Вăй хумасăр çитĕнÿ çук

Вырсарни кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ спортсменне Николай Алексе-евич Михайлова халалласа ирттернĕ «Çурхи тумлам» йĕлтĕр ăмăртăвне хутшăннă.

Михаил Игнатьев ăмăртăва пухăннисене саламланă май спортăн çак тĕсне халăхра ытларах сармаллине, çыннăн кăмăл-туйăмĕ спортра çирĕпленнине палăртнă. «Ăмăртусенче чи маттуррисем çĕнтереççĕ. Пĕр-пĕрне савăк кăмăл парнелеме, çĕнĕ çитĕнÿсемпе палăрма сĕнетĕп», – тенĕ вăл.

Биатлонпа 15 хутчен СССР, 11 хутчен тĕнче, 4 хутчен Олимп чемпионĕ, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Александр Тихонов йĕлтĕрпе чупас ăсталăха туптама ансат маррине çирĕплетнĕ. «Спортăн çак тĕсĕнче çитĕнÿсемпе палăрас тесен сахал мар вăй хумалла», – тенĕ вăл.

6 хутчен СССР, тĕнче тата Олимп чемпионĕ, йĕлтĕрпе чупассипе СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ Владимир Воронков Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортпа тусли, хăй те йĕлтĕрпе чупни, республикăра спорта аталантарас ĕçе пысăк витĕм кÿни пирки каланă, регионти спорт ăмăртăвĕсем яланах тивĕçлĕ шайра иртнине палăртнă.

Тупăшусене Атайкасси ял тăрăх йĕлтĕрçисем те – Ульяна Башкирова, Мария Васильева, Ярослав Петров, Александр Башкиров, Даниил Андреев, Полина Семенова, Анастасия Курбатова, Артем Афанасьев, Александр Иванов, Роман Соловьев, Николай Федоров – хутшăннă, тĕрлĕ дистанцире хăйсен вăйĕсене тĕрĕсленĕ.

Ĕçре те, юрă-ташăра та, ăмăртура та

Тăрăн Ен хĕрĕсем канмалли кун шкулти спорт залне пухăнса икĕ командăна пайланчĕç, волейболла вылярĕç. Ăмăрту «Мимоза» команда çĕнтерĕвĕпе вĕçленчĕ. Армспорт вăййи шкул ачисен хушшинче питĕ анлă сарăлчĕ, аслисем те тупăшсах ал вăйне виçрĕç çав кун. Лепетерти Наталья Костинăна тата Вăрманкасри Венера Спиридоновăна çитекенни пулмарĕ.

Савăнăçлă стартсене Татьяна Астраханцева, Марина Иванова, Наталья Костина, Елена Куркова, Галина Павлова, Венера Спиридонова, Альбина Филиппова, Катя Костина мечĕке баскетбол сеткине çăмăллăнах кĕртрĕç, пысăк хăвăртлăхпа чупрĕç, ункă витĕр тухрĕç, мечĕке икĕ чĕркуççипе хĕстерсе малалла ыткăнчĕç.

Антонина Ефимова, Вăрманкас Тăрăн

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости