Вулав лидерĕсем

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Наци библиотекинче çулсерен иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи вулакан кĕнеке-2016» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чысланă. 2016 çулта кун çути курнă, вулакансем кăмăлласа йышăннă чи лайăх кĕнекесене палăртма пысăк ĕç туса ирттерме тивнĕ. Конкурс шайĕнче кĕнекесен чап-сумне ÿстерес тĕллевпе республикăри культура учрежденийĕсенче çыравçăсемпе тĕл пулусем, вулакансен конференцийĕсем, диспутсем тата ытти мероприяти йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ номинаципе иртнĕ конкурса районти библиотекăсен ĕçченĕсем те хастар хутшăннă. Конкурсăн районти тапхăрĕнче юратса вулакан кĕнекесене тата чи хастар вулавçăсене палăртнă. Районта пурăнакансем Улькка Эльменĕн «Сарă кĕпе», А.Захватован «Сказочный мир добра» тата Н. Ишентейăн «Татăк тăрăллă ватă юман» кĕнекисене суйланă.

Республика тапхăрне районти библиотекарьсем «Вулав лидерĕ» пултарулăх ĕçĕсем тăратнă. Республикăри вулавçăсен 10 çĕнтерÿçинчен 5-шĕ – ентешсем. Районти тĕп библиотекăна конкурса хастар хутшăннăшăн ятарлă дипломпа чысланă, конкурс çĕнтерÿçисем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости