Влаç органĕсем вăй виçнĕ

Июнĕн 2-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринче ЧР патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен ĕçченĕсен зачетла 14 Спартакиади иртнĕ. Унта Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар хулисен, Куславкка, Вăрмар, Тăвай тата Шупашкар районĕсен командисем мини-футболла вылянă.

Шупашкар район командин Шупашкар хулин, Тăвай тата Вăрмар районĕсен командисемпе ăмăртма тивнĕ. Çивĕч тытăçура малти вырăнсем çапла пайланнă: Шупашкар хулин команди 1-мĕш тухнă, Шупашкар район команди 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ, Сĕнтĕрвăрри хулипе Вăрмар район командисем пĕр-пĕрин хушшинче 3-мĕшпе 4-мĕш вырăнсене пайланă, Куславкка тата Тăвай районĕсем – 5-6-мĕш вырăнсене.

Спартакиадăн тепĕр тапхăрĕ паян Кÿкеçри «Олимпийский» стадионра иртĕ. Унта Элĕк, Йĕпреç, Патăрьел, Вăрнар тата Шупашкар район командисем вăй виçĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости