«Бюджет – граждансене валли»

Раççей Федерацийĕн Уçă правительстви «Бюджет – граждансене» проектăн 2015 çулхи аталанăвне пĕтĕмлетнĕ. Комисси йышăннă протоколпа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикине бюджета граждансене валли хатĕрлес йăлана тытса пыракан 9 регион (çав шутра Краснодар, Ставрополь крайĕсем, Оренбург облаçĕ т.ыт.те) хушшинче палăртнă.

Рейтинга РФ Правительстви çумĕнчи Аналитика центрĕ Раççей финанс министерствипе, Уçă правительство ĕçне-хĕлне йĕркелекен комиссипе пĕрле хатĕрленĕ. Унта Чăваш Республикине федерацин Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарă май «Бюджет – граждансене валли» ятарлă портал çинче (ЧР Финанс министерствин сайтĕнче) бюджетăн мĕн пур параметрĕпе унта килекен укçа-тенкĕ (налогран илекен тата унпа çыхăнман тупăш), республикăра вăйра тăракан налог çăмăллăхĕсем, патшалăх органĕсенче ĕçлекенсен йышĕ тата вĕсене тытса тăрассипе çыхăннă бюджет тăкакĕсем пирки уçăмлă, тулли информаци пĕлтерсе тăракан регион пек палăртнă.

Кунсăр пуçне çĕршыв субъекчĕсен порталĕсене граждансене валли йĕркеленĕ бюджетри çĕнĕлĕхсене кура та хакланă. Чăваш Енĕн финанс министерствине Раççей регионĕсемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Пурнăçланакан бюджет системинчен илнĕ графиксем, таблицăсем тата диаграммăсем кунта хальхи вăхăтпа çĕнелсе тăраççĕ. Ведомство граждансен бюджетне йĕркелеме сĕнÿсем йышăнас тĕлĕшĕпе ирттернĕ конкурса та федераци шайĕнче палăртнă. Портал çынсене чăннипех те кирлĕ-и – ăна хатĕрленĕ чухне чи малтанах çакна тĕпе хунă.

Антон Силуанов,

Раççей финанс министрĕ:

– Вăл е ку йышăнăва тунă чухне пирĕншĕн граждансен сĕнĕвне илтни пĕлтерĕшлĕ. Çакăнпа кăсăкланакан енсен шухăшĕ паха. Çавăнпа та вĕсене бюджет процесне хастартарах явăçтармалла, влаçпа граждансен хушшинчи хирĕç çыхăнăва йĕркелемелле. Малашне çак енсем çинче чарăнса тăрăпăр…

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости