Вут-çулăмпа кĕрешнĕ ветерансем

Раççей пушар хуралĕн историйĕ 1649 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнчен (çĕнĕ стильпе – апрелĕн 30-мĕшĕнчен) пуçланнă. Шăпах çав кун пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă 2 документа йышăннă.

1999 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнчен, Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕн Б. Ельцинăн хушăвĕпе, пушар хурал ĕçченĕсен професси уявне паллă тăваççĕ. 2001 çултанпа пушар хуралĕ Раççейĕн МЧС тытăмне кĕрет. 2011 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа çак кун ШĔМ ветеранĕсен кунĕ те.

Тунтикун Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнче пушар хуралĕн тата ШĔМ ветеранĕсен уявĕ иртрĕ. Унта 50 çын хутшăнчĕ. Уява пухăннисем пушар хуралĕн историне сăнлакан стендсемпе, пушар хуралĕн ĕçченĕсене халалланă Н.Г. Спиридоновпа К.Н. Ванюшкинăн 2016 çулта кун çути курнă кĕнекипе паллашрĕç. Унта Шупашкар районĕнчи 8 ветеран çинчен те çырса кăтартнă.

Станъялта пушар хуралĕн 10 ветеранĕ пурăнать, çемье династийĕсем те пур. Вĕсем çинчен Владислав Эльмень каласа кăтартрĕ. Унăн шăллĕ Владимир, отставкăри подполковник, пушар хуралĕн тытăмĕнче тăрăшнă. «Виçĕ ăрăва çитнĕ династи те пур. Аввакумовсен çемйинчен чи малтанах Илья кукашшĕ пушарнăйсен ретĕнче тăнă, Вениамин ывăлĕ вара майора çитнĕ. Халĕ мăнукĕсем Евгений Аввакумов капитанпа пушар машинин водителĕнче ĕçлекен шăллĕ Андрей династие малалла тăсаççĕ», – пĕлтерчĕ Владислав Эльмень. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчен уява пухăннă тата кĕнекене кĕнĕ пушар хурал ветеранĕсен хушшинче Малти Ункăпуçĕнчи Вячеслав Спиридоновпа Константин Ярдухин, Станъялти Вениамин Аввакумовпа Владислав Эльмень пулчĕç. Республикăри пушар службин 1-мĕш отрячĕн ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Николай Спиридонов, Раççейĕн Чрезвычайлă лару-тăру министертвин ЧР пĕрлешĕвĕн тĕп управленийĕн ертÿçин çумĕ Сергей Ерофеев полковник, Владимир Миронов ветеран тата ыттисем.

Чи малтанах ветерансем ĕмĕрлĕхе уйрăлса кайнă юлташĕсене ырă сăмахсемпе асăнчĕç. Ертÿçĕсем ветерансене медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Николай Смирнов, Атăльял

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости