Велосипед хуçине тупрĕ!

Виçĕм кун «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ никама пăхăнман комисси – унта ЗАГС пуçлăхĕ Алина Максимова, урамран йыхравласа кĕнĕ çынсем – йĕркелесе лотерея вылявĕ ирттерчĕ. «Тăван Ен» хаçат çырăннă квитанцийĕн копине килсе, çырупа ярса паракан хальхинче те чылай пулчĕ – пурĕ 200-е яхăн. Лотерея вылявĕ валли редакци тĕрлĕ парне хатĕрлерĕ. Юлашкинчен чи хаклă парне – велосипед – выляттарчĕç. Ăна Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи Малти Ункăпуç ялĕнче пурăнакан 77 çулти Вениамин Ефимович Федимиров çĕнсе илчĕ.

Риммăпа Вениамин Федимировсем, савăнăçлă хыпара вĕçне çитиех ĕненмен пулин те, июлĕн 9-мĕшĕнче ирех редакцие çитрĕç. Вĕсене ачисем, Ольгăпа Андрей, район хаçачĕ ирттерекен лотерея вылявне хутшăнма хавхалантарнă иккен. «Ылтăн туй тĕлне, тен, парнеллĕ пулатăр», – тенĕ вĕсем. Çамрăксем калани тÿрре тухнă, июлĕн 8-мĕшĕнче – çемьепе юрату, шанчăклăх кунĕнче – мăшăр тĕп парнене тивĕçрĕ!

Федимировсем 25 çул е ытларах та район хаçачĕпе туслă. Тĕп парнене выляса илни çинчен пĕлсен Вениамин Ефимович питĕ хĕпĕртенĕ иккен. «Савăнăçлă хыпара илтсен савăннипе чутах сикме пуçламарăм. Велосипедпа вара хам та ярăнăп, мăнуксене те кÿрентермĕп», – пайланчĕ хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе парне хуçи.

Хаçатра мĕн килĕшнине, мĕн курасшăн пулнипе те кăсăклантăмăр эпир. «Çамрăксем çинчен çырнă статьясене ытларах курас килет», – пĕлтерчĕ вулакан. Хăй вăхăтĕнче тĕп агрономра тимленĕ Вениамин Федимировшăн ял хуçалăх теми те питĕ çывăх. Вăл хаçат страницисенче çак отрасльпе çыхăннă статьясене курас кăмăллă пулнине те палăртса хăварчĕ. «Вулама юрататăп, хаçат нумай çырăнатăп. Çапах та чи малтан район хаçатне алла илетĕп. Мана вăл çывăхрах», – кăмăлне уçрĕ вулакан.

«Эпир хальччен пĕр лотерейăна та хутшăнса курман, ку пирĕн – пĕрремĕш опыт. Çамрăк чухне иксĕмĕр те спортпа туслă пулнă, Раççейри тĕрлĕ хулара иртекен йĕлтĕр эстафетисене, велочупусене хутшăннă», – каласа пачĕ Римма Ивановна вĕсен çемйи велосипедпа туслине палăртса.

Ытти парнесене çĕнсе илекенсем çаксем:

Нина Курчина (Çĕнĕ Тутаркасси) – гриль хатĕрлемелли решетке;

Зинаида Третьякова (Карантай) – гриль хатĕрлемелли решетке;

Людмила Полякова (Хыркасси) – пысăк ал шăлли;

Клавдия Васильева (Теплоэнергосети ООО) – ал шăлли;

Сергей Константинов (Кÿкеç) – ал шăлли;

Михаил Григорьев (Паçпак) – ал шăлли;

Екатерина Григорьева (Мăн Марка) – пысăк ал шăлли;

Ираида Осипова (Карантай) – минтер;

Тата ытти парнене Зоя Щербакова (Чаканар); Зинаида Николаева (Мăнал); Антонина Васильева (Эсеккасси); Н. Гаврилова (Шăнкас); Ирина Федорова (Чаканар); Кÿкеçри ваттисен çурчĕ; Раиса Маринова (Чаканар); Елена Федорова (Теплоэнергосети ООО); Геннадий Козлов (Кÿкеç); Валентина Матвеева (Чаканар); Светлана Матвеева (Шăнкас), Евгения Антонова (Чаканар); Ольга Смирнова (Чаканар); Вячеслав Мефодьев (Кÿкеç); Елизавета Назарова (Чаканар); Сергей Ванюшкин (Иккасси); Владимир Вернов (Станъял); Альбина Портнова (Мăнал); Зинаида Портнова (Чăрăшкасси – Çырмапуç ял тăрăхĕ); Регина Павлова (Чăрăшкасси – Чăрăшкасси ял тăрăхĕ) тивĕçрĕç.

Парнесене Кÿкеçри хаçат редакцине килсе илме пултаратăр.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости