Вăрлăх пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ

Çĕр ĕçĕнче вăрлăхпа çыхăннă ыйту чи çивĕччисенчен пĕри. Ваттисем «Мĕн акатăн – çавă шăтать» тесе ахальтен каламан. Специалистсем те ас тутарсах тăраççĕ – вăрлăха тĕрĕс хатĕрлемелле, лайăх упрамалла, çĕнетсех тăмалла.

Россельхозцентрăн республикăри филиалĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Людмила Добролюбова пĕлтернĕ тăрăх, районти хуçалăхсем тырă пахалăхне тĕрĕслесех тăраççĕ. 2016 çулта 13863 га çинче 7090 т тырпул, нумай çул ÿсекен курăк, куккурус вăрлăхĕ акса хăварнă. Ведомствăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем тачă çыхăнса ĕçленĕрен вăрлăх туса илес ĕç аталанса пыратьэлитлă вăрлăх тÿпи ÿсет. Пĕлтĕр пысăк репродукциллĕ вăрлăх тÿпи 40% пулнă пулсан, кăçал çур аки ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе çак кăтарту 45% танлашнă. Кунта пĕрчĕллĕ культурăсен тата нумай çул ÿсекен курăкăн вăрлăхне туса илес ĕçе яваплăхпа пурнăçлакан ял хуçалăх предприятийĕсен тÿпи пысăк. Çаксене палăртмалла – «Атлашевский» СХК, «Приволжское» ОАО, Ленин ячĕллĕ СХПКколхоз, «Чурачикское» ОАО. Асăннă хуçалăхсенче вăрлăха улăштарасси тата çĕнетесси пысăк шайра пурнăçланать. Районти хуçалăхсенчен чи малтанах «Чурачикское» ОАО кондициллĕ вăрлăх хатĕрленĕ, вăрлăх туса илекен хуçалăхсен ретне кĕме документсем хатĕрленĕ. Эппин, 2017 çулта районти 3 хуçалăх (малтан асăннă хуçалăхсăр пуçне «Атлашевский» СХК, «Приволжское» ОАО) – вăрлăх туса илекенсен ретĕнче пуласса шанăç пур.

Вăрлăха тĕрĕс хатĕрлес, упрас енĕпе «Чурачикское» ОАО, «Атлашевский» СХК, Ленин ячĕллĕ СХПКколхоз, «Приволжское» ОАО, «Прогресс» ЗАО ăнăçлă ĕçлеççĕ, вĕсен тырă тухăçлăхĕ те пысăк, вăрлăх та яланах пахалăхлă. Çапах та пур хуçалăх пирки те вăрлăх пахалăхĕшĕн тивĕçлипе тăрăшаççĕ тесе калама çук. «Туруновское» агрофирмăра, Кадыков ячĕллĕ СХПКколхозра, «Средняя Волга» агрофирмăра хальлĕхе пысăк шăтаслăхлă вăрлăх хатĕрлес ĕç начартарах пырать.

Россельхозцентрăн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе 2017 çулта тухăç илме 2291 т тырăллă тата пăрçаллă культурăсен вăрлăхне хатĕрлемелле. Хальлĕхе 2179 т вăрлăх – çав шутра 1897 т кондициллĕ – хатĕрленĕ. Çав шутра – 674 т тулă, 1506 турпа, 977 тсĕлĕ, 131 твика. «Пĕлтĕр асăннă тапхăрта районти ял хуçалăх предприятийĕсенче вăрлăхăн кондициллĕ пайĕ 58% танлашнă пулсан, кăçал ун виçи пысăкрах – 87% (республикипе – 61%). Ÿсĕме хуçалăхсенче тырă тасатмалли техника нумайланни теЛенин ячĕллĕ СХПКколхозра, «Прогресс» ОАОра çĕнĕ сушилкăсем хута кайрĕç, «Атлашевский» СХКра сушилка модернизацилерĕç – витĕм кÿчĕ. Хуçалăхсенче пысăк квалификациллĕ специалистсем нумайланни те пĕлтерĕшлĕ. Çур аки ĕçĕсем пуçланиччен вăрлăхăн 97% кондициллĕ пуласса шанатпăр», – пĕлтерчĕ Людмила Добролюбова.

ДЕОМИД ВАСИЛЬЕВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости