Васкаççĕ имĕш…

Васкаса çÿрекен хăвăрт çитеймен теççĕ

Çул çинче асăрхануллă пулмаллине пурте пĕлеççĕ, анчах та хăшĕ-пĕри çул-йĕр правилисене пăхăнманни куç кĕретех. Çынсем автоçул çинче хăйсене мĕнле тыткаланине мартăн 10-мĕшĕнче иртнĕ «Çуран çÿрекен. Çуран каçмалли вырăн» профилактика мероприятийĕ кăтартса пачĕ.

Çул çинчи инкексен шутне чакарас тĕллевпе çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн инспекторĕпе Евгений Ириневпа тата патруль службин полицейскийĕпе Юрий Каленов аслă сержантпа рейда тухрăмăр.

Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсемпе «Кÿкеç-Тутаркасси-Çĕнĕ Шупашкар» çул çинче «хурал» тăтăмăр. Çынсем çула инçех мар вырнаçнă «зебрăпа» мар, каçма юраман вырăнтан каçрĕç. Инспекторсем правилăна пăснăшăн пилĕк çуран çÿрекене чарчĕç. «Васкатпăр», – тесе тÿрре тухма тăрăшрĕç çакнашкал хăтланăвăн сăлтавĕпе кăсăкланнине хирĕç. Çакă пысăк синкер патне илсе çитересси те хăратмасть пулмалла вĕсене, çывăхра инспекторсем тăнине те асăрхамаççĕ тейĕн. Юраман çĕрте çул урлă каçнăшăн 3 çынна – çулталăкра йĕркене пăснă тĕслĕх пулманнине кура – асăрахаттарчĕç кăна. Иккĕшĕн вара 500 тенкĕ штраф тÿлемелле пулĕ. Статистикăна илес пулсан, кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче çуран утакан çине транспорт 8 хутчен пырса кĕнĕ – 2 çын вилнĕ, 6-ăн суранланнă. Çуран çÿрекенсен айăпĕпе 2 инкек пулнă, вĕсенче пĕр çын вилнĕ, пĕри аманнă.

«Зебрăпа» каçакан çуран çÿрекене водительсем ирттерсе яман тĕслĕхсем те пулчĕç. Вăл урамăн тепĕр енне каçас тесе утма пуçларĕ, анчах çăмăл машина ирттерсе ямарĕ, ун хыççăн пыракан транспорт та çул памарĕ. Водитель малтан тÿрре тухма тăрăшрĕ, çул-йĕр инспекторĕн автомашининчи видеорегистратор çине кăтартсан хăйĕн айăпне йышăнчĕ. Унăн 1500 тенкĕ штраф тÿлемелле, енчен те ăна 20 кунра тÿлеме ĕлкĕрсен икĕ хут сахалрах.

«Çуран çÿрекене эпĕ маларах та асăрхарăм, малтан вăл тротуар çинче тăратчĕ, ăнсăртран çаврăнчĕ те «зебрăпа» утма пуçларĕ, хăвăртлăха чакартăм, анчах та çийĕнчех чарăнаймарăм, кузоври 3,5 т тиев те чăрмантарчĕ. Тăрук чарăнсан хыçри транспорт пырса çапăнатчĕ…» – тÿрре тухма тăрăшрĕ Екатеринбургран килекен транспорт водителĕ. Çул çинче те пĕр-пĕрне хисеплемеллине, правилăсене пăхăнмаллине, тимлĕ пулмаллине аса илтерекен черетлĕ рейда инспекторсем, тен, сирĕн ял çывăхĕнчи çулсем çинчех йĕркелĕç. Çавăнпа та руль умне ларсан тимлĕхе самантлăха та çухатма юрамасть. Хĕрлĕ-кăвак сиренăллă патруль автомашинипе çулсем çинче йĕрке тума васкакан инспекторсен вичкĕн куçĕнчен нимĕн те пытараймастăн.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости