Вашаватлăх – çитменлĕх-и?

Вера ШУМИЛОВА, корреспондент:

Пĕр каларăш асран тухмасть… «Çынна пĕлес тесен ăна тĕкĕнмелле кăна. Этем савăт пекех, ун ăшĕнче мĕн пур – çавă тăкăнма тытăнать», – акă еплерех илтĕнет вăл чăвашла. Унта мĕн калани чăна килнине пурнăçри тĕслĕхсем çирĕплетсе панине темиçе хут та курса ĕнентĕм.

Туллиех мар троллейбуса 2-3 çулхи ача йăтнă çамрăках мар хĕрарăм кĕчĕ. Обществăлла транспорта вирхĕнсе тенĕ пек кĕчĕ вăл. Лармалли пушă вырăнсем пулсан та алăк çывăхĕнчи çамрăк хĕрарăм ларакан тенкел патне пычĕ. «Эсир çамрăк, сирĕн тăмалла. Ман алăра ача», – аллисемпе тĕрте-тĕрте тăратрĕ лараканскере хайхи, хăлаçлана-хăлаçлана хыттăн калаçрĕ. Ун сăмахĕсенче «тархасшăн», «тавтапуç» тенине пĕртте илтмерĕм. Хăйне кăнттаммăн тытнине пачах та туймарĕ вăл, пушаннă тенкел çине кĕрсе ларса ним пулман пек пĕрле кĕнĕ хĕрарăмпа хыттăн калаçма тытăнчĕ. Çамрăк хĕрарăм «Ыйтсан хамах вырăн параттăмччĕ те-ха» тени те хăлхана кĕмерĕ пулас… Çынсем те сăмах чĕнмерĕç, çапах та çак пулăм чĕрене витерчĕ. Хамăра хамăр тытма пĕлменни, кăнттамлăх – акă мĕн куртăм çав хĕрарăмра.

Чăтăмсăрлăхпа, ăнланманлăхпа каллех обществăлла транспортра тĕл пулма лекрĕ. Ирхине хĕрÿ вăхăт – пĕрисем ĕçе, теприсем вĕренме, виççĕмĕшĕсем тĕрлĕ сăлтавпа таçта васкаççĕ. Кондуктор çынсене хире-хире билетсемпе тивĕçтерессишĕн унталла-кунталла хутлать. Пĕр пике чăтаймарĕ – кондуктор иртнĕ чухне «Урасене таптамасăр май çук-им?» тесе мăкăртаткаласа илчĕ. Лешĕ та чĕнмесĕр юлмарĕ, сăмах çине сăмах – тавлашса кайрĕç те икĕ çын. Кам тĕрĕс пулчĕ çак вăхăтра – ăнланаймарăм. Кондукторăн çынсене билетсемпе тивĕçтермелле, пикене та ăнланмалла – вăл çитес çĕре меллĕрех çитесшĕн. «Часах пуç тăрăх утса çÿреме пуçлĕç», – мăкăртатса анса юлчĕ чарăнура çамрăк.

Пуçра ирĕксĕрех тĕрлĕ шухăш явăнма тытăнчĕ. Мĕншĕн ырă кăмăллăх хăйĕн хаклăхне çухатрĕ? Нивушлĕ эпир чунпа, чĕрепе хытса пыратпăр? Тем чухлĕ вăхăт иртсен те, кирек мĕнле лару-тăрура та Этем пулса юлма тăрăшасчĕ, тÿрĕ те çемçе кăмăл, йăвашлăх, вашаватлăх, сăпайлăх, чун-чĕре ăшши, теприне пулăшма хатĕрри çитменлĕх пулса ан юлтăрччĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости