Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ

Тунтикун райадминистрацин лару залĕнче иртнĕ планеркăра райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Сергей Ванюшкин районта выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсемпе паллаштарнă. План тăрăх, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисем кăçал 6680 т утă, 46100 т сĕтеклĕ апатсем, çав шутра 26800 т силос, 13810 т сенаж, хатĕрлеме палăртаççĕ.

Районти хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлемелли 19 комбайн, 33 косилка, 36 пресс-подборщик пур. Техника паркĕ выльăх апатне çителĕклĕ хатĕрлеме тата çак ĕçе вăхăтра туса ирттерме май памалла. Паянхи кун тĕлне уйра выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте 52 техника ĕçлет. «Атлашевский» СХК, Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО тата «Чурачикское» ОАО хуçалăхсем çĕнĕ йышши техникăпа усă курнине те палăртмалла.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисем пурĕ 7724 га çинче выльăх апачĕллĕх культурăсем акнă. Вĕсен шутĕнче 6053 га гумай çул ÿсекен курăк, 776 га – пĕр çул ÿсекен курăк, 1056 га – куккурус. Июлĕн 2-мĕшĕ тĕлне 4205 га нумай çул ÿсекен курăка çулнă, 3556 т утă (палăртнинчен 53,2%), 14300 т (палăртнинчен 74,1%) сенаж хатĕрленĕ. Ленин ячĕллĕ колхоз-СХПК 2200 т, «Чурачикское» ОАО 4800 т, «Атлашевский» СХК 4100 т, Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО 2700 т, «Приволжское» ОАО 500 т сенаж хывнă. Ĕççи малалла пырать.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости