Вутăн алли вăрăм

Май уйăхĕн 7-мĕшĕнчен республика территорийĕнче пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕчĕ. Çакăн пек йĕркесене федерацин «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен», Чăваш Республикин «Чăваш Республикинчи пушар хăрушсăрлăхĕ» законĕсемпе килĕшÿллĕн типĕ çанталăкра пушар тухсан хăвăрт мерăсем йышăнас тĕллевпе çирĕплетеççĕ.

Кăвайт ан чĕрт

Çанталăк ăшăтнă май çынсем вăрманалла туртăнаççĕ. Унта вара эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн асăрханулăх çинчен манаççĕ. Пируса типĕ курăк çине пени, кăвайта тĕппипе сÿнтерменни – пушар сăлтавĕсем. Çавăнпа та пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-çулăмпа асăрхануллă пулмалли пирки аса илтереççĕ.

Пушара хирĕçле уйрăм йĕрке вăя кĕнĕ вăхăтран пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшĕпе хушма требованисене пурнăçламалла. Пушар хăрушлăхĕн IV-V класлă тапхăрĕнче граждансен вăрмансенче кăвайт чĕртме мар, унта кĕрсе çÿреме те юрамасть. Çак йĕрке вăрман лаптăкĕсене арендăна илни, йывăç-турата туянасси-сутасси пирки калакан килĕшÿпе усă куракансене, патшалăх заданийĕпе вăрмансене пушар тата санитари хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлакансене кăна пырса тивмест. Çавăн пекех пурте усă куракан автоçулсемпе сывлăха çирĕплетмелли организацисене çитме те документ кирлĕ.

ЧР Çут çанталăк тата экологи министерстви тĕрĕслев пункчĕсем тата вăрманти пушар хăрушлăхĕллĕ вырăнсене асăрхаса тăракан ушкăнсем йĕркелеме планланă.

Сыхланни пурлăха çăлать

РФ МЧСĕн Шупашкар районĕнчи профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Денис Портнов пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа майăн 4-мĕшĕччен Шупашкар районĕнче 23 пушар (2016 çулта çак тапхăрта 24) тухнă, вĕсенче 2 çын (пĕлтĕр 1 çын) пурнăçĕ татăлнă. Вут-çулăмра çын пурлăхĕ 4034520 тенкĕлĕх (пĕлтĕр 2266749 тенкĕлĕх) тĕп пулнă. Çулăм тĕпрен илсен пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманнипе, пирус туртнă чухнехи асăрханусăрлăх сăлтавĕпе тата ятарласа вут тĕртнипе тухни паллă.

Юлашкинчен асăннă сăлтавпа кăçалхи тăватă уйăхра 6 пушар тухнă, пĕлтĕр вара çакна пулах «хĕрлĕ автан» 3 хут ташланă. Акă пĕлтĕр çулталăк вĕçĕнче вут тĕртекенсен усал ĕçне пула Карачурара коттедж тата килти пурлăх çунса кĕлленнĕ. 200 тăваткал метр лаптăк çинче алхаснă çулăмпа 5 пушар техники кĕрешнĕ. Кил хуçи пурлăха пушартан, çут çанталăк инкекĕсенчен, виççĕмĕш çынсем законсăр ĕç-пуç тунипе çыхăннă теветкеллĕхсенчен стархлани кăна сăтăра саплаштарма пулăшнă. Тĕрĕслев хыççăн «Росгосстрах» страховани компанийĕ пушарта шар куракана 2 млн çурă ытла тенкĕлĕх тÿлевпе тивĕçтернĕ. Инкек-синкекре тÿснĕ тăкакăн пĕр пайне те пулин саплаштарас тесен пурлăха вăхăтра страхлани пĕлтерĕшлĕ – çине тăрса сĕнеççĕ районти профилактикăпа надзор ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕнчен.

Юлашки вăхăтра мунчасем çуннă тĕслĕхсем нумайланчĕç. Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Çĕньял-Покровски ял тăрăхĕнчи Яранкасси ялĕнче виçĕ мунча çунни пирки пĕлтернĕччĕ. Акă майăн 8-мĕшĕнче çĕрле Çĕнъял ял тăрăхĕнчи Шăмăш салинче пушар тепĕр мунчана çĕрпе танлаштарнă. Денис Портнов вут-çулăм кăмакан тĕтĕм çулĕпе мачча хушшинче изоляци материалĕ пулманнипе тухнине пĕлтерчĕ. Мунчара заводра тунă тимĕр кăмака лартнă пулнă. Çулăма пула пурăнмалли кил-çурт тăрри те çуннă.

Майăн 9-мĕшĕнче каçпа «Дубрава» коллективлă садра тата икĕ мунчара вут-çулăм тухнă. Надзор ĕçĕ-хĕлĕпе профилактика пайĕн информацийĕпе, сад хуралçи васкавлă службăсен телефон номерне пĕлменнипе тата шыв пăрăхĕнче пусăм çуккипе пушарнăйсем киличчен вут-çулăмпа кĕрешме вăй çитереймен: мунча тĕппипех кĕлленнĕ. Ку инкек сăлтавĕ – мунча кăмакисемпе усă курас правилăсене пăхăнманни. Çавăнпа та кăмакана вырнаçтарма лицензиллĕ специалистсене çеç явăçтармалла.

Вут-çулăм хăрушлăхĕ тухсан пĕрлехи çăлав службине 112 телефон номерĕпе çыхăнмалла.

Шута илме

Вăрманта тата ун çумĕнче вут-çулăм тухнине асăрхасанах, сÿнтерме вăй çитереймесен тăхтаса тăмасăрах çакăн çинчен Вăрман хуралĕн диспетчер пункте 8(8352) 40-24-00 тата вăрман хуралĕн тÿрĕ лини çине 8-800-100-94-00 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

АНЖЕЛИКА ТИХОНОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости