Бизнес аталанăвĕ: йыш ÿсет

Пĕчĕк тата вăтам бизнеса сыхласа хăварасси тата аталантарасси район ертÿçисен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. 2014 çулта районти уйрăм предпринимательсен йышĕ 316 ÿснĕ. Кăçал вара пĕчĕк тата вăтам бизнес тытса пыракан предпринимательсен шутне тепĕр 157-ĕн хушăннă. Иртнĕ эрнере райадминистрацин лару залĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес обьекчĕсен ертÿçисемпе йĕркеленĕ тĕл пулура çакăн пирки райадминистрацин экономика пайĕн пуçлăх çумĕ Людмила Софронова пĕлтерчĕ.

Районти пĕчĕк тата вăтам бизнесра вăй хуракансем экономикăн пур отрасльне те йышăнаççĕ. Суту-илÿ, обществăлла апатлану сфери çапах та паян чи тупăшли шутланать – предприятисен пысăк пайĕ çакăнпа тивĕçтерес енĕпе ĕçлени паллă. Район территорийĕнче 1965 пĕчĕк тата вăтам бизнес обьекчĕсене регистрациленĕ, вĕсенчен 547 – пĕчĕк предприятисем, 11-шĕ – вăтам предприятисем, 53-шĕ – ХФХ-сем, 1354-шĕ – уйрăм предпринимательсем.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости