Видеокамерăсен ырă витĕмĕ

Ытлари кун РФ Шалти ĕçсен министерствин районти уйрăмĕн 2014 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç. Унта ЧР Шалти ĕçсен министерствин инспекци пуçлăхĕ Н.К. Ефремов, Шупашкар район пуçлăхĕ А.М. Исаева, райадминистраци пуçлăхĕ Г.И. Егоров, асăннă уйрăмăн пуçлăхĕ А.А. Кириллов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Хăрушă преступленисем йышланнă

Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан Александр Алексеевич пĕлтĕрхи кăтартусемпе паллаштарса доклад турĕ. Виçĕм çулхи пĕтĕмлетÿсемпе танлаштарсан вĕсем тĕрлĕрен: хăш-пĕр енĕпе ÿсĕм пулни палăрать, хăш-пĕр кăтарту вара чакнă.

– 2014 çулта пурĕ 641 преступление регистрациленĕ. Ку 2013 çулхипе танлаштарсан 145 сахалрах, урăхла каласан вĕсен шучĕ 18,4% чакнă, – палăртрĕ А.А. Кириллов. – Регистрациленĕ йывăр преступленисем те виçĕм çулхипе танлаштарсан сахалрах: 2014 çулта – 104, 2013 çулта – 134; вăрланă тĕслĕх те чакнă, калăпăр, 339-тан 270 таран, çав шутра дачăсенчен çаратнă тĕслĕх те – 113-рен 52 таран. Пĕлтĕр суя укçа çаврăнăшра пулнă факт та сахалрах – 7, виçĕм çул вара ку кăтарту 13-пе танлашнă.

Районти уйрăм пуç­лăхĕ малалла доклад тунă май çакă та уçăмланчĕ: шута илнĕ питĕ йывăр преступлени тунă тĕслĕх шучĕ пысăкланнă – 19-тан 23 таран; çынна вĕлернĕ тĕслĕх те нумайрах – 2013 çулта 4 факт, 2014 çулта вара – 5; çынна мăшкăлланă тĕслĕх 2 хут ытла пысăкланнă – 3-рен 8 таран; хваттерсене çаратнă тĕслĕх те виçĕм çулхинчен (17) нумайрах – 24. Тата тепĕр кăтарту: пĕлтĕр халăх нумай çÿрекен вырăнта преступлени тунă хисеп те 12,2% (129) пысăкланнă. Уйрăмах урамра йĕркене пăсаççĕ иккен, унта тунă преступлени шучĕ виçĕм çулхипе танлаштарсан 24% ытла ÿснĕ.

Районти хăш ял тăрăхĕсенче ытларах преступлени тăваççĕ-ха? Александр Алексеевич çаксене асăнчĕ: Кÿкеç (129), Тутаркасси (72), Лапсар (69), Ишлей (59), Çĕньял (56) ял тăрăхĕсенче. Кÿкеç ял тăрăхĕ преступноç енĕпе пĕрремĕш вырăнта тăрать пулин те унта преступлени шутне 50% яхăнах чакарма пултарнă, тĕслĕхрен, поселокра халăх нумай çÿрекен вырăнсенче – 48-тан 31 факт таран. Мĕнле майпа-ха? Поселокра çынсем йышлă çÿрекен çĕрте видеокамерăсем вырнаç­тарни те палăрăмлă витĕм кÿнĕ ĕнтĕ.

Хăрушлăха сирсе

Аса илтеретпĕр: районта видеокамерăсем вырнаç­тарма район бюджетĕнчен 7 млн тенкĕ уйăрса ăна ĕçе кĕртнĕ. Районĕпе пурĕ 29 камера – Кÿкеçре, Хыркассинче, Çĕнĕ Тутаркассинче, Çĕнĕ Тренккассинче, Ишлейре – вырнаçтарни пирки хаçатра çырнине вулакан лайăх ас тăвать-тăр. Асăннă суммăсăр пуçне тата пĕлтĕрхи кĕркуннехи пăрлă çумăр вăхăтĕнче ĕçрен тухнă видеокамерăсене юсама та çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Николай Кириллович ку енĕпе райадминистраци пуçлăхне ырларĕ. «Видеокамерăсем вырнаçтарма çакăн чухлĕ укçа уйăрнине республикăри кашни районтах тĕл пулаймăн», – палăртрĕ вăл. Район администрацийĕ тăрăшнипе кăна мар, çак енĕпе урăх çăлкуçсем шырамаллине те пĕлтерчĕç. Сăмахран, индивидуаллă предпринимательсен хăйсен лавккисем çывăхĕнче видеокамерăсем вырнаç­тарсан лайăх пулмалла. «Предпринимательсене çак пуçарăва явăçтарассипе малалла та ĕçлемелле», – палăртрĕ Георгий Иванович.

Пĕтĕмлетĕве малалла тăснă май Н.К. Ефремов халăх йышлă çÿрекен вырăнта  преступлени шучĕ мĕншĕн ÿснине, халăх дружинисем рейдсене çÿренине пĕлесшĕн ыйтусем пачĕ. Районти уйрăмăн полицин пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене  пурнăçлакан А.В. Рябов  районта 153 дружинник тата штатра тăман 23 сотрудник пулнине, вĕсем рейдсене тухса çÿренине пĕлтерчĕ.

Маларах асăннă хăш-пĕр кăтартупа пĕрлех районта çул çитмен çамрăксем тунă преступлени шучĕ ÿснĕ иккен. 2013 çулта 21 тĕслĕхе çирĕплетнĕ, пĕлтĕр вара – 36. Юлашки темиçе çула тишкерсен çакă палăрать: 2011 çулта çул çитмен çамрăксем 25 преступлени тунă, 2012 çулта вара статистика 20 преступлени тунине çирĕплетнĕ. Чи пысăк кăтарту Кăшавăш ял тăрăхĕнче. Çавăн пекех Чăрăшкасси, Тутаркасси, Лапсар ял тăрăхĕсенче пулни куç умĕнче. «Çамрăксемпе мĕнле профилактика ĕçĕсем ирттеретĕр? Лару-тăрăва лайăхлатас тесен мĕн тумалла?»  – ыйту лартрĕ район пуçлăхĕ Алевтина Михайловна. «Ачасемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр, шкулсенче ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче тухса калаçатпăр…» – пĕлтерчĕç яваплă сăпатсем.

ЛЮБОВЬ Городищенская

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости