Ваттисен канашĕ – тирпейлĕхшĕн

Иртнĕ эрнере Апаш ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕ черетлĕ ларăва пухăнчĕ. Унта районти Депутатсен Канашĕн депутачĕ Юрий Смородинов, ял тăрăх пуçлăхĕ Александр Владимиров, Ленин ячĕллĕ СХПК-колхоз ертÿçи Петр Тунгулов, вырăнти инвалидсен канашĕн членĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах канаш ертÿçи Мария Иванова пухăннисене Паçпак ялĕнчи ватăсемпе инвалидсен сывлăхĕшĕн, вĕсен иртсе пыракан кун-çулне çутăрах тăвассишĕн тăрăшакан ваттисен канашĕн çĕнĕ членĕсемпе – Маргарита Семеновăпа тата Галина Викторовăпа – паллаштарчĕ. Ларăвăн тĕп тĕллевĕ – Çĕнтерÿ кунне нумай хушă асра юлмалла, çĕнĕлле ирттерме хатĕрленесси пулчĕ. Çитĕнекен ăрушăн уяв хавхалантаракан тĕслĕх. Ветерансен тивĕçĕ – çамрăксене обществăлла ĕçсене хастар хутшăнма пулăшасси. Çĕнтерÿ кунĕччен кашни ялтах тирпейлесе субботниксем йĕркелемелле, çак ĕçе никам та хутшăнмасăр ан юлтăр – пĕлтерĕшлĕ çак темăна та хускатрĕç ларура.

Юлашкинчен пухăннисем волейболла выляса çамрăклăха аса илчĕç. Тĕрĕсех иккен: çамрăклăхран хакли тата мĕн пур тĕнчере?

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости