Вир кĕрпи пек сапалантăр тăван чĕлхемĕр

Чăвашсем Чăваш Республикинче кăна мар, ун тулашĕнче те йышлă пурăнаççĕ. Чăваш чĕлхи Раççей çĕршывĕн тĕрлĕ регионĕнче янăрать. Ют çĕршывсенче тĕпленнĕ ентешсем те сахал мар. Анчах пĕр-пĕрин çинчен пĕлсех каймастпăр-ха эпир. Республика тулашĕнчи ентешсемпе паллашса туслашас тĕллевпе ĕçлет те Чăваш наци когресĕ.

Чăвашлăха аталантарассишĕн

Конгресăн Республика кунĕ умĕн иртнĕ Мăн Канаш ларăвĕ çакна яр-уççăн кăтартса пачĕ. Унта ЧНК членĕсем, Раççей регионĕсенчи наципе культура автономийĕсен ертÿçисем тата ытти хастар пуçтарăнчĕç. Тĕл пулăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти сумлă хăна хутшăнчĕ.

Мăн Канаша ЧНК президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ, 2016-2017 çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Мурманскран Байкал таран» çул çÿрев тата Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕсем çинчен конгресăн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев каласа пачĕ. Регион тулашĕнчи наципе культура автономийĕсен ертÿçисем чăвашлăха упрас тĕлĕшпе хăйсен тăрăхĕнче пурнăçланакан пуçаруллă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Тĕслĕхрен, Тюмень облаçĕнчи лару-тăру çинчен унти «Тăван» Ассоциаци ертÿçи Ираида Маслова каласа тата видеокуравпа кăтартса пачĕ, Бичурин вулавĕсем, Наци культурисен фестивалĕсем çулсерен çÿллĕ шайра иртнине асăнчĕ.

«25 çул хушшинче конгресс чăн та чылай сумлă ĕçпе палăрчĕ, – хакларĕ ĕçе Чăваш наци конгресне пуçарса яракансенчен пĕри Атнер Хусанкай. «Чăваш наци вучахне ытти регионра чĕртсе тăратни пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр лайăх ен – вырăнти влаç органĕсемпе çыхăнса туслă ĕçлени», – терĕ чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч. Виталий Станъял ăсчах çитĕнÿсене кăна мар, çитменлĕхсене те асăрхама ыйтрĕ, регионти Акатуйсене тата ытти уява тухса çÿренĕ чухне тĕпчевçĕсемпе краеведсене те делегаци йышне кĕртме сĕнчĕ. «Курăмлă ĕç тумалла. Чăваш халăхне пĕр чăмăра пĕтĕçтерекен шухăш, ĕç кирлĕ», – сăмахĕсем хăватлă янăрарĕç ăсчахăн.

Хăйнеевĕрлĕхпе пуянлăха упрани пĕлтерĕшлĕ

Михаил Игнатьев Мăн Канаша пуçтарăннă хастарсене республика аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл Чăваш Ен инвестици илĕртÿлĕхĕн рейтингĕнче 2-мĕш вырăнта пулнине, экологи рейтингĕнче лайăх кăтартусемпе палăрнине, физкультурăпа массăллă спорта аталанассипе çĕршывра малти вырăна йышăннине, çĕнĕ ФАП-сем, культура çурчĕсем çĕкленнине каларĕ, малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев регионсенче чăваш наци телевидени корпункчĕсене уçма, Чăвашкино ертÿçи Олег Цыпленков 2018-мĕш çула республикăра И. Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн ятне пама сĕнчĕç. Çак тата ытти сĕнĕве, ыйтусене шута илме шантарчĕ Пуçлăх.

«Чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркине çитĕнсе пыракан ăрăва парса хăварас, наци хăйнеевĕрлĕхĕпе пуянлăхĕ сыхланса юлтăр тесен Чăваш наци конгресĕн, регионсенчи чăваш наципе культура автономийĕсен пĕрле, пĕр çыхăра ĕçлемелле, хальхи вăхăтра кун валли пĕтĕм условисем пур. Эпир те хамăр енчен сире пулăшса пырăпăр. Çирĕп çемье – патшалăх никĕсĕ тенĕ авалтан. Пĕр çемьери пек пулса чăваш халăх пуласлăхшĕн тăрăшса ĕçлемелле. Пĕрлĕхре – вăй. Чăваш Ен малалла çирĕппĕн аталанасса шанатăп. Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» – сăмахĕсем чĕрене витермелле янăрарĕç Михаил Игнатьевăн.

Чăваш чĕлхине ача садĕнченех вĕрентме тытăнас, Турци çĕршывĕнчи ентешсемпе çыхăнăва йĕркелес, Шупашкарта Акатуя пысăкрах лаптăк çинче ирттерес – çакăн пек сĕнÿсене палăртрĕç пухăннисем. Челябинскран килнĕ çамрăк вара чăваш чĕлхине Интернет уçлăхĕнче «вир кĕрпи пек сапаласа яма» сĕнчĕ. Тĕрлĕ çивĕч ыйтăва сÿтсе яврĕç Мăн Канашра, çапах та кашнине пĕр тĕллев пĕрлештерчĕ – чăваш чĕлхин шăпи, чăваш халăхĕн пуласлăхĕ…

Сăмах май

Паян Чăваш Ен тулашĕнче 100 ытла чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Вĕсем РФ 34 субъектĕнче тата 6 ют çĕршыра йĕркеленнĕ.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости