин, В. Степанов, А. Крылов, А. Петров, А. Крылова, И. Михайлова, Л. Егорова, Е. Приображенская, А. Михеев, Л. Васильева, А. Данилова, Е. Семенова, М. Крылова (Кÿкеç), О. Алексеева (Сархурăн), Р. Карзакова (Çÿлтикасси), А. Алексеева (Эсеккасси), В. Платонов (Шоркка), А. Григорьева, Л. Николаева (Чăрăшкасси), И. Федорова, А. Маринова, Г. Сергеев, Э. Иванова, С. Христофорова, А. Прокопьева, В. Андреев, Ф. Никитин (Атăлъял), Н. Федотова, Ю. Толстова, А. Николаева, Р. Антонова, В. Смирнов (Кипечкасси), М. Павлова, М. Изванова (Кайри Ункăпуç), В. Тимофеева, А. Яковлева (Янăш), А. Осипова, В. Парамонова (Çырмапуç), З. Кузнецова (Апаш), Э. Камаева (Толикасси), Н. Петрова (Çатра Марка), Е. Александрова (Иккасси), Х. Макаров (Урай Макаç), А. Егоров, В. Викторов, С. Андреев, Н. Филиппова, З. Львова, Л. Бардасова, Г. Скворцова, Е. Степанова (Апаш), Э. Абукина (Туçикасси), Е. Карикова (Курак Чурачăк), В. Земсков, Т. Языкова (Ойкасси), М. Павлова, О. Арсентьева, Л. Малютина (Курак Чурачăк), З. Николаева (Шĕнерпуç), Н. Данилов, А. Жирнов, А. Селедкин (Вăрманкас), Н. Елагин, В. Михайлова (Карантай), Янăш ял тăрăх администрацийĕ, Л. Давыдова (Сĕнтĕрвăрри районĕ), П. Мешкова (Хыркасси), К. Александрова (Вăрманкас Тăрăн), В.П. Столяр, К. Виноградова, Е. Петров, В. Ильин, И. Романов тивĕç­рĕç.

Çак уяврах, Раç­çей почтин ĕç­ченĕсене халалланă кун умĕн хаçата çырăнтарас ĕç­ре тăрăшулăхпа палăрнă почтальонсене те чысларăмăр. Яланхи пекех лайăх кăтартупа палăракансем виç­çĕн, пурте Кÿкеç­ри почта уйрăмĕнче вăй хураç­çĕ – Елена Николаева («Тăван Ен» хаçата 99 экземпляр çырăнтарнă), Марина Голованова (78 экземпляр) тата Клавдия Устимова (77 экземпляр). Вĕсем асăнмалăх парнесене тивĕç­рĕç. Ку çур çулта редакци вĕсем хыç­çăн тăрăшулăхпа палăрнă тата 3 почтальона та хавхалантарма йышăну турĕ. Хыркасси почта уйрăмĕн ĕç­ченĕ Рената Русакова, Шемшерĕн – Елена Васильева, Иккассин – Ирина Алексеева хăйсен ĕç­не тÿрĕ кăмăлпа пурнăç­ланăшăн, çырăнтару тапхăрне хастар хутшăннăшăн редакци дипломĕсемпе парнисене тивĕç­рĕç. Ĕç­ре палăрнисене пурне те чыслас йăлана малашне те тытса пырăпăр.

сăмах май

Лотерея парнисемпе тивĕç­тернĕ предприяти-организаци ертÿçисене тав тăватпăр. Сергей Трофимов уйрăм предприниматель, Владимир Иванов («Колосок» пекарьня), Сергей Анучин («Из Атлашево» суту-илÿ лавккисем), Наталья Косарева («Наше серебро» лавкка, Шупашкар хули), Александр Ефимов («Натяжные потолки-21» , «Printpro» организацисем, Шупашкар), Петр Ермолаев юрăç, Юрий Плотников фермер, Владимир Майков («Стройдвор» суту-илÿ центрĕ, Чăрăшкасси), Александр Федоров («Меридиан» суту-илÿ çурчĕ, Кÿкеç).

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости