Биб​лио​те​ка: та​та пĕр утăм çы​вăх​рах

XXI ĕмĕр​те ин​фор​ма​ци тех​но​ло​ги​йĕ​сем ан​лă ата​лан​ни пур сфе​рă​на та çĕ​нĕ​лĕх кĕрт​рĕ. Çав шут​ра ву​лав ты​тăм​не те, ха​лĕ кил​тен тух​ма​сă​рах биб​лио​те​кă​на «​çит​се» кĕ​не​ке ву​ла​ма пу​лать ик​кен.

Халь​хи пур​нăçран юл​ма​сăр

Шу​паш​кар ра​йо​нĕн тĕп биб​лио​те​ки «ЛитРес» элект​рон ву​ла​вăш​па кă​çал​хи март уйă​хĕн​че ĕç­ле​ме пуç­ла​нă. Мĕн вăл элект​рон биб​лио​те​ка? Чы​ла​йă​шĕ ăна лавк​ка​ра су​та​кан элект​рон кĕ​не​ке​пе ар​паш​та​рĕ. Вăл кил​тен тух​ма​сă​рах биб​лио​те​кă​ран кĕ​не​ке ил​се ву​ла​ма май па​рать. Мĕн​ле май​па? Çа​кăн вал​ли биб​лио​те​кă​на пĕр хут​чен кă​на пы​мал​ла, ре​гист​ра​ци​лен​се ло​гин​па па​роль ил​мел​ле те «​хар​пăр ка​би​нет​ра» ав​то​ри​за​ци​лен​мел​ле, ун​тан ва​ра компью​тер​па, план​шет​па е ыт​ти ин​фор​ма​ци ха​тĕ​рĕ​пе кĕ​не​ке ву​ла​ма юрать, ăна икĕ эр​не​лĕ​хе па​раç­çĕ, ен​чен те ву​ла​са пĕ​те​рей​ме​сен вă​хă​та тăс​тар​ма пу​лать. Ка​лă​пăр, шкул ачи ас​ли​сем вал​ли çыр​нă пĕр-​пĕр ке​не​ке​не шĕ​кĕл​чес​шĕн, ан​чах та ăна вăл илей​мĕ, мĕн​шĕн те​сен ка​ма мĕн​ли​не па​рас ый​тă​ва биб​лио​те​карь тат​са па​рать.

Э​пир хă​нăх​нă ву​ла​вăш​ран мĕн​пе уй​рăл​са тă​рать-​ха элект​рон биб​лио​те​ка? Пĕр çă​мăл​лăх​не, кил​тен те тух​мал​ла мар​ри​не, ма​ла​рах па​лăрт​рă​мăр ĕн​тĕ. Ыт​ти ла​йăх ен те пур: тин çеç кун çу​ти кур​нă кĕ​не​ке​се​не ву​ла​ма май пур​ри, кĕ​не​кем ли​цен​зил​лĕ пул​ни… «Тÿ​лев​лĕ-и?» – ый​тĕ ву​ла​кан. Биб​лио​те​кă​ра ре​гист​ра​ци​лен​сен пĕ​тĕм​пех тÿ​лев​сĕр. Ен​чен те çын хăй тĕл​лĕн элект​рон биб​лио​те​кă​ра ре​гист​ра​ци​лен​сен кĕ​не​ке​шĕн ук​çа тÿ​ле​ме ти​вĕ. Ра​йо​нăн тĕп биб​лио​те​ки​не «ЛитРес» 2 пин тен​кĕ​лĕх кĕ​не​ке па​нă, урăх​ла ка​ла​сан па​лăрт​нă вă​хăт​чен Кÿ​кеç­ри биб​лио​те​кă​на асăн​нă сум​мă​лăх кĕ​не​ке​пе усă кур​ма пул​та​раç­çĕ. Паян​хи кун тĕл​не биб​лио​те​ка фон​дĕн​че 34 кĕ​не​ке ячĕ пур. Ыт​ла​рах ун​та илем​лĕ ли​те​ра​ту​ра кĕ​не​ки​сем.

Çам​рăк​сем çĕ​нĕ​лĕх пат​не тур​тă​наç­çĕ

Ра​йон​ти тĕп биб​лио​те​кăн ди​рек​тор çу​мĕ Га​ли​на Ти​мо​фее​ва ка​ла​са па​нă тă​рăх, паян​хи кун тĕл​не асăн​нă элект​рон биб​лио​те​кă​ра 17 çын ре​гист​ра​ци​лен​нĕ, вĕ​сен​чен чы​ла​йă​шĕ 20 çул​тан ирт​нĕ çам​рăк​сем. «Çĕ​нĕ​лĕх​пе ыт​ла​рах сту​дент​сем усă ку​раç­çĕ», – ка​ла​са па​рать вăл. Ка​наш ра​йо​нĕн​че çи​тĕн​нĕ, ха​лĕ Шу​паш​кар​ти ас​лă шкул​сен​чен пĕ​рин​че 2-​мĕш курс​ра вĕ​ре​не​кен Ан​на Ни​ко​но​ро​вă​на Шу​паш​кар ра​йо​нĕ​пе çы​хăн​та​ра​кан​ни ну​маях мар пу​лин те вăл – пи​рĕн ра​йон тĕп биб​лио​те​кин хас​тар ву​ла​ка​нĕ. Çĕ​нĕ кĕ​не​ке​не шĕ​кĕл​че​сех тă​рать ик​кен, ву​ла​маш​кăн çа​кăн пек мес​лет пул​ни хĕ​ре пи​тĕ са​вăн​та​рать. Сă​мах май, хас​тар ву​ла​кан​се​не «ЛитРес» хăй те хав​ха​лан​та​рать, бо​нус евĕр пĕр-​пĕр ау​дио​кĕ​не​ке сĕ​нет.

Шу​паш​кар ра​йо​нĕн тĕп биб​лио​те​ки Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​че элект​рон биб​лио​те​кă​па çы​хă​ну ты​та​кан ра​йон​сен​чи ву​ла​вăш​сен​чен пĕр​ре​мĕш. Çак çĕ​нĕ​лĕх​пе та​та Шем​шер​ти ву​ла​вăш​ра, Кÿ​кеç­ри ача-​пă​ча биб​лио​те​ки​сен​че усă ку​раç­çĕ. Сă​мах​ран, Шем​шер​ти ву​ла​вăш​ра 17 çын ре​гист​ра​ци​лен​нĕ, Кÿ​кеç­ри ача-​пă​ча биб​лио​те​кин​че ва​ра – 12. Ыт​ла​рах 1-4 та​та 5-6 клас​се​не çÿ​ре​кен​сем.

Да​ни​ла Вост​ров Кÿ​кеç­ри 1-​мĕш шку​ла 4 «б» клас​ра вĕ​ре​нет. Кĕ​не​ке​пе пи​тĕ тус​лă ик​кен вăл. Чы​ла​йăш​не шĕ​кĕл​че​се тух​нă ĕн​тĕ. «Пи​тĕ ву​ла​ма юра​та​тăп, çул​ла​хи ка​ни​кул вă​хă​тĕн​че те кĕ​не​ке​пе уй​рăл​ман. Со​чие кан​ма кай​сан та ну​май ву​ла​рăм», – ка​ла​са па​рать ар​çын ача. Вун-​вун хай​ла​ва шĕ​кĕл​че​нĕ ĕн​тĕ вăл: «С​та​рик Хот​та​быч» пове​çе, вы​рăс ха​лăх юма​хĕ​се​не, «Ко​нек-Гор​бу​нок» ха​ла​па… Да​ни​ла хă​ру​шă ха​лап​сем ву​ла​ма кă​мăл​ла​ни​не те пы​тар​ма​рĕ, ну​маях пул​масть акă элект​рон биб​лио​те​кă​ран ил​се «Хо​зяй​ка ста​ро​го клад​би​ща» кĕ​не​ке​не ву​ла​нă.

Да​ни​ла элект​рон биб​лио​те​кă​па усă ку​рать пу​лин ал​ла кĕ​не​ке тыт​са ву​лас​си пур пĕ​рех ан​сат​рах та​та ла​йăх​рах​хи​не па​лăрт​рĕ.

ЛЮ​БОВЬ ГО​РО​ДИ​ЩЕНС​КАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости