Вутпа шыв – икĕ тĕрлĕ ырă

икĕ тĕрлĕ усал

Кăçал юри тивертнипе тухнă çичĕ пушартан 6-шĕ каçхи вăхăтра пулнă. Майăн 29-мĕшĕнче райадминистрацин экологи тата ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин ертсе пынипе иртнĕ чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче çавăнпах муниципалитетри ял тăрăх пуçлăхĕсене каçхи хурал йĕркелеме сĕнчĕç. Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев та хутшăнчĕ.

Каçхи хурал

Акă Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Яранкасси ялĕнче пĕр пÿтсĕр умлă-хыçлăн виçĕ мунчана вут тивертнĕ хыççăн çынсем тепĕр кунах каçхи хурала тухма хатĕр пулнă. Майăн 29-мĕшĕ тĕлне Шупашкар районĕнче 31 пушар (пĕлтĕрхи çак тапхăрта 26) тухнă. Шупашкар районĕнче пурăнмалли секторта пушарсен тата вĕсенче вилнĕ çынсен шутне чакарма сад юлташлăхĕсенче, коллективлă садсенче тата коммерцилле мар дача пĕрлешĕвĕсенче ирĕклĕ пушар хуралĕ йĕркелес шухăша РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов сĕнчĕ. Пĕлтĕр сад юлташлăхĕсенче çак вăхăт тĕлне 10 пушара шута илнĕ пулсан, кăçал майăн 29-мĕшĕччен вут-çулăм 6 хут алхасни паллă. «Дачăсем тĕпрен илсен канмалли кунсенче çуннине кура çак кунсенче сад юлташлăхĕ тăрăх çÿресе, сăмахран, çÿп-çап çунтарнине курсан çакна хăрушлăхсăр мĕнле тумаллине ăнлантарĕç», – терĕ вăл. Ирĕклĕ пушар хуралĕн ретне тăма хатĕррисен Кÿкеçри 41-мĕш пушар чаçне паспортпа пымалла.

Денис Геннадьевич ял тăрăх пуçлăхĕсен бюджечĕсене пăхса тухнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕ валли май килнĕ таран нумайрах укçа-тенкĕ уйăрма сĕнчĕ.

Типĕ кÿлĕ

«Байдеряковăпа пирĕн сад юлташлăхĕ хушшинчи пĕвере 2-мĕш çул шыв çук», – ÿпкелешрĕ «Дружба» сад юлташлăхĕн председателĕ пĕвери шыв шлюз юсавсăр пулнипе юхса тухни пирки пĕлтерсе. Кÿлле шывпа тултарас тесе сад юлташлăхĕнче пурăнакансем шăтăка хăйăр миххисемпе хуплама хăтланнă, анчах шыв тепĕр çĕрте çул тупнă. Сад юлташлăхĕн председателĕ ял тăрăх администрацийĕ çак ыйтăва татса пама хутшăнасса шаннине пĕлтернине хирĕç Кÿкеç ял тăрăх пуçлăхĕ Владимир Вершинин кÿлле юсаса шывпа тултарма палăртманни пирки каларĕ. Скважина чавса гидрантсем лартма сĕнчĕ вăл. Сад юлташлăхĕн председателĕ скважина пуррине ăнлантарчĕ, анчах 1150 участоклă территорире шыв çав-çавах çителĕксĕр-мĕн. «Пушар пичкине шывпа тултарса лартăр», – пулчĕ пуçлăхăн тепĕр канашĕ.

Канăва хатĕр

Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Борис Романов районти шкул ачисен çуллахи канăвне йĕркелеме 6 млн та 150 пин тенкĕ пăхса хуни пирки пĕлтерчĕ. Лагерьсем июнĕн 1-5-мĕшĕсенче ĕçлеме пуçламалла. Кашни шкулта видеосăнав йĕркеленĕ, çавăн пекех лагерь территорийĕсене сăвăсран, ытти хурт-кăпшанкăран сапнине палăртмалла. Шкул лагерĕсем ĕçлеме пуçличчен пушар хăрушсăрлăхĕпе эвакуаци вĕрентĕвне ирттерĕç. Вĕсем ачасене йышăнма пурте хатĕр, çав вăхăтрах хула çывăхĕнчисем пиркиех çакна калаймăн. «Салют», «Золотой колос» лагерьсенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕрки ыйтнине пурнăçламан: лагерь хуçисем çак çитменлĕхсене июнĕн 1-мĕшĕччен пĕтерме шантарнă.

Асăрхаттару палли ăçта?

Çу кунĕсем çывхарса пынă май шывсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес ыйту та çивĕччисенчен пĕри пулса тăрать. Райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Сергей Сармосов палăртнă тăрăх, кăçал Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи арçын путса вилнĕ. Ял тăрăх пуçлăхĕн Олег Ермановăн сăмахĕсем тăрăх, путса вилнĕ арçын астаракан вăйăсем выляса парăма кĕрсе ÿкнĕ. Кил-çуртне сутса яма тивнипе, мăшăрĕпе уйрăлнипе пăшăрханса пурнăçри тĕллевне çухатнăскер пÿкле вилĕм суйланă. Çывăх çыннисемшĕн – инкек, вырăнти бюджетшăн вара тăкак. «Путса вилнĕ çын виллине илсе тухма бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хума май пур-и?» – кăсăкланчĕ Олег Анисимович унсăрăн çакăн пек инкек хыççăн çын виллине ял тăрăх пуçлăхĕн ĕç укçи шучĕпе илсе тухма тивнине пĕлтерсе.

Сергей Николаевич ял тăрăх пуçлăхĕсене хăйсен территорийĕсенчи шыв объекчĕсене пăхса çаврăнма, кашни кÿлĕ-пĕве çумĕнче асăрхаттаракан паллăсем вырнаçтарма сĕнчĕ. Шкул ачисен хушшинче июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 1-мĕшĕччен шыв çинчи хăрушсăрлăха халалланă уйăхлăх иртĕ.

Сăмах май

2016 çулта Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсем çинче 51 инкек пулнă, вĕсенче 45 çын (6-шĕ çул çитмен ача) вилнĕ. Шупашкар районĕнче 7 çын путса вилнĕ.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости