«Выля хут купăс, янра, юрă!»

Çакăн пек ятпа Арккассинче иртнĕ мероприяти ял çыннисемшĕн чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Шупашкар райадминистраци пуçлăхĕн парни хастарсене ÿлĕмрен те хавхалантарĕ.

Арккассисем пĕрле пухăнса савăнасса кашнинчех çапла чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Клуб учрежденийĕ те çук кунта, апла пулин те пĕр-пĕринпе тĕл пулассишĕн тăрăшакан халăхшăн çакă чăрмав мар. Çак ялта пурăннă Егор Николаев 130 çул каялла ентешĕсене хăйĕн çуртне парнелесе хăварнă. Унпа ял çыннисем паянхи кун та усă кураççĕ. Малтанах унта шкул пулнă, халĕ вара фельдшерпа акушер пункчĕ. Пĕрремĕш хутра халăха пухма май тупаççĕ.

Арккассисен йыхравне йышăннă райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ырă йăлана ырларĕ. Ял хастарĕсем çине тăнипе çакăн пек мероприятисем ирттерме май тупнăшăн савăннине палăртрĕ. Георгий Иванович уяв сăлтавне шута хурса ял халăхне малашне те савăнма хут купăс парнелерĕ. Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕ Евгений Зубков вара тепĕр чухне культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем те çакăн пек тĕлĕнмелле пуян программăллă уяв сайра хатĕрленине палăртса хăварчĕ. Кунта вара ял хастарĕсем пултарулăх кăтартнă. Конкурса хутшăнакансене валли ял тăрăх администрацийĕ те парнесем хатĕрленĕ. Хут купăсçăсенчен чи асли – Анатолий Васильев –75 çула кайнă. «Аса ил-ха пĕрремĕш юратăва» литература конкурсне вара çĕршыври Литература тата республикăри К. Иванов çулталăкĕсене халалланă. Ăна Ксения Михайлова ертсе пычĕ. Вилĕмсĕр «Нарспи» поэма сыпăкĕсемпе пĕрлех ку номинацире кашни хутшăнакан хăйĕн пĕрремĕш юратăвне аса илчĕ. Евгений Аркадьевич та хăйĕн пĕрремĕш туйăмĕсемпе çыхăннă аса илĕвĕсене кураканпа хумханса пайларĕ.

Программăра çавăн пекех «Арккасси пики» конкурс та пулчĕ. Сцена çинчи чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсем хăйсен пултарулăхĕпе, çыпăçуллă чĕлхипе тыткăнларĕç. Пуринчен ытла Алевтина Иванова палăрчĕ.

Такмак-сăвă, савăнăçлă юрă-кĕвĕ хыççăн уяв малалла лотерея вылявĕпе тăсăлчĕ, унăн кĕреки те тулăх пулчĕ. Валентин Григорьев, Ксения Михайлова, Нинăпа Николай Семеновсем ял хастарĕсем. Юрий Филиппов ял старости тăрăшнипе пурте çĕкленÿллĕ кăмăлпа саланчĕç. Юлашкинчен вара черетлĕ мероприятие Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халаллама йышăнчĕç. Çак ялтан 33 паттăр салтак вăрçă хирĕнчен таврăнайман. Вĕсен ячĕсене ялти палăк çине çырса хунă.

Ксения МИХАЙЛОВа, Арккасси

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости