Вăрман-Çĕктерсем Свияжскра

Январĕн 4-мĕшĕнче Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчи 60 хастар ир-ирех Хыркасси салине пуçтарăнчĕ. Туристсен икĕ хутлă автобусĕ «Раиф мăнастирĕ – Хусан – Свияжск» маршрутпа инçе çула илсе тухрĕ.

Раиф мăнастирĕ – таса çăлкуç

Уявсенче те, ĕçре те тăрăшуллă çынсене иртнĕ çулти ĕçсемшĕн хавхалантарас шутпа Чăваш таврапĕлÿçисен ертÿçи Сергей Сорокин тата ЧНК пайташĕ Эдуард Бахмисов çакăн пек мероприяти йĕркелерĕç. Шел, маларах палăртнă пек, Елабуга (Тутарстан) хулине, унти паллă вырăнсене çитсе курма май килмерĕ. Çакна кану кунĕсенче Елабугăри куравсем ĕçлеменнипе сăлтавларĕç.

Раиф мăнастирне çитме – 135 км. Автобусри микрофонпа Вăрман-Çĕктер ял тăрăх пуçлăхне Олег Ерманова чи малтан сăмах пачĕç. Вăл ял тăрăхĕ иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх районта 4-мĕш вырăнта пулни çинчен пĕлтерчĕ. Кăçалхи Экологи çулталăкĕнче ялсен хушшинче «Чи таса та хăтлă ял» конкурс ирттересшĕн, унăн çĕнтерÿçисене валли парне те хатĕрленĕ – спорт площадки. Çак йĕркесен авторĕ 2015 çулта Пăлхарта çул çÿревре пулнă хыççăн çырнă «Аваллăхран – пуласлăха» кĕнеке пирки каласа кăтартрĕ. Владислав Эльменьпе Валерий Погодейкинăн та (Станъял), Роза Бычковăпа Юлия Ивановăн та (Шупашкаркасси), Александр Селедкинăн та (Вăрманкасси), Зинаида Кудряшовăн та (Кипечкасси), Света Семеновăн та (Хыркасси), Татьяна Анисимовăн та (Крикакасси), Регина Кольцовăн та (Малти Ункăпуç), Надя Морозовăн та (Салапайкасси), Галина Смирновăпа Ольга Ивановăн та (Питикасси), Владимирпа Светлана Мартьяновсен те (Çÿлтикасси) сăмахĕ кăсăклă пулчĕ.

«Шурăмпуç» пултарулăх ушкăнĕн хĕрĕсем юрăпа кăна мар, кукăль тутлă пĕçерессипе те палăрса тăраççĕ. Çул çÿревçĕсене 3 тĕрлĕ кукăльпе хăналарĕç. «Станъялĕнчи Чемен картишĕнче музей йĕркелеççĕ. Ăна март уйăхĕнче уçма палăртаççĕ», – пĕлтерчĕ Шупашкаркасси клуб ертÿçи Любовь Иванова. Экологи çулталăкĕнче республикăри 15 юхан шыв пуçланса кайнă çĕрте паллăсем вырнаçтарасси пирки Эдуард Бахмисов каларĕ.

Чи çамрăк çул çÿревçĕ – Малти Ункăпуçĕнчи 10 çулти Селина Аполлонова амăшĕ çинчен сăвă каласа кăтартрĕ, юрă юрларĕ. «Раифа» – Турă сыхлаканни тесе куçать. Раифри Турă Çуралнă (Богородицкий) арçынсен мăнастирне 1613 çулта, Филарет иеромонах Хусан тăрăхне пырса кайнă вăхăтра пуçарнă. Вăл вăрман хушшинче, таса кÿлĕ хĕрринче – илемлĕ тăрăхра – вырнаçнă. Çăлкуçĕнчен сиплĕ шыва тутаннă хыççăн çул çÿревçĕсем Троицкийпе Грузинский соборсене кĕрсе пуç тайрĕç. Картишĕнчи «хĕвел сехет» пурне те кăсăклантарчĕ. 1690-1717 çулсенче хăпартнă стенасемпе башньăсем Хусан кремлĕсемпе башнисене аса илтереççĕ. 5 башньăран 3-шĕ сыхланса юлнă. Авалхи соборсем хăйсен мăнаçлăхĕпе, куполсен илемĕпе катаранах илĕртеççĕ. Мăнастирте 2001 çултанпа «Раифский вестник» тата ачасен «Светлячок» хаçачĕсем, 2011 çултанпа «Раифский Альманах» журнал тухса тăраççĕ.

Иртнĕ номерте эпир, вăрман-çĕктерсем, январьти вăрах кану кунĕсенче çул çÿревре пулни пирки каласа патăмăр. Паян çул çÿрев очеркĕн ярăмне малалла тăсатпăр.

Хусана 163 км каймалла пулчĕ. Анлă кĕпер урлă каçнă чухне ылтăн чашăна асăрхарăмăр. «Казана» евĕрлекен çуртра ЗАГС вырнаçнă. Сююмбике башни, арçынсен мăнастирĕ, метро, Çĕнĕ Çулăн тĕп чăрăшĕ … – кунта паллă вырăн сахал мар. Хусан кремлĕн çÿллĕ, шурă стенисем, шпилĕсемпе башнисем инçетренех курăнаççĕ. «Пирамида», «Ривьера», «Корстон» комплекссем вара ку хула сумне ÿстереççĕ кăна. Вăрман-Çĕктер турисчĕсем Хусан кремлĕнче Спас башнипе, Кул-Шариф мечетпе, Турă амăшĕн соборĕпе, Тупăсен картишĕпе т.ыт. паллашрĕç, сăн ÿкерĕнчĕç, сувенирсем туянчĕç.

Кул-Шариф мечечĕн 4 минаречĕ те 57-шер метр çÿллĕш. Туристсем вĕсенчен пĕрне шала кĕрсех, улăхсах тĕрĕслерĕç. Хусанта та, Йошкар-Олари пекех, «Хусан кушакĕ» палăк пур. Унтан Тутарсен паллă поэчĕ, фашистсен тыткăнĕнче тертленнĕ паттăр Муса Джалиль палăкĕ умĕнче пуç тайрăмăр. Эдуард Бахмисов Хусанти педагогика институчĕн истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă, кунти вырăнсене аван пĕлет. «Хусанта пĕтĕмпе 9 район, метро, 2 аквапарк. Хусан кремлĕнче администраци çурчĕ вырнаçнă. Хула мечетне турккăсем хăпартнă пулсан, шалти ĕçсене чăваш строителĕсем пурнăçланă», – терĕ. Хусанта Раççейри чи илемлĕ пукане театрĕ вырнаçнă. Унтан пĕтĕмпех йывăçран ăсталанă «Туган Авылым» наци комплексне çитсе куртăмăр. Кунта мунча та, арман та, кĕпер те, т.ыт. çуртсем пур. Тутар кукăльне – Эчпочмака – асăнса лартнă палăк вара питĕ тутлăн курăнать. «Икеа» пысăк лавккара, мĕн туянмаллине туянсан, малалла çул Свияжск еннелле выртрĕ. Кĕскен, курса çÿремелли тем чухлех пулчĕ кунта.

Картлашкаллă пусма тăрăх Свияжск хулине хăпартăмăр. Хитре вырăнта, Сĕве шывĕ Атăла юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă Иван Грозный 1551 çулта пуçарса янă хула. Халĕ те илемĕпе чапне çухатманскер 62 га лаптăк йышăнать. Кунта хăй вăхăтĕнче пулса курнă А.С. Пушкин поэт юмахĕнче Буян утравпа ун çинчи Гвидон кнеçĕн хулине сăнарланă.

Илемлĕ уçланкăра, пăртан ăсталанă пĕчĕк çуртра, юмахри пăр пакша ларнине тата укçа çаврашкисем выртнине курсан Селина Аполлонова питĕ савăнчĕ. Юмах тĕнчинче «пăлан» та, «чăрăшсемпе юр пĕрчисем» те пур. Каçа юлнă туристсене Свияжск хулинчи мăнастирсемпе, чиркÿсемпе тата çуртсемпе Александр Буланов çамрăк историк паллаштарчĕ.

1911 çулта Свияжскра 3054 çын пурăннă пулсан халĕ 400 кил-çуртра 250 çын пурăнать. Шкула 35 ача çÿрет, ыттисене автобуспа турттарса килеççĕ. Ял тăрăхĕ пулса юлнă хулара 2 лавкка, 4 хăна çурчĕ вырнаçнă, 6 каферен хĕлле 2-шĕ кăна ĕçлеççĕ. Пĕтĕмпе Свияжскра 21 историллĕ вырăнпа паллашма май пур. Йывăçран ăсталанă Троицкий чиркĕвĕ Раççейри чи авалхи чиркÿсен шутĕнче. Ăна 1551-1552 çулсенче Угличра ăсталаса, Атăл тăрăх сулăпа юхтарса антарса, пуçтарса хăпартса лартнă. Вăл 16-мĕш ĕмĕр çурринчен пуçласа паянхи кунчченех сыхланса юлни тĕлĕнтерет. Свияжск хулине те Юнеско палăкĕсен шутне кĕртессине шаннине пĕлтерчĕ экскурсовод. Пĕр вырăнта çавăн чухлĕ авалхи чиркÿпе мăнастир ларни пурне те тĕлĕнтерчĕ. Вĕсен шутĕнче Контантинпа Елена чиркĕвĕ, Успени мăнастирĕ, Никольский чиркĕвĕ, Сергиево чиркĕвĕ, хĕрарăмсен Иоанн Предтечи мăнастирĕ, Турă Амăшĕн «Всех скорбящих радость» ятлă турăшăн чиркĕвĕ т.ыт.

Свияжск историйĕн музейĕ умĕнче авалхи тупăпа ядросем те пур. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн маттурĕсем 19-мĕш ĕмĕрсенчи евĕрлĕ парттăсем хушшинче те ларса курчĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Каяллахи çул Куславккапа Çĕрпÿ районĕсем витĕр выртрĕ. Хыркасси – Свияжск çул çÿревре пулса, нумай курса çаврăннă Вăрман-Çĕктер çыннисем вăрăм çула кĕскетсе юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç.

НИКОЛАЙ СМИРНОВ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости