Виçĕ яла шыв илчĕ…

Апрелĕн 25-28-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕ йĕркелекен командăпа штаб вĕрентĕвне ытларикун Шупашкар районĕ те хутшăнчĕ. Ейÿ тата пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕсенче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухасси пирки пĕлсен оперативлă ушкăнсен халăха тата территорие хÿтĕлес ĕçне йĕркелемелли майсене кунта тепĕр хут аса илеççĕ. Çăлавçăсем те, вырăнти халăх хăй те.

Ирхине ултă сехетре Пĕрлехи диспетчер службине Тутаркасси тăрăхĕнчи виçĕ яла шыв илни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ: юртукассисем, улатăркассисем тата анатри макаçсем пулăшу кĕтеççĕ. Шупашкар ГЭСĕ çывăхĕнчи шыв çыранран тухса кайнине пула çакăн пек чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухнă. Çакăн хыççăн тÿрех комисси членĕсем васкавлăн канашлăва пуçтарăнчĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ – комисси председателĕ Сергей Ванюшкин çак самантран район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнине пĕлтерчĕ.

«Паллах, çакнашкал инкек чăннипех те сиксе тухнă пулсан канашлăва кунашкал лăпкăн ирттереймĕттĕмĕр», – тет Раççей МЧСĕн тĕп управлени пуçлăхĕн çумĕ Юрий Антонов. Вăл спецслужбăсем чылай чухне çак мероприятисене «хут тăрăх» кăна ирттернине палăртрĕ. Документсем çинче çăлава вун-вун техникăна явăçтарнине кăтартаççĕ, тĕрĕссипе вара виççĕ-тăваттăран ытла мар-мĕн. Полковник кунашкал тренировкăсене Шупашкар районĕнче те пĕрре мар ирттернине аса илчĕ. «Халь ирттерекеннин тĕп тĕллевĕ вара – ятарлă службăсем тĕрĕс ĕçлеме пултарнине хак парасси, çавăнпа та хальхинче пĕтĕмпех чăн-чăн пек пулĕ. Инкек тÿснисем кăна çук – уйрăмлăх çакă çеç», – терĕ Юрий Антонов.

Андрей Никитин «инкек вырăнĕнчен» эвакуациленисенчен чи кĕçĕнни. Арçын ачана кунта автобуспа амăшĕпе илсе килнĕ. Кÿкеçри культура çуртĕнче вырнаçнă Вăхăтлăх йышăну пунктĕнче регистрациленĕ хыççăн вĕсене тÿрех иккĕмĕш хутра вырнаçнă амăшĕпе ачин пÿлĕмне ăсатса ячĕç. Кунта ăшă, хăтлă, выртса канма вырăн та пур. Пиллĕкри ача хăйне ним пулман пекех лăпкă тытать, аслисем çапла вĕрентнĕ мĕн. «Нимĕн те пулман-çке», – тет вăл кăранташ суйланă май. Вĕсем вара, теттесем пекех, кунта çителĕклĕ.

Çак вăхăтра пунктăн тепĕр пÿлĕмĕнче «шар курнисемпе» психолог ĕçлетчĕ. Пурĕ вĕсене кунта 15-ĕн илсе çитернĕ. Пĕтĕмпе вара «хăрушлăх» зонине 117 çын пурăнакан 36 çурт лекнĕ. Чрезвычайлă лару-тăру сăтăрне пĕтерме çак кун вăй ушкăнĕсемпе хатĕрсенчен 70 çынна, 20 единица техника, ишмелли пĕр хатĕре явăçтарма тиврĕ. Çăлав операцине хутшăннă службăсем çыран хĕррипе хăйăр миххисенчен дамба йĕркелерĕç. Паллах, чрезвычайлă лару-тăру пирки кунта пурăнакансене пурне те тÿрех пĕлтернĕ.

Вĕрентĕве хатĕрленнĕ май тренировкăсене районта апрелĕн 5-мĕшĕнче те ирттернине аса илтерни вырăнлă. Иккĕмĕш тапхăрта иртнĕ мероприяти çак пĕлĕве çирĕплетме пулăшрĕ. Вăл вара ытлашши пулмĕ. Анатри Макаçра пурăнакан ватăсем 1920-мĕш çулсенче яла шыв илнине паян та аса илеççĕ. Ун чухне выльăх-чĕрлĕхе çÿлерех вырнаçнă чăх-чĕп фермине хăваласа кайма май килнĕ, çынсене вара кимĕсемпе те, лавсемпе те сăртлăрах вырăнсене леçнĕ.

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости